18 августа 2010 г.
Атăл хĕрринче вырнаçнă тăпăл-тăпăл çак çуртра кирек кама та ăшшăн кĕтсе илеççĕ, тивĕçлĕ пулăшу параççĕ. Куславккари халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр /малалла - центр/ ăна йĕркеленĕ кунсенченех, 90-мĕш çулсен варринченех, ырă ята тивĕçнĕ. Любовь Степановна Осипова директор, Елена Викторовна Бессалова тĕп бухгалтер, ертсе пыракан инспекторсем Маргарита Сергеевна Манюкова, Наталия Васильевна Сидорова, Резида Харисовна Солдатова, Любовь Александровна Шиликова куллен вун-вун çынна йышăнаççĕ: паян йывăр лару-тăрăва лекнисене конкретлă ĕç сĕнеççĕ, шăпа кÿрентернисене вырăнлă канашпа йăпатаççĕ. Любовь Степановна каланă тăрăх ĕç тупсан пĕрле савăнни те сахал мар пулнă.
7 уйăх кăтартăвĕсем
Хулапа районта иртнĕ 7 уйăхра центра ĕç шыраса 796 çын пынă. Çак тапхăрта предприяти-организацисем 1147 вырăн сĕннĕ. 592 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Раççей Федерацийĕн ытти регионне ниçта та ĕçлемен 10 çынна янă.
Центрта вакансисен ярмăрккисене ирттересси йăлана кĕнĕ. Вĕсене йĕркеленĕ хыççăн 17 çынна ĕçе вырнаçтарнă, çав шутра 6-шне - яланлăх ĕçе.
Пенсие тухас умĕнхи ÿсĕмри çынсене, инвалидсене, пĕччен пурăнакансене, нумай ачаллă çынсене паянхи пурнăçра хÿтлĕх тем пекех кирлĕ. Çак ушкăнри 12 çынна вăхăтлăх ĕç тупса панă. Центрта шутра тăракансем çавăн пекех Куславкка хулинчи тата ялсенчи урамсене тирпей-илем кĕртме хутшăннă, çуртсене сăрланă тата ыт.те.
66 çын предприниматель свидетельствине илнĕ, çав йышра 65 гражданина ЧР халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн хушма пулăшу памалли тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн укçа-тенкĕпе пулăшнă.
Кăрлач-утă уйăхĕсенче 47 çынна çĕнĕ профессие вĕрентме янă. 60 гражданин вĕренĕве вĕçленĕ, вĕсенчен 37 çын центр пулăшнипе ĕç тупма пултарнă.
Килтен тухмасăрах
Ĕçлев рынокĕнчи йывăр лару-тăрăва çăмăллатас тĕллевпе центр районти предприятисемпе 4983593,6 тенкĕлĕх 304 ĕç вырăнĕ йĕркелесси çинчен 11 килĕшÿ тунă.
Хальхи вăхăтра харпăр хăй ĕçне йĕркелес текен йышлă, çавна май ку тĕллевпе 170 çын пулăшу ыйтнă. 67 çынна малтанхи утăмсем тума 3939600 тенкĕ панă, 66-ăн хресчен /фермер/ хуçалăхне патшалăх регистрацилени çинчен свидетельство илнĕ, çавăн пекех предпринимательсем пулса тăнă. Вĕсем пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, ĕне, сысна, сурăх, кролик, чăх-чĕп, вĕлле хурчĕ ĕрчетеççĕ, столяр, платник ĕçĕсене пурнăçлаççĕ...
Акă Марина Манюковăн тĕслĕхĕ питех те курăмлă. Вăл чун-чĕри килĕштерекен ĕçе йĕркелеме май тупнă. Паллах, центр пулăшнипе. Хăй вăхăтĕнче Куйбышеври çăмăл промышленноç техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Нотариус патĕнче секретарьте, çĕвĕçре ĕçленĕ, Куславкка хула тăрăхĕн администрацийĕн специалист-эксперчĕ пулнă. Финанс кризисĕ Куславккана çитсен ĕç укçине чакарнă, Марина хăйĕн ĕçне йĕркелеме шухăш тытнă. Ăна халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта шута илнĕ, вăл кĕпе-тумтир юсакан тата çĕлекен ателье йĕркелес тĕллевпе бизнес-план хатĕрленĕ. Ăна пурнăçламашкăн ака уйăхĕнче патшалăх пулăшăвне - 58800 тенкĕ - илнĕ. Харпăрлăхра унăн икĕ хваттер, пĕринче ателье валли çĕвĕ оборудованийĕ вырнаçтарнă. Çапла вара патшалăх пулăшăвĕ шăпах меллĕ пулнă.
М.Манюковăн саккас питех те нумай. Çынсене вăл паха çĕлени, пĕрмаях кăмăллăн йышăнни килĕшет. Яланхи клиентсем ун патĕнче çеç ку чухнехи кĕпе-юбка, кофта çĕлеттереççĕ. Модăпа килĕшÿллĕн тумланма юратакансен Шупашкарти, Хусанти бутиксене çÿрес нуши пĕтнĕ.
Тепĕр самант. Хĕрĕм Юля, 7-мĕш класа кайма хатĕрленекенскер, пĕррехинче çапла каланăччĕ: «Предпринимательсен чи малтанах хулара е ялта çынсене питĕ кирлĕ ĕçе пуçăнмалла. Вара халăх тавĕ те, укçа-тенкĕ те пулатех». Радиотехника енĕпе диплом илнĕ Андрей Ельцов та çавăн евĕрлĕрех шухăшланă-тăр. Малтанхи вăхăтра ыттисем пекех Мускав çулне такăрлатнă. Халăхра эпир çук çĕрте çеç лайăх теççĕ мар-и-ха? Тăван Куславкках туртнă ăна. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çул уçса панипе йăлари техникăна юсакан мастерской уçнă. Халĕ хамăр тата ют çĕр-шывсенче туса кăларнă, кĕпе çумалли машинăсене, микрохумлă кăмакасене, видео- тата аудиоаппаратурăна, радиотелефонсене юсать. Малашлăх тĕллевсем те паллă - йăлари техникăна /пылесоссене, электродрельсене, кухня комбайнĕсене, электроутюгсене, электрочейниксене.../ юсакан ăстана ĕçе илмелле.
А.Ельцов патĕнчен кулленех çын татăлмасть, тав сăмахне илтсе пĕтереймест предприниматель.
Ачасене - кĕсьере тыткаламалăх укçа
Тепĕр чухне яш-кĕрĕме кăлăхах вăрçатпăр: наянрах, нимĕн те тăвасшăн мар. Хальхи вăхăтра çул çитмен çамрăксем каникул кунĕсенче ĕçлесе илме ăнтăлаççĕ. Çакна патшалăх ырлать - вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕç тĕлне пĕлекен ача-пăчана япăх шухăш çыпăçмасть. Кĕсьере тыткаламалăх укçа пурри хăйсене çитĕннĕ çынсем пек туйма май парать, аслисен тăрăшулăхне хисеплеме вĕрентет. Куславккари ĕçпе тивĕçтерекен центр «14-18 çулсенчи çул çитмен граждансене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарассине йĕркелесси» программăна ăнăçлă пурнăçласа пырать. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, вăрçăра пуç хунă салтаксен тăлăх арăмĕсене, аслă ÿсĕмри граждансене çамрăксем вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ.
Источник: "Хыпар"