01 марта 2017 г.
Çăварни çуни çапла пулать-и те;
Пĕр ут кÿлмесĕрех юхса пырать-и;
Çăварни тени çапла пулать-и те;
Пĕр юрламасăрах иртсе каять-и;
Çак сăмахсемпе пуçларĕç Тăрмăшри шкулчченхи вĕренÿ учрежденине вăтам тата аслă ушкăнсене çÿрекен ачасем Çăварни уявне. Арçын ачасемпе хĕр ачасем (хитре пысăк пурçăн тутăрсем çыхса) Çăварни уявлама кинемей (Л.Н.Михайлова) патне пуçтарăнчĕç. Вĕсем патне, хăйне нумай кĕттермерĕ, “Çăварни” те (Н.Н.Николаева) икерчĕсемпе килсе çитрĕ.
Ачасем кил хуçипе, Çăварнипе пĕрле çăварни çинчен юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, ташăсем ташларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене кал-кал тупса хавхаланчĕç.
Кил хуçи (Л.Н.Михайлова) ачасене Çăварнипе çыхăннă сăнавсемпе паллаштарчĕ. Ачасем те çанталăка сăнанă нумай пулăмсем пĕлеççĕ иккен.
“Çăварни эрнинче уяр пулсан, утă вăхăтĕнче уяр пулать.
Çăварни эрнинче юнкун юр çусан мăйăр нумай пулать” , - пулчĕç ачасен хуравĕсем.
Юрăсене юрлама, ташăсене ташлама ачасене музыка ертÿçи Е.Н.Капитонова хавхалантарса пычĕ. Садик ачисем уйрăмах “Икерчĕ” вăййа питех те тулли кăмăлпа вылярĕç. Вăйă хыççăн “Çăварни” (Н.Н.Николаева) ачасене тата ача садĕнче ĕçлекенсене хăй хатĕрлесе килнĕ икерчĕсемпе сăйларĕ. Ачасем “Çăварнине” тав турĕç. Çăварни эрнинче эрнипех икерчĕ çиес кăмăллă пулнине систерчĕç. Кам пылпа, кам варенипе, кам услам çупа çиес килнине пĕлтерчĕç. Паллах, пĕр çăварни уявĕ те икерчĕсĕр иртме пултарайманнине туйрĕç шăпăрлансем.
Ачасемпе садик ĕçченĕсем кил хуçипе Çăварнине уяв туса панăшăн тав турĕç.
Л.МИХАЙЛОВА,
Н.НИКОЛАЕВА,
Тăрмăшри ача сачĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"