24 мая 2012 г.
Пирĕн тытăма йĕркеленĕренпе 20 çул ытла пархатарлă тĕллевсене тĕпе хуратпăр - хулари тата районти ялсенчи ĕçсĕррисене, çывăх вăхăтра ĕçсĕр юлма пултаракансене çухалса каймасăр, шанчăка çĕтермесĕр пурăнма май парас тесе тăрăшатпăр. Куславккари ĕçпе тивĕçтерекен центрта кашни кунах çын йышлă: чун киленĕçне тупса тав тума пынисене курсан хамăрăн ĕç пуриншĕн те питех те кирлине тепĕр хут ăнланса илетĕн. Ăшă та хăтлă, хальхи оборудовани вырнаçтарнă пÿлĕмсенче пысăк пĕлÿллĕ, ыттисен нушине чĕре çумне илекен специалистсем килен-каяна ăшшăн йышăнаççĕ, вĕсен ăсталăхĕпе пĕлÿ шайне, стажне кура тивĕçлĕ вырăн сĕнеççĕ. Кăтартусене лайăх енне улăштарса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕçсĕр 59 çынна шута илнĕ, ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2 хут сахалрах. Куславкка районĕнчи ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти ÿсĕмрисен 0,44% танлашать /иртнĕ çулхинчен - 47, республикăн вăтам кăтартăвĕнчен 53% пĕчĕкрех/. 4 уйăхра центра ĕç шыраса 254 çын пынă. Вĕсен йышĕнче ялта пурăнакансем, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем, пенсие каяс умĕнхи ÿсĕмрисем, 14-18 çулсенчи çамрăксем ытларах. Хулари, ялсенчи предприятисемпе, организацисемпе тытакан çыхăну татăлмасть. Çулталăк пуçланнăранпа 36 предприятипе организаци 591 ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ. Ĕç паракансем сĕннипе 143 çынна вырнаçтарма май килнĕ. 4 уйăхра центр витĕм кÿнипе 238 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, çав йышра 179 гражданина - 10 кунра. Чăваш Республикин 2011-2013 çулсенче Халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн пулăшмалли тĕллевлĕ программи паян - чи витĕмлĕ мера. Ăна пурнăçласа:
- общество ĕçĕсен программи тăрăх районти организацисемпе, предприятисемпе 6 килĕшÿ тунă, 43 çынна ĕçе янă*
- центр çине тăнипе çула çитмен çамрăксем хăйсен пултарулăхне кăтартнă - 60 гражданина вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă, тĕпрен илсен вĕсем сахал тупăшлă, тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчи 14-17 çулсенчи çамрăксем*
- вĕренÿ заведенийĕсенче ятарлă вăтам пĕлÿ илсе тăван тăрăхне таврăннă 2 çамрăка тÿрех ĕç тупса панă*
- вăхăтлăх тата сезонлăх ĕçсене РФ регионĕсене 26 çынна ăсатнă.
Кăçал ĕçсĕр граждансене тата ачана 3 çула çитиччен пăхмалли отпускри хĕрарăмсене профессие вĕрентес тĕлĕшпе çине тăнă: вĕренÿ заведенийĕсемпе 7 килĕшÿ алă пусса çирĕплетнĕ. Центр халăха пулăшас тĕллевпе «Чăвашсетьгаз» акционерсен обществипе, Вăрмарти автошкулпа, «Нива» вĕренÿ комбиначĕпе, хăрушсăрлăх колледжĕпе, Шупашкарти коопераци техникумĕпе кулленхи хутшăнусем йĕркелет.
Любовь ОСИПОВА,
Куславккари халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ
Источник: "Хыпар"