19 апреля 2011 г.
Куславкка районĕнчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра /малалла - центр/ йĕркеленĕренпе 20 çул çитет. 1991 çултанпа вăл çак тăрăхра вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлнă граждансен нумай ыйтăвне татса парас енĕпе пысăк вырăн йышăннă. Икĕ теçетке çул тăршшĕнче пин-пин çынна пĕлÿ шайне кура ĕçе вырнаçма кăна мар, çĕнĕ професси илме, харпăр хăйĕн ăсталăхне район экономикин тĕрлĕ сферинче тĕрĕслеме пулăшнă. Ĕç паракансемпе те пĕрмаях çирĕп çыхăнура - предприятисен заявкисем тăрăх кирлĕ кадрсем суйлассине хăйĕн çине илнĕ.
Пурлăхпа техника никĕсĕ аван: юсаса çĕнетнĕ пысăк та çутă, яланах таса пÿлĕмсем, ку чухнехи оборудовани вырнаçтарнă. Тирпей-илем кÿрес енĕпе, ăна тытса тăма пĕлнипе центр районти нумай организацишĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Пысăк опытлă ертÿçĕ Любовь Степановна ОСИПОВА ĕçлекенсемшĕн те, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсемшĕн те хăтлă пултăр тесе вăй-халне шеллемест. Информаци пÿлĕмĕнче - районти, Куславкка хулинчи вакантлă вырăнсем, патшалăх паракан пулăшусем çинчен пĕлтернисем, тĕрлĕ профессипе паллаштарнисем, профконсультант канашĕсем. Самана йывăрлăхĕпе куçа-куçăн тĕл пулнă, шăпа кÿрентернĕ Куславккасене çухалса кайма, пуç усма памасть 8 çынран тăракан коллектив. Кашни килен-каянпа уйрăммăн ĕçлессине мала хураççĕ, пурне те тивĕçлĕ шайра кĕтсе илеççĕ. Чи лайăххисен йышĕнче - тĕп специалистсем Наталия Васильевна Сидорова, Маргарита Сергеевна Манюкова, Резида Харисовна Солдатова. Елена Викторовна Бессалова тĕп бухгалтер финанспа экономика ĕç-хĕлне пĕлсе, кирлĕ пек йĕркелесе пырать.
Çак кунсенче Куславкка тăрăхне ырă хыпар çитрĕ: Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн халăхăн социаллă хÿтлĕхĕ енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Куславкка районĕн патшалăх учрежденийĕн - Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн тĕп инспекторне М.С.Манюковăна «Чăваш Республикин халăхăн социаллă хÿтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Пĕлтĕрхи кăтартусем
Иртнĕ çулта центра ĕç шыраса 1088 çын пынă. Вĕсен хушшинче ялта пурăнакан /41,2 процент/ тата 14-18 çулсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç /33,6 процент/, пенсие тухас çулсенчи çынсем /4,1 процент/ йышлă пулнине палăртмалла. Çак тапхăрта районти 52 предприятипе организаци 1540 ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ. Патшалăх служби тăрăшнипе çулталăкра 879 çынна ĕçе вырнаçтарма май килнĕ. 2010 çул кăтартăвĕсемпе Куславкка районĕнче ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти ÿсĕмрисен 1,09 проценчĕпе танлашнă.
Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн хушма пулăшу памалли тĕллевлĕ программа - паянхи чи витĕмлĕ мерăсенчен пĕри. Унпа килĕшÿллĕн общество ĕçĕсем тата вăхăтлăх ĕçсем йĕркелеççĕ, стажировкăна яраççĕ. Çак тапхăрта 20 çынна Раççейĕн ытти регионĕнче ĕçе вырнаçтарнă.
Официаллă цифрăсенчен пăрăнар-ха. Ĕçсĕр тăрса юлнă çын шыва путакан пекех - улăм пĕрчинчен те ярса тытма хатĕр. Паян анлă сарăлнă çак каларăшăн эрлĕкне республикăра чылай çемье туйрĕ ĕнтĕ. Инçе çĕртен /чăвашшăн - Мускавра, Комире, Çĕпĕрте, Ханты-Мансире.../ укçа «çапса» таврăнас ĕмĕтĕн пылакĕпе юнашар йÿççи те пĕрлех çÿрет-çке... Таçта илтнĕ сăмах мар, пĕлĕшĕмĕрпе пулса иртнĕ пăтăрмах чуна çÿçентерет.
Сергей 2 уйăха яхăн Мускав облаçĕнче уйрăм çын патĕнче вăй хунă. Хуçа ĕçчен ара укçине вăхăтра, япăх мар тÿленĕ. Мускав - Шупашкар пуйăспа тĕп хулана чиперех çитнĕ, кунта сисчĕвлĕх чакнă-ши е кĕсьери чăштăр-чăштăр тăвакан самаях хулăн тĕрке мăнаçлантарнă-ши - ури автостанцие мар, «Такси» тесе çырнă машина еннелле утнă. Тимĕр ут малалла çил пек ыткăннă - Алькеш, Апаш, Çĕрпÿ хыçа юлнă та... Сĕнтĕрвăрри кукăрĕ еннелле çитеспе тăпах чарăннă. Виçĕ енчен виçĕ услап çĕçĕсемпе хăратнă. Пĕр самантра пĕтĕм пурнăçĕ куç умне тухса тăнă. Укçа тĕрки туххăмрах ют кĕсьене куçнă. Юрать-ха, Куславккана чĕрĕ-сывă çитсе ÿкнĕ.
Мĕншĕн илсе кăтартатăп-ха çак тĕслĕхе? Юлашки вăхăтра çынсем мĕн пулать те мĕн килет тесе пĕлнĕ-пĕлмен вырăнсене каяссинчен пăрăнма пуçларĕç, эппин, япăххи кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентет. Çакна ăнланса илни паха: тавçăруллă пулсан, ÿркенмесен тăван Чăваш Енрех ăнтарса пурăнма май килет. Патшалăх та çул уçса пырать: харпăр хăй ĕçне йĕркелеме пулăшать. Акă 2010 çулта районта 115 çынна предприниматель ĕç-хĕлне пуçарас тĕлĕшпе канашсем панă. Ку енĕпе федераци бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе 46 çын семинарта вĕреннĕ, 98-ăн предприниматель свидетельствине илнĕ, 2 гражданина компенсаци тÿлевĕпе тивĕçтернĕ.
Малтанхи çул-йĕре тытса пыраççĕ
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Любовь Степановна Осипова каланă тăрăх ĕçсĕррисен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе кăçал та малтанхи вăхăтри çул-йĕре тытса пыраççĕ. Кусем - общество ĕçĕсем тата вăхăтлăх ĕçсем йĕркелени, çĕнĕ професси илмешкĕн вĕренме яни, вакансисен ярмăрккисене йĕркелени... 2011 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче 194 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра сахал тупăшлă, тулли мар тата нумай ачаллă çемьесене уйрăмах йывăр. Патшалăх ĕçлев службинче çул çитмен çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе районти организацисемпе 4 килĕшÿ тунă, 99-ăн ку программăна хутшăннă. Вĕсем Куславкка хулинчи тата районти ялсенчи урамсене тирпей-илем кÿнĕ, уяв мероприятийĕсем ирттернĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пулăшнă.
Источник: "Хыпар"