Роструд хатĕрленĕ справочника Раççей Федерацийĕн 82 субъекчĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин органĕсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетнисене кĕртнĕ.
Çакна палăртнă: 2011 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсенче регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъектĕнче чакнă. Чăваш Республикинче ĕçсĕррисен шучĕ пур çĕртинчен те ытларах - 44,3% /14478 çын пулнă - 8062 юлнă/ - чакнă, Киров облаçĕнче - 31,6% /18723-рен 12803 юлнă/, Самар тăрăхĕнче 29,9% /34887 пулнă, пĕлтĕр - 24453/ пĕчĕкленнĕ.
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Республики регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайне чакарас енĕпе /2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 2,1% пулнă, 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 1,2% çити чакнă. Иртнĕ çулта Чăваш Енре регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,9% чакнă, Раççейри вăтам кăтарту 0,4%-па, Федерацин Атăлçи округĕнче 0,4% танлашать.
Официаллă майпа пĕлтернинчен: Чăваш Республикинче Пĕтĕм тĕнчери ĕçлеве йĕркелекен методологи тăрăх ĕçсĕрлĕх шайĕ чакасси Раççей Федерацийĕнчипе танлаштарсан 3 хут пысăкрах.
Справочникре илсе кăтартнă кăтартусем çакна çирĕплетеççĕ: 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче вăтамран илсен ĕç шыракан кашни гражданин пуçне 2 ваканси сĕннĕ /ĕçлев рынокĕнче çивĕчлĕх коэффициенчĕ 0,6 единица пулнă/ Раççей Федерацийĕ тăрăх вăтамран илсен çак кăтарту 1,2 единицăпа танлашнă, федерацин Атăлçи округĕ тăрăх - 1,1. Чăваш Енре федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регионĕ хушшинче ĕçлев рынокĕнче çивĕчлĕх коэффициенчĕ чи пĕчĕккине палăртнă.
Çулталăк тăршшĕнче ĕç паракансем çĕнĕрен йĕркеленĕ ĕç вырăнĕсене кĕртсе 95 пин ытла ваканси çинчен пĕлтернĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ирĕклĕ ĕç вырăнĕсен шучĕ 2,5 хут ÿснĕ.
Ĕç шыраса пынă 59,5 пин çынна /2010 ç. тĕлне 82,5%, федерацин Атăлçи округĕнче - 76,9%/ шута илнĕ, регистрациленĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем тăрăшнипе Чăваш Енре 45646 çынна /2010 ç. шайĕнчен - 92%, федерацин Атăлçи округĕнче - 74,7%/ ĕçе вырнаçтарнă.
Чăваш Республикинче ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен витĕмĕпе ĕçе вырнаçтарнисен пайĕ ĕç ыйтма пынисен 76,8% танлашнă /РФ - 63,3%/, федерацин Атăлçи округĕнче - 67,1%/.
Ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем янипе профессие вĕреннĕ ĕçсĕр граждансен 96,4% тупăшлă ĕç тупнă /федерацин Атăлçи округĕнче - 86,5%/.