11 мая 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ хушнипе пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче Чăваш Республикин çĕнĕ «Чăваш Республикинчи организацисенче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен» саккунне йышăннă. Унăн тĕллевĕ - халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе инвалидсене патшалăхăн хушма гарантийĕсемпе хÿтĕлесси. Вăл Чăваш Республикинче инвалидсен ĕçлемелли тата ĕçсĕрлĕхрен хÿтĕленмелли прависене тивĕçтерес тĕллевпе ĕç вырăнĕсене квотăлассин право, экономика тата йĕркелÿ никĕсĕсене палăртать. Саккунра ĕçлекенсен йышĕ 100 çынран ытларах организацисем валли инвалидсене ĕçе йышăнма списокри вăтам йышăн 2 проценчĕ чухлĕ квота çирĕплетнĕ. Ĕç паракансен çирĕплетнĕ квотăпа килĕшÿллĕн ĕç вырăнĕсем уйăрмалла е йĕркелемелле. Çав шутра - инвалидсене вĕсем валли уйрăммăн хатĕрленĕ реабилитаци программипе килĕшÿллĕн йышăнмалли ятарлă ĕç вырăнĕсем. Республика Правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ квотăпа килĕшÿллĕн ятарлă ĕç вырăнĕсене инвалидсене йышăнма тивĕç организацисен списокне тата 2012 çулта кашни организаци ĕçе вырнаçтарма тивĕç чи пĕчĕк йыша палăртнă. Республикăра пĕтĕмпе кăçал ятарлă 500 ĕç вырăнĕ уйăрма е йĕркелеме пăхнă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре инвалидсене вырнаçтармалли ятарлă 118 ĕç вырăнĕ туса хунă, ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Республикăн ниçта та ĕçлемен инвалидсене, инвалид ачасене воспитани паракан ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшмалли тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн ятарлă ĕç вырăнĕ йĕркелеме бюджетран укçа уйăраççĕ. Кăçалхи ака уйăхĕнче Федерацин ĕçлев тата ĕçпе тивĕçтерекен службин ертÿçи Ю.В.Герций тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев асăннă тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 5,3 млн тенкĕ уйăрасси çинчен калакан Килĕшĕве алă пуснă. Çак мероприятисем валли Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен те укçа уйăраççĕ. Инвалидсене вырнаçтармалли пĕр ĕç вырăнне йĕркелеме /тивĕçтерме/ 50 пин тенкĕ уйăраççĕ, инвалид ачасене воспитани паракан ашшĕ-амăшне тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне вырнаçтарма - 30 пин тенкĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ятарлă ĕç вырăнĕсене чи малтанах йĕркелеме пуçланă организацисен шутĕнче - «Беркут 3000» ООО /Çĕнĕ Шупашкар хули/, «Шупашкарти мамăк фабрики» ООО /Шупашкар районĕ/, Канашри ПАТП - Чăваш Ен Стройминĕн «Чăвашавтотранс» ПУПĕн филиалĕ тата ыттисем. Çÿлерех асăннă саккун положенийĕсене ăнлантарса парас тĕллевпе кăçалхи пĕрремĕш кварталта республикăри мĕн пур муниципалитет пĕрлешĕвĕнче ĕçлекенсен йышĕ 100 çынран ытларах 415 организаци представителĕсемпе канашлусем ирттернĕ. Çав канашлусенче татăклă мероприятисем палăртнă, çак ĕçе лайăхлатмалли сĕнÿсене тишкернĕ. Республикăри предприятисем пурте инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлама хастар хутшăнаççĕ темелле. Ĕçе вырнаçтарнă инвалидсен шучĕ ÿсни асăннă ĕç уссине кăтартать. Калăпăр, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче палăртнă квотăпа уйăрнă ĕç вырăнĕсен 69 проценчĕпе кăна усă курнă, кăçалхи ака уйăхĕнче ку виçе инвалидсене вырнаçтарма уйăрнă е туса хунă ĕç вырăнĕсен шучĕн 76 процентĕнчен иртнĕ. Инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли квотăна 259 организаци туллин пурнăçланă, вĕсен шутĕнче - 33 инвалид ĕçлекен «Промтрактор-Промлит» ООО, 20 квота çирĕплетнĕ май 29 инвалида ĕçе вырнаçтарнă «Химпром» АУО, «КАФ» АУО /Çĕмĕрле хули/, «Электроавтомат» АУО /Улатăр хули/ тата ытти нумай организаци. Ĕç паракансемпе тачă çыхăну тытнă май Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен вакансисен банкне инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли лайăх вакансисем ытларах килме пуçланă. Сăмахран, «ВНИИР» акционер обществи 25 пин тенкĕ ĕç укçи илекен наука сотрудникĕн, 15 пин тенкĕпе танлашакан шалуллă инженер-программист вакансийĕсене сĕнет. «АККОНД», «Букет Чувашии» акционер обществисенче, ытти организацире те лайăх ĕç укçи тÿлекен пушă ĕç вырăнĕсем пур. Пур вакансисемпе çыхăннă кăтартусене пĕр тăхтамасăр служба сайтне, хуласемпе районсен ĕçлев центрĕсен Интернет-страницисене вырнаçтараççĕ. Вакансисен списокне хаçатра пичетлетпĕр.
Источник: "Хыпар"