ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ăсна кура ăсталăх тупăн

19 апреля 2011 г.

...Чкалов урамĕнчи 2-мĕш çурт йывăрлăха лекнĕ чылай çыншăн паянхи кун чăннипех çăлăнăç утравĕ шутланать. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракансем хÿтлĕх шыраса килнисене тимлĕн итлеççĕ, витĕмлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ.

Организацисемпе ял хуçалăх предприятийĕсенчен хăш-пĕрне реорганизациленĕ е хупнă май тухса кайма тивнĕ граждансем чи малтанах асăннă службăна çул тытаççĕ. Тÿрех ĕç сĕнессе кĕтме кансĕр паллах. Анчах професси консультацине çийĕнчех пани, рынокри лару-тăрупа паллашни паха, унти конкуренцире тупăшма пултаракан специальноçа алла илес ăнтăлу чунра шанчăк çуратать. Урăхла каласан, ăсна кура ăсталăх тупăн. Профессин пуçламăш е вăтам пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн вырнаçайманнисене, 14-18 çулсенчи çамрăксене кунти специалистсем вĕренÿрен пушă вăхăтра тата каникул кунĕсенче ĕçлĕ пулма пулăшаççĕ.

В.Нестеров ертсе пыракан коллектив паян вунă çынна пĕрлештерет. Вĕсенчен çиччĕшĕ ĕçсĕр юлнă клиентсен ыйтăвне татса пама тÿрремĕнех хутшăнать. Кашниех - опытлă та пултаруллă специалист. Виталий Вениаминович, тĕслĕхрен, асăннă тытăмра 1995 çултанпа вăй хурать, Альбина Лукина тĕп бухгалтер, ертсе пыракан инспекторсем Галина Николаева, Людмила Мишина 15-17-шер çул тăрăшаççĕ. Çамрăк специалистсем Светлана Семенова, Наталия Семенова, Алина Ларионова вĕсенчен вĕренсе, ăсталăха туптаса пыраççĕ. Директор кунти йĕркелĕхпе тасалăха тытса тăракан Владимир Петровпа Светлана Ивановăна, Николай Павлов водителе те ырăпа кăна палăртать, районти ĕçсĕрлĕхпе кĕрешессинче вĕсен тÿпи те пуррине асăнать: хăтлăхлă çуртра граждансене йышăнма кăмăллă. Автомашина юсавлă пулнипе чылай ыйтăва вăхăтра татса пама пулать.

Ĕçлев службине йĕркеленĕренпе 20 çул çитнĕ май Виталий Нестеров паянхи кăларăмра туслă йышăн кăçалхи çитĕнĕвĕсемпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарать. Вăрмарсен кăтартăвĕсем республикăра курăмлă: ĕçсĕрлĕх шайĕ чакса пырать, çынсене вырнаçтарас тапхăр вăраха тăсăлмасть...

Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне центра пулăшу ыйтма 404 çын пынă. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ çулталăк пуçламăшĕнчи 256 çынран /1,6:/ пĕрремĕш квартал вĕçленнĕ тĕле 200 /1,26:/ юлнă. Асăннă кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтра 347 çынпа е 2,18 процентпа танлашнă.

Кăçал пирĕн служба Чăваш Республикин 2003 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин 2003-2011 çулсенчи экономика тата социаллă аталанăвĕн комплекслă программине çирĕплетесси çинчен» 39-мĕш саккунне, ЧР Министрсен Кабинечĕн 2006 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчи «Бюджета планламалли программăпа, тĕллев мелĕсемпе усă курмалли тытăма çĕнетсе улăштарасси тата анлăлатасси çинчен» 274-мĕш йышăнăвне, Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин 2007 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин халăхне 2007-2011 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли ведомствăн тĕллевлĕ программине çирĕплетесси çинчен» 55-мĕш, ĕçлев центрĕн 2011 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче «Вăрмар районĕнче пурăнакансене 2011 çулта ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисем çинчен» 8-мĕш хушăвĕсене тĕпе хурса умри тĕллевсене пурнăçласа пырать. Çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, хамăр тăрăхри ĕç паракансемпе пуçаруллă çыхăну йĕркелеме пулăшакан социаллă партнерлăхăн тĕрлĕ енне аталантарассине хаклатпăр.

Туслă çыхăнусен витĕмĕ куç умĕнчех: кăçалхи пĕрремĕш кварталта служба органĕ яланлăх тата вăхăтлăх вырăна 341 çынна янă, вĕсенчен 229-шĕ центрта шутра тăнă. Ентешĕмĕрсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕллевпе вакансисен банкне çĕнетсех тăратпăр. Районти ĕç паракансем 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 380 ваканси сĕннĕ. Кашни вырăн пуçне вăтамран учетра тăракан 3 гражданин шутланнă.

Асăннă тапхăрти ĕç рынокне илес тĕк секретарь-референт, медицина сестрин, ветеринари врачĕн специалисчĕсене йышăнас тĕллевлĕ ертÿçĕсем пулманпа пĕрех. Квалификациллĕ врачсене, учительсене, электриксене, газоэлектросварщиксене, котельнăй операторĕсене, çĕвĕçсене, каменщиксене, поварсене вара ытларах ыйтма тытăнни сисĕнет.

Ăста специалистсен рынок конкуренцийĕнче тупăшма пултараслăхĕ ÿссе пыни ĕçсĕр граждансене профессие хăнăхтарас енĕпе тимлĕрех пулмаллине аса илтерет. Халĕ эпир центрта регистрациленĕ çынсене пурнăç ыйтакан 138 профессие /специальноçа/ алла илмешкĕн май туса паратпăр. Пĕрремĕш кварталта 40 çынна /е кăçал палăртнин 53 процентне/ вĕренме ятăмăр. Вĕсем котельнăй установкисен операторĕсем, газоэлектросварщиксем, уйрăм сыхлавçăсем пулса тухĕç.

Асăннă тапхăрта профориентаци тата психологи пулăшăвĕпе 285 çын усă курчĕ. Профориентаци илнисен виççĕмĕш пайĕ - социаллă хÿтлĕх кĕтекенсем. Общество ĕçне 54 çын хутшăнчĕ, вĕсенчен 8-шĕ хĕрарăмсем, тивĕçлĕ йĕркепе центрта регистрациленнисем, шалу илнипе пĕрлех ĕçсĕрлĕх пособине те тивĕçрĕç. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ граждансене çапла майпа вырăн тупса пани чăннипех çăлăнăç шутланать, вăхăтлăх пулсан та çемье бюджетне тупăш кÿрет, пурнăçа тытса пыма май парать.

Йышлă, сахал тупăшлă çемьесенче, ашшĕ-амăшĕнчен пĕринпе кăна çитĕнекенсене, тĕрлĕ комиссире учетра тăракансене - 14-18 çулсенчи çамрăксене те центр хăй хÿттине илнĕ. Вĕренÿрен пушă вăхăтра 96 ачана вăхăтлăх вырнаçтартăмăр. Тĕпрен илсен, вĕсем аслă ăру çыннисене тата пĕччен пурăнакан ватăсене хуçалăхра тирпей-илем кĕртсе пачĕç, хуралтăсен тăррине юртан тасатрĕç.

Ĕç тупма уйрăмах кансĕр граждансене ятарлă мĕн пур программăна ыттисенчен маларах хутшăнтарма тăрăшатпăр. Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче районти предприяти-организаципе тунă килĕшÿсем тăрăх пĕр сусăра, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне тата тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕм çывхарса пыракан пĕр гражданина йышăнчĕç.

Рабочисене кăларса яма пултараслăх кÿрекен социаллă тата экономика йывăрлăхĕсене сирес тата Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх шайне чакарас тĕллевпе Чăваш Республикинчи 2011 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха вăйсăрлатмашкăн хушма мероприятисем ирттермелли республикăн тĕллевлĕ программине туса хатĕрленĕ. Ăна пурнăçламашкăн федераци бюджечĕ Чăваш Республикине субсиди уйăрнă. Унпа килĕшÿллĕн Вăрмар районĕнче те пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттермелле.

Çав шутра:

l2010-2011 çулсенче вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ 19 çамрăка тивĕçлĕ хăнăху илмешкĕн стажировкăна ямалла, вĕсен çумне диплом илнĕ çын профессийĕпе предприятире вăй хуракан 6 наставника çирĕплетмелле. Çакна пурнăçлас енĕпе йĕркелекен мероприятисем валли 511,4 пин тенкĕ тăкакламалла.

2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çамрăк специалистсене вырнаçтармашкăн «Нива», «Общепит» ОООсемпе, Вăрмар райповĕпе, «Урмарское» КСО» АХОпа килĕшÿсем çирĕплетсе 4 çынна хăнăху илме янă /аслă пĕлÿллĕ 2 юрист, профессин пуçламăш пĕлĕвĕллĕ 1 сутуçă, профессин вăтам пĕлĕвне илнĕ 1 бухгалтер/.

l Инвалидсем валли ятарлă вырăн йĕркелемешкĕн 600 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсенче 12 сусăр вăй хумалла.

l Йышлă ывăл-хĕр çитĕнтерекен, сусăр ача ÿстерекен ашшĕ-амăшне ĕçлĕ тумашкăн 300 пин тенкĕ хывмалла. Çапла майпа 6 çынна ĕç памалла. Кăçалхи виçĕ уйăхра В.Ивановăн хресчен-фермер хуçалăхĕпе тата райпопа килĕшÿ тунă ĕнтĕ. Пĕрремĕшĕнче çĕнĕ вырăн йĕркелесе йышлă çемье пуçлăхне хуралçăна илнĕ.

lХарпăр хăй бизнесне йĕркелес тĕллевлĕ 57 ĕçсĕр гражданина субсидипе пулăшмашкăн 3545,6 пин тенкĕ ямалла. Çавсенчен виçĕ предпринимателĕн 1-ер çын валли çĕнĕ вырăн уçмалла. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 45 килĕшÿ çирĕплетсе 2464 пин тенкĕ тăкакланă.

Кăларса ярас хăрушлăх пур граждансене производствăран уйрăлмасăр профессие маларах вĕрентмешкĕн 2011 çулта центрăн 15 çынна ямалла. Вĕсене «В», «С» категори водителĕ, сутуçă-кассир, автомобиль юсакан слесарь, повар-кондитер, «1С: Предприяти» специальноçсене хăнăхтармалла. Çакна валли 133,7 пин тенкĕ уйăрнă. «Общепит» ОООпа килĕшÿ çирĕплетсе «1С: Предприяти» ăсталăха алла илме 1 çынна йышăннă ĕнтĕ.

l Производствăна реструктуризацилекен тата модернизацилекен предприятисенче вăй хуракан 34 çынна ĕçленĕ хушăрах профессие маларах вĕрентме 438,7 пин тенкĕ тăкакламалла.

l Ачана 3 çул тултариччен пăхма илнĕ отпускри хĕрарăмсене - ĕç вырăнне 2011 çулта таврăнас тĕллевлĕ çамрăк амăшĕсене - 29 çынна професси пама 840,2 пин тенкĕ уйăрнă.

l Пĕтĕмĕшле практикăн 2 врачне професси тĕлĕшĕнчен хатĕрлеме 92,6 пин тенкĕ хывмалла.

Умри тĕллевсем пысăк. Пĕрлехи вăйпа, Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçисем, район пуçлăхĕсем пулăшнипе, социаллă партнерсемпе тытакан çыхăну тĕреклĕхĕпе тата центрăн хастарĕсен иксĕлми вăй-халĕпе вĕсене çĕнсе илме, йывăрлăха лекнĕ ентешĕмĕрсене шанчăклă хÿтлĕхпе тивĕçтерме хамăртан килнине пурнăçлама шантаратпăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика