25 ноября 2010 г.
Кăçалхи 10 уйăхра Шупашкар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центра патшалăх пулăшăвĕ илме - 3522-ĕн, çав шутра ĕçе вырнаçтармашкăн ыйтма 3227-ĕн пынă. Арçынсем ытларах - 51,8:. Учрежденире йышăннисенчен нумайăшĕ /82,2:/ ялтан /пĕлтĕрхи çав тапхăрта - 78,5:/. 16-29 çулсенчисем /47,4:/ çулталăк каяллахинчен 2,1: хушăннă. Предприяти-организацирен 45,6: хăйсен ирĕкĕпе заявлени çырса, 5: должноçран хăтарнăран кайнă. Районта ĕçсĕрлĕх ыйтăвне еплерех татса параççĕ-ха? Центр директорĕ Л.П.Пахомов хуравлать.
- Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн патра 737 ĕçсĕр çын, вăл шутра 321 арçын тата 416 /56,4 :/ хĕрарăм, шутра тăнă /пĕлтĕрхи çак кун тĕлне - 767/, - терĕ Леонид Пантелеймонович. - 263-шĕ /35,7:/ - 16-29 çулсенче, 77-шĕ /10,4:/ - тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекенсем, 397-шĕ /53,9:/ - ытти çулсенче.
- Мĕнле сăлтава пула ĕçсĕр юлнă?
- 438-шĕ /59,4:/ хăйсен ирĕкĕпе заявлени çырса кайнă, 111-шĕн /15,1:/ е предприяти-организацие хупнăран, е штата пĕчĕклетнĕрен тухса кайма тивнĕ. 35-шĕ /4,7:/ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкултан тата профтехучилищĕрен вĕренсе тухнă. 48 /6,5:/ инвалид, ирĕклĕх прависĕр хăварнисене хупса усракан çĕртен таврăннă пĕр çын. 9-шĕ салтак аттине хывнă. Учетра хĕрарăмсем, ĕç килĕшĕвне хăйсен ирĕкĕпе татнисем нумайраххине, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хисепĕ пĕчĕк маррине вулакан асăрхарĕ пулĕ. Ăçта та пулин вырнаçас тĕллевпе пĕр-пĕр ĕç вырăнĕ шыранă чухне йывăрлăха лекнисене /20,9:/, ĕçсĕррисен шутĕнче чылай вăхăт /6 уйăх ытла/ тăнисене /32,6:/ хÿтте илме тăрăшатпăр. Эпир шута илнĕ çынсен ĕçсĕрлĕхĕ 10 уйăхра вăтамран 4,8 уйăх тăсăлнă. Вĕсем районти ĕçлеме пултаракан вăй питти çынсен пĕчĕк пайĕ /1,9 :/ анчах. Çакă республикăн вăтам кăтартăвĕнчен кăштах лайăхрах.
- Коллективсем улшăнаççĕ. Производствăна çĕнĕ çынсем килеççĕ...
- Çапла. Предприяти-организацирен пире кăçал 3167 ĕç вырăнĕ пурри çинчен пĕлтернĕ. Чÿкĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти вакансисен банкĕнче 340 пушă вырăнпа паллашма май туса патăмăр. Ытларахăшне /85,6:/ рабочи специальноçне алла илнĕ çын кирлĕ. Вăтамран кашни 2,2 ĕçсĕр çын пуçне пĕр ваканси тивнĕ. Центр хÿттипе 2021-ĕн, çав шутра пирĕн патра учетра тăракансем 1071-ĕн, ĕçе вырнаçнă: хĕрарăмсем - 47,9:, 16-29 çулсенчисем - 44,4, ялта пурăнакансем - 83,8:, 22 инвалид, 96-шĕ - вĕренсе пĕтернисем.
- Обществăри ĕçе еплерех хутшăнчĕç?
- Унта явăçтарма 48 килĕшÿ турăмăр. Списокри хăш-пĕр тĕслĕхпе паллаштарас килет. Учреждени ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе вăхăтлăха 155 çынна хут çыракана тата тирпейлÿçе, Кÿкеçри ватă çынсемпе инвалидсен интернат çурчĕпе - рабочие, Ленин ячĕллĕ кооперативпа - тирпейлÿçе, «Ленкост» обществăпа - слесаре, «Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕпе - 4 слесаре, «Паха тĕрĕ» фабрикăпа - 4 çĕвĕçе, «Новатор» обществăпа - 2 слесаре, «Чăвашавтодор» обществăн районти филиалĕпе тата «РОСИ» обществăпа - пĕрер тирпейлÿçе, «Родничок» обществăпа - хут çыракана, «Ольдеевская» агрофирмăпа - хăяр суйлакан 4 рабочие, «Зодчий-Универсал» обществăпа - рабочие, «Центр упаковки» обществăпа хут касакан 2 рабочие илме - обществăри ĕçе пурĕ 215 çынна вырнаçтарма, вĕсене 379100 тенкĕлĕх пулăшу укçи тÿлеме предприяти-организаципе килĕшÿ турăмăр.
- Хăш-пĕрне пурнăçра хăйсен вырăнне тупма çăмăл мар. Вĕсене мĕн сĕнетĕр?
- 19-шĕн - çав шутра нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕн, ача çитĕнтерекен пĕччен ашшĕ-амăшĕн, пенсие тухма хатĕрленекенсен, инвалидсен, çартан таврăннисен, тĕрмерен тухнă пĕр çын - ыйтăвне татса пама май килчĕ. Вĕсене пулăшу укçи тÿлеме 67320 тенкĕлĕх килĕшÿ турăмăр. Пуçламăш тата вăтам пĕлÿ паракан профтехучилищĕре пĕлÿ илнĕ тата пуçласа ĕç шыракан 18-20 çулсенчи çамрăксене «Стройремсервис», «Промтехстройсервис», «Ленкост» тата «РОСИ» обществăсене, Кÿкеç райпоне, О.А.Кудрявцев предприятине, Шупашкарти электрохатĕрсен заводне, «Приволжское» хуçалăха ĕçе вырнаçтарасси пирки 8 килĕшÿ çирĕплетрĕмĕр. Вĕсене пулăшу укçипе тивĕçтерме 28560 тенкĕ уйăрнă.
- Çĕнĕ специальноçа алла илеççĕ-и?
- Центр специалисчĕсем 3356-шне, çав шутра ĕçсĕр çÿрекен 1860 çынна, профориентаци пулăшăвĕ панă. Кунта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем /16,3:/, ĕçлеттерсе тÿрĕ çул çине тăратакан колонирен тухма хатĕрленекенсем 78-ăн. Професси пĕлĕвĕ илме пурĕ 171 çынна, çав шутра 16-29 çулсенчисене /68:/ янă. Район çыннисене тĕрев парас, чăрмав урлă каçма вĕрентес тĕллевпе «Ĕç шыракансен клубĕ», «Çĕнĕ старт», «Ĕçе вырнаçма пулăшакан меслетсем» программăсене пурнăçа кĕртетпĕр. Обществăра тивĕçлĕ вырăн шырамалли çул-йĕр кăтартакан уроксене 50-ăн хутшăнчĕç. Мускав облаçĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшма 61-ĕн, çав шутра 16-29 çулсенчи 16 çамрăк, кайрĕç.
- Шкул ачисене каникулта пушă вăхăта усăллă ирттерме мĕн сĕнетĕр?
- Çул çитменнисене вăхăтлăха производствăна явăçтарасси пирки 38 килĕшÿ турăмăр. Центр янипе - 808 ача, вăл шутра тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчен - 104, тупăш сахал илекен çемьесенчи - 345, йĕркеллех мар çемьесенчи 6 ачана, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă, милицире, çул çитменнисен ĕçĕсен комиссийĕнче шутра тăракан тата тăлăх ачасене ĕçе илнĕ.
Нарăс-пуш уйăхĕсенче Çĕньял, Ишлей, Тутаркасси, Салапайкасси шкулĕн 67 ачи вĕренÿрен пушă вăхăтра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене социаллă пулăшу кÿнĕ. Чăрăшкасси шкулĕн 31 вĕренекенĕ кивĕ хут пухнă. Ака уйăхĕнче Тутаркассипе Чăрăшкассинчи шкулсен - 55, Çĕньял шкулĕн 11 ачи тавралăха тирпей-илем кĕртме, Тренккасси шкулĕнче пĕлÿ илекен 25 ача вăрçă ветеранĕсене пăхма хутшăннă. Çĕртме уйăхĕнче Ишлей, Чăрăшкасси, Ишек ял тăрăхĕсенчи 64 ача Ишлей райповне эмел курăкĕ пухса панă. «Атăл» хуçалăхпа Вăрман Çĕктер шкулĕ çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçласа - 30, Куйбышев ячĕллĕ колхозра - 12, Ленин ячĕллĕ кооперативра - 10, «Приволжское» хуçалăхра - 21, Ишлейри кирпĕч заводĕнче - 11, Ишлей шкулĕнче 22 ача вăй хунă. Авăн-юпа уйăхĕсенче 14 шкулта экологи ушкăнĕ йĕркеленĕ, çÿп-çап пуçтарма 334 ачана явăçтарнă. Çул çитменнисене пулăшу укçи пама 688800 тенкĕ тăкакларăмăр.
- Ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе хушма пулăшу парасси те тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пулса пынă. Унпа паллаштараймăр-и?
- Учреждени республикăн ĕç рынокĕнчи çăмăлах мар лару-тăруран тухмалли 2010 çулхи тĕллевлĕ программине пурнăçласа çывăх вăхăтра вырăнтан кăларма пултаракан, тулли мар ĕç кунĕпе тата тулли мар ĕç эрнипе вăй хуракансем валли вăхăтлăх 576 ĕç вырăнĕ тума 12 предприятипе, вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернисене производствăна хăнăхтармашкăн 40 вăхăтлăх вырăн йĕркелеме 13 организаципе килĕшÿ турĕ. Предприятисемпе çирĕплетнĕ килĕшÿсемпе вăхăтлăх ĕçе - 665, ĕçе хăнăхтарма 51 çынна вырнаçтартăмăр.
- Пĕррехинче эсир мана Шĕнерпуç каччипе паллаштартăр. Вăл центра чăх-чĕп çитĕнтерме бизнес-проект хатĕрлесе пынă. Ăна кăтартрĕ. Кăçал предприниматель çулĕ çине тăнисем миçен?
- Обществăра хăйĕн вырăнне шыракан çыннăн укçа çителĕксĕр пулсан та, банкра счет уçма пĕр шанăç пулмасан та харпăр хăйĕн предприятине йĕркелеме май пур.
Пĕр-пĕр производство йĕркелеме федераци бюджетĕнчен ĕçсĕр çÿренĕ 113 çын 58800-шер, çав шутра 2-шĕ тепĕр ĕç вырăнĕ тума 58800-шер, мĕн пурĕ 6762000 тенкĕ субсиди илнĕ. Çакă 2009 çулхипе танлаштарсан нумайрах. Килес çул 245 çынна ĕç пуçласа ямашкăн тĕрев пама шухăшлатпăр. Бизнес çулĕ çине тăнисем центр ячĕпе янă çырусемпе паллашма сĕнетĕп.
Александр Ильин: «Дорис» обществăн 1-мĕш механизаци управленийĕн сварщикĕнче тăрăшрăм. Тĕп хулана куллен çÿресе ывăнтарчĕ - пăрахрăм. Çăкăршăн тĕрлĕ çĕрте пилĕк аврăм. Республика тулашĕнче те тар юхтартăм. Шемшер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Харитонов ĕç пуçласа ярас текенсене центр тĕрев пани çинчен каласа кăтартрĕ. Мăшăрăмпа Верăпа тата ачамсемпе Еленăпа, Станиславпа «çемье канашĕнче» шухăшларăмăр та чăх-чĕп ĕрчетме йышăнтăмăр. Предприяти йĕркелес ыйтупа «биржăна» çитрĕм. Унта ман шухăша ăнланса йышăнчĕç, килти хуçалăхра чĕх-чĕп мĕнлерех çитĕнтерессине уçса паракан бизнес-план тăратма ыйтрĕç. Кайран патшалăхран 58800 тенкĕлĕх субсиди илтĕм. Чăх витисем тума, вĕсене хăтлăлатма материал, сетка, хăма, чăх апачĕ илтĕмĕр. Икĕ витене ăшăтрăмăр, урай сартăмăр, йăвасем, кашта вырнаçтартăмăр. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче çăвăр чăхсем туянтăм. Унтанпа вăхăт иртнине те сисмерĕм - çăмарта тума тытăнчĕç. Ăна сутса тăвакан укçана бизнеса аталантарма яратăп.
Ырă тунăшăн центр директорне Леонид Пахомова тата патшалăха тав тăватăп».
Татьяна Григорьева: «Организаци укçа-тенкĕ кризисĕнче «уксахлама» тытăнсан хамăн ирĕкпе кайрăм. Кÿкеçри «биржăра» ĕçсĕррисен йышне кĕртрĕç. Пĕчĕк бизнеса çул паракан патшалăх программи пуррине, Раççей Правительствин сайтĕнче ĕç пуçласа яракансене патшалăх субсиди панине пĕлтĕм. Пыл хурчĕ ĕрчетме тĕллев тытрăм. Центрта утара мĕнлерех пăхмалли çинчен бизнес-планра çырса кăтартма ыйтрĕç. Хатĕрлерĕм. Ăна ырласа йышăнчĕç. 58800 тенкĕлĕх субсиди илтĕм. Шел те, мана вĕлле хурчĕ сутма шантарнă çын хăйĕн сăмахне тытмарĕ. Çавăнпа кăштах пĕр вырăнта тапăртатса тăтăм, пирвай шутланинчен ытларах тăкаклантăм. Вĕлле хурчĕсене шăрăх кунсем канăç памарĕç. Пушартан сарăлнă тĕтĕм пыл пуçтарма чăрмантарчĕ. Продукци нумаях илеймерĕм. Çапах та малалла талпăнас шухăш-кăмăл хуçăлмарĕ».
Максим Паймуков: «Эпĕ «Ярмăркка» пасарта 3 çул тĕрĕслевçĕре тăрăшрăм. 17 сехет хыççăн та киле ямастчĕç, каçа хăваратчĕç. Шалу уйăхра - 4500 тенкĕ кăна. Хам ирĕкпе тухса кайма заявлени çыртăм. Юлташ центр урлă 58,8 пин тенкĕлĕх субсиди илни çинчен пĕлтерчĕ. Шухăшларăм та Шупашкарта автомашина кустăрми улăштаракан предприяти уçма палăртрăм. Çакна центрта пĕлтертĕм. Специалистсем предприяти йĕркелеме хавхалантарчĕç. Часах бизнес-план хатĕрлесе патăм. Пĕрремĕш утăмсем тума 58800 тенкĕ пачĕç. Унăн пĕр пайĕпе хула варринче гараж арендăна илтĕм. Унта электричество кĕртрĕм, ĕç хатĕрĕ туянтăм, алăк çине реклама пĕлтерĕвĕ çакрăм. Виçĕ уйăхран клиентсем йышланчĕç, укçа килме пуçларĕ».
Сергей Аметин: «Укçа-тенкĕ кризисĕ строительствăна йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕрен производство калăпăшĕ аванах чакрĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче предприятипе тунă килĕшĕве хам ирĕкпе татрăм. Центр ÿркенмен çынсене ĕç пуçласа яма субсиди панине илтрĕм. Кăмпа çитĕнтерме сĕнчĕç. Малтан интернетра мĕн пур информаципе паллашрăм. «Биржăра»: «Кăмпапа аппаланса пăхасшăн», - терĕм. Бизнес-план тутарчĕç. 58,8 пин тенкĕлĕх субсиди илтĕм. Кăмпа ÿстермелли вырăн турăм, вентиляци вырнаçтартăм, ĕç хатĕрĕ, оборудовани туянтăм. Утă уйăхĕнче «конвейер» кайрĕ. Мĕн шухăшлани кĕнекере çырнă пек çăмăллăн пулмарĕ. Ÿстермелли технологие тÿрех алла илеймерĕм. Предприятире тепĕр ĕç вырăнĕ тума 58800 тенкĕ пачĕç. Центрта шутра тăнă çынна илтĕм. Часах продукци туса илме тытăнтăмăр. Центр специалисчĕсене тата патшалăха бизнес пуçарса яма пулăшнăшăн тав тăватăп».
- Укçа-тенкĕ кризисне çĕнтерме 2011 çулхи тĕллевлĕ программăна мĕнле улшăнусем кĕртĕç-ши?
- Обществăри тата вăхăтлăх ĕçпе халăх йышлă çĕрте пурăнакан нумай профильлĕ пунктсем, хула тăвакан, пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, çывăх вăхăтрах ĕçрен кăларса яма пултаракан предприятисенче вăй хуракансене кăна тивĕçтерĕç. Ыйтăва çапла татса парса инвестици, реструктуризаци, модернизаци проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ чухне социаллă лару-тăрăва çăмăллатма пулĕ. Производствăна модернизацилекен, реструктуризацилекен, çынсене пĕр ĕçрен хăтарса урăх çĕре вырнаçтарма тĕллев тытнă, пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, ял е хула тăрăхне пысăк налук куçарса тăракан предприятисен ĕçченĕсем ĕçсĕр юличчен тепĕр специальноç алла илме пултарĕç.
Ĕç пуçласа ярас текене, бизнесра вăй хуракансен йышне ÿстерме патшалăх килес çул та кăçалхи пекех 58,8-шер пин тенкĕ уйăрĕ. Инвалидсем валли меллĕ ĕç вырăнĕ туса пама, вĕсене ĕç хатĕрĕпе тивĕçтерме ĕç паракансене федераци бюджетĕнчен кăçал 30-шар пин тенкĕ куçарма палăртнăччĕ. Çитес çул вара 50-шар пин тенкĕ парĕç. Кашни ĕç вырăнĕшĕн 50 пин тенкĕ илĕç. Йывăр тата сывлăхшăн сиенлĕ производствăра тăрăшакан хĕрарăмсене 2011 çултан пуçласа иккĕмĕш е виççĕмĕш професси пама тытăнăпăр. 3 çулччен ачапа ларакан амăшĕсене квалификацие ÿстерме пулăшас тĕллевпе ятарлă курссенче çĕнĕ професси пама палăртатпăр. Тин çеç вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕлÿ илсе тухнă, анчах обществăра хăйсен вырăнне тупайман çамрăксене иртнĕ çулхи пекех хÿтлĕхе илĕпĕр. Производствăна хăнăхтаракансем ертсе пынипе специальноç вăрттăнлăхĕпе паллашма пултарĕç.
Урăх регионра хăйсене тĕрĕслесе пăхас текенсене çул çÿренĕшĕн, хваттерте пурăннăшăн тÿлекен укçана, ытти тăкака патшалăх шутĕнчен саплаштарăпăр.
Источник: "Хыпар"