Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче республикăра пурăнакан халăхсен съезчĕ иртет

19 августа 2016 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче алă пуснă хушăвĕпе килĕшỹллĕн çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти Шупашкар хулинче иртет. Унта Чăваш Енре пурăнакан халăхсен малашнехи аталанăвĕшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене сỹтсе явĕç: этнокультура аталанăвне вăйлатас, çынсене республикăн экономика тата социаллă пурнăçне хутшăнма майсем туса парас мерăсене палăртĕç. Съезд нацисем тата конфессисем хушшинчи тăнăçлăхпа килĕшĕве аталантарса çирĕплетме пулăшĕ. Республикăри халăхсен пухăвĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл _ Чăваш Республикинче Халăхсен ассамблейине йĕркелесси. Съезд ĕçне кашни муниципаллă районтан делегаци хутшăнĕ.

Тăвай районĕнчи культура ĕçченĕсем хыпарпа паллашнă май хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.

Арина Алексеева, районти пĕрлештернĕ клубсен системин директорĕ:

Раççейре пурăнакан кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕн халăхшăн вăл - чăваш чĕлхи. Мĕн пĕчĕкрен чĕрене кĕрсе юлнă тĕлĕнмелле хитре кĕвĕллĕ чăваш юррисем, авалтан упранса юлнă пуян та илĕртỹллĕ йăла-йĕрке, асамлă тĕрĕсем, ташă "чĕлхисем" паян кун та тыткăна илеççĕ, вĕсене пĕр вĕçĕмсĕр курса, итлесе киленес килет. Атăл çинчи хĕвеллĕ те ăш пиллĕ Чăваш Ен ытамĕнче тĕрлĕ халăх тăван кĕтес тупнă. Республика шайĕнче иртекен мероприятисенче кунта пурăнакан ытти халăхсен культурипе тăтăшах паллашма тỹр килет. Кашни халăхăн хăйне евĕр сăн-сăпатне Шупашкарта çулсерен иртекен наци культурисен фестивалĕ те питĕ аван кăтартса парать.

Пирĕн районта 10 ытла халăх пурăнать. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче эпир вĕсене Тăвайри культура çуртĕнче пухса пысăк мероприяти ирттертĕмĕр. Мари, тутар, узбек, удмурт, тува, азербайджан, вырăс, коми, еврей, поляк, украина халăхĕсен представителĕсем хăйсен юрри-кĕввипе паллаштарчĕç. Республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр çемье пулса тăнă, наци культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине, тĕн ĕненĕвне упраса пурăнаççĕ. Асăннă съезд вĕсене малашне те хăйсен наци культурине аталантарас ĕçре пысăк пулăшу кỹрĕ.

Елена Матросова, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕн ертỹçи:

Халăхсен пĕрлĕхĕ çирĕп пулнине пула пирĕн Чăваш Енре Раççей, республика шайĕнчи мероприятисем тăтăшах иртеççĕ. Эпир хамăр коллективпа юлашки çулсенче уявсене çине-çинех хутшăнатпăр. Вĕсенче пулса эпир тĕрлĕ халăх çыннисем мĕнле каннине, савăннине куратпăр, вĕсемпе пĕрле киленетпĕр. Тĕрлĕ наци çыннисем пирĕн тăван республикăра килĕштерсе пурăнаççĕ, хăйсен культурине тата йăли-йĕркине упраççĕ. Эпир çакăн пек туслăхра пурăнса çĕнĕрен çитĕнỹсем, хамăр çĕршыва тата хитререх, вăйлăрах тăвăпăр!

Ирина Краснова, Тĕмерти культура çурчĕн заведующийĕ:

Чăвашсем хушшинче пурăнакан халăхсене пĕрлештерес, вĕсен этнокультурине аталантарас ыйту тĕнчери çăмăл мар лару-тăрура, йывăр самантра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн республикăра тĕрлĕрен халăхсем килĕштерсе, туслă пурăнса хăйсен культурине аталантарччăр, культура тата конфессисен нумай енлĕ пĕрлĕхĕ - пирĕн вăйлă ен!

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика