Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисенчен пултарулли

10 января 2017 г.

Пултаруллисенчен пултарулли

Тăвайĕнчи культура çуртĕнче "ХХI ĕмĕрти хĕрарăм" ятлă конкурс пулса иртрĕ. Районти хастар та пултаруллă хĕрарăмсем хутшăнчĕç унта. Тĕрлĕ енлĕ тишкернĕ хыççăн, жюри членĕсем конкурсăн тĕп çĕнтерỹçине палăртрĕç. Вăл Тăрмăшра çуралса ỹснĕ, çак ялтах çемьеленнĕ Татьяна Васильевна Ялугина пулчĕ.

Тав хучĕпе пĕрле ытам тулли кĕл чечек тата хитре кубок парса чысларĕç ăна. Çав тери савăнтăмăр эпир Татьяна Васильевнан çитĕнĕвĕшĕн. Ялта та, районта та авторитетлă вăл, ахальтен мар ăна тăрмăшсем виçĕ хутчен ял депутачĕ пулма суйланă.

Татьяна Ялугина ырă кăмăлĕпе, яланах пулăшма хатĕррипе палăрса тăрать. Канашри медицина училищине ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 36 çул сиплев ĕçĕнче вăй хурать. Тăвай больницинчи хирурги уйрăмĕн сестрин ĕçне чунтан юратса пурнăçлать, ăшă кăмăлĕпе те, ырă сăмахĕпе те чирлисене ура çине тăма пулăшать. Пушă вăхăт тупăнсанах çекĕлпе çыхма тата тĕрлеме юратать. Пукансемпе саксем çинче илемлĕ тĕссемпе çыхнă пĕчĕк кавирсем куçа илĕртеççĕ.

Т.Ялугина - ялти депутатсен совечĕн ертỹçи, чылай çул ĕнтĕ хĕрарăмсен советне ăнăçлă ертсе пырать. Унсăр пуçне "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕн хастар членĕ, савнă арăм, юратнă анне те. Мăшăрĕпе Валерий Владимировичпа виçĕ ывăл ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă ывăлĕ Ваня Шупашкарти ялхуçалăх академине вĕренсе пĕтерсе инженер-механик профессине алла илнĕ, халĕ Мускав хулинче ĕçлет. Çемьеленнĕ, вĕсен ывăлĕ Рома садике çỹрет, юратнă хĕр пĕрчи Эмилия амăшĕпе пĕрле. Андрей та йăва çавăрнă, Шупашкарта пурăнаççĕ, Маргарита хĕрĕ садике çỹрет. Кĕçĕнни Алик ялта ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Савăнаççĕ аслашшĕпе асламăшĕ мăнукĕсемшĕн.

Суйлавçăсем умĕнче депутат тивĕçне мĕнле пурнăçлани çинчен тăтăшах отчет тăвать. Тирпей-илем кĕртессипе нумай тимлет вăл. Ялти масара, "Качака" пахчине тасатмалла (халĕ эпир ăна "Туслăх" пахчи тетпĕр), хырлăхра тирпейлемелле, Хура çăл таврашне йĕркене кĕртмелле, стадионта ĕçлемелле - яланах малтисен ретĕнче пуçаруллă хĕрарăм. Паллах, эпир те яланах унпа пĕрле. "Пирĕн тухтăр", - тетпĕр ун пирки хамăр хушăра. Ыратсан е инкек-синкек сиксе тухсан унпа канашлатпăр. Кирлĕ чухне васкавлă пулăшу машинине те хăй чĕнсе илет. Çакăн пек юлташпа хăвна çирĕп туятăн.

"Ял ĕçченĕ" хаçатпа та çыхăну тытма вăхăт тупать вăл. "Тăрăшсан пур çĕре те ĕлкĕрме пулать",- тет. Эпир районти конкурс çĕнтерỹçине чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те çавăн пекех пултаруллă та маттур пулма çирĕп сывлăх, анлă Атăл пек вăрăм кун-çул, сарă хĕвел пек ăшă кăмăл сунатпăр. Çак тупăшăва В.А.Николаевапа Е.Н.Матросова та хутшăннă. Елена Николаевна "Çемье тата эпĕ", Венера Алексеевна вара "Ал ĕç ăсти" номинацисенче палăрнăшăн дипломсене тивĕçнĕ. Чăнахах та маттур иккен Тăрмăш ялĕн хĕрарăмĕсем. Пĕрле килĕштерсе пурăннине, юрласа савăннине, мĕн çиттĕр çакă çутă тĕнчере? Çапла пурăнасчĕ!

Е.МАТРОСОВА.

Тăрмăш ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика