17 февраля 2017 г.
Февралĕн 15-мĕшĕ Раççей историйĕшĕн паллă кун - интернационалист-çар çыннисене асăнмалли кун пулса тăрать. Çак кун 1989 çулта совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă.
Пирĕн çарсене Афганистанран илсе тухасси Женевăра 1988 çулхи апрельте тунă килĕшĕве тĕпе хурса 1988 çулхи майăн 15-мĕшĕнче пуçланнă. СССР хăйĕн контигентне тăхăр уйăх хушшинче, тепĕр çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен илсе тухма шантарнă. Официаллă пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи виçĕ уйăхра Афганистанран 50183 çар çыннине илсе тухнă. Ытти 50100 çын тăван çĕршыва 1988 çулхи августăн 15-мĕшĕнчен тытăнса 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен таврăннă. Официаллă версипе Борис Громов генерал-лейтенант Туслăх кĕперĕ тăрăх икĕ çĕршыв хушшинчи чикĕ урлă каçнă юлашки совет çар çынни шутланать.
Тăвай район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче февралĕн 14-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 28 çул çитнине халалланă мероприяти иртнĕ. Унта Афганистанпа Чечня вăрçисене хутшăннă ветерансем пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке çар çынни-интернационалистсене çĕршыв историйĕнчи çак паллă кунпа саламланă, Афганистанпа Чечняри çапăçусенче хăйсен пурнăçне шеллемесĕр кĕрешнĕшĕн, хăйсене упраса хăварнăшăн тата ĕçленĕшĕн, хăйсен ачисемпе мăнукĕсене, ытти çамрăксене патриотла воспитани пама тимленĕшĕн тав тунă, вăрăм ĕмĕр, ăнăçусем, ырлăх-сывлăхпа телей суннă.
Пирĕн Чăваш Енрен Афганистанри çапăçусене 5692 çар çынни хутшăннă, 115-шĕ унтах пуçĕсене хунă. 4-шĕ хыпарсăр çухалнă. Вĕсен паттăрлăхне халăх ĕмĕр асра тытĕ, тенĕ Канаш районĕнчи Афганистан ветеранĕсен Совечĕн пуçламăш организацийĕн председателĕ Герман Николаев.
Чаплă лару-тăрура çар ветеранĕсене орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. Владимир Стифонов "Афган вăрçин ветеранĕ" ордена, Анатолий Захаров "40-мĕш арми ветеранĕ" медале, Виталий Александров "Совет çарĕсен Афганистанри контингенчĕн ветеранĕ" медале тивĕçнĕ тата ытти те. Хальхи вăхăтра ветерансем çамрăксене хăйсен тĕслĕхĕпе патриотла воспитани пама хастар хутшăнаççĕ.
Хамăр инф.
Сăн ỹкерчĕкре: тĕлпулу саманчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"