15 декабря 2017 г.
«Единая Россия» партин «Вырăнти культура çурчĕ» проекчĕ тата Чăваш Ен Ертÿçин 2015 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче кăларнă 168-мĕш указĕ еплерех пурнăçланнине тишкересси республикăри халăха кăсăклантарать. Асăннă проектпа тата указпа килĕшÿллĕн, Чăваш Енри нумай ялта вĕр-çĕнĕ культура çурчĕсем уçăлчĕç. Ялсенче халăх юлтăр тесен тивĕçлĕ инфратытăм йĕркелемелле - çакă никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ку шухăша тĕпе хурсах ĕçлеççĕ те ĕнтĕ Тăвай районĕнче тата республикăра.
Кăçал çеç, сăмахран, районта мĕн кăна тумарĕç: çулсене юсаса çĕнетрĕç, ялсенче ФАПсем уçрĕç, культура çурчĕсене йĕркене кĕртрĕç.
Иртнĕ эрнере асăннă проекта тата указсене еплерех пурнăçланине тишкерме Тăвай районне те пресс-тур çитрĕ. Унта ЧР Культура министерствин представителĕсем Людмила Абдулкина ?пресс-секретарь/, Татьяна Дмитриева ?профессиллĕ ÿнер, вĕрентÿ тата халăх пултарулăхĕн пайĕнчи халăх пултарулăхĕн секторĕн ертÿçи/ тата Светлана Печникова ?методист/, Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн, «Хыпар» издательство çурчĕн журналисчĕсем те килнĕ. Вĕсене район администрацийĕнчи социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Оксана Кириллова Тăвай енри 3 культура çурчĕн лару-тăрăвĕпе вырăнсене тухсах паллаштарчĕ.
Хăнасем чи малтан Тăрмăшри юсаса çĕнетнĕ клуба çул тытрĕç. Унта чÿречесемпе алăксене, ăшă пăрăхĕсене тата культура çурчĕ çумĕнчи спорт залне йĕркене кĕртнĕ. Ку тĕлĕшпе 1 миллион та 181,8 пин тенкĕ укçа тăкакланă. Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева палăртнă тăрăх, ялта кунпа çеç çырлахасшăн мар. Çитес çулсенче клубăн иккĕмĕш хутне тата та ăшăрах тăвасшăн ?хăш-пĕр пÿлĕмре пăрăхсем çук/, урайсене улăштарасшăн. Культура çурчĕн заведующийĕ, «Тăрмăш» халăх ансамблĕн ертÿçи, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Матросова вара юсав хыççăн клуб ăшăрах та, çутăрах та, хăтлăрах та пулнине пĕлтерчĕ. «Çакă пире ĕçе тата та пахарах йĕркелеме хистет», палăртрĕ вăл.
Сăмах май, Тăрмăшри культура çурчĕ тăрăшса ĕçлени хăнасене кĕтнĕ чух палăрчĕ. «Тăрмăш» тата «Тăвай ен» ансамбльсем хăйсен пултарулăхĕпе пурин чунне те тыткăнлама пултарчĕç.
Тăрмăш хыççăн вара район хăнисем Мучара çул тытрĕç. Унти юсав ĕçĕсене иртнĕ çулсенчех вĕçленĕ, кăçал вара техника базине 429,4 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Микрофонсем, компьютер тата ĕçре кирлĕ ытти япала туяннă. Православи тĕнĕн виçĕ юхăмне пĕрлештерсе тăракан ялта пурăнакансем хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Вырăнти «Сударушка» ансамбль юрăçисем çепĕç сассисемпе тата вырăссен авалхи юррисемпе уява илем кÿчĕç. Шăпах çапла майпа çĕнĕ техника хатĕрĕсем еплерех ĕçленине те курма май пулчĕ. Хăнасене ял историйĕ те, чăвашсем хушшине вырăссем епле килсе лекни те – йăлтах кăсăклантарчĕ.
Мучар ял халăхĕ палăртнă тăрăх, клуб çулран çул лайăхланса пыни питĕ аван, мĕншĕн тесен çакă культура çуртне çынсене илĕртет, çамрăксем валли кану вырăнĕ пурри те паха.
Виççĕмĕш пункт – Чутей ялĕ. Унта пурăнакансен кăçал чăнах та пысăк савăнăç - ялта вĕр-çĕнĕ клуб уçăлать! Ăна самай кĕске вăхăтра хăпартса, хальхи технологисене пăхăнса тунă. «Культура çурчĕ чăнах та кермен пек илемлĕ пулса тухрĕ. Ун валли техника хатĕрĕсем, тумтир, пукан-тенкел туяннă. Ку клуб ял çыннисен культура пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртесси те иккĕлентермест. Ялта пултарулăх ушкăнĕсем, кружоксем тата та хăватлăрах ĕçлесе кайĕç. Артистсем вара концертсемпе, спектакльсемпе килсе савăнтарĕç»,- пĕлтерчĕ Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов.
Çакна та палăртмалла, Чутей клубне курсан темиçе миллион тенкĕ укçа харама кайманни палăрать. Ял халăхне савăнтарма пултаракан культура вучахĕ нихăçан та сÿнмесси иккĕлентермест.
Источник: "Ял ĕçченĕ"