Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрмăшра ял уявĕ иртрĕ

19 августа 2016 г.

Тăрмăшра ял уявĕ иртрĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх çурла уйăхĕн хĕвеллĕ те шăрăх иккĕмĕш шăматкунĕнче Тăрмăшра пурăнакансем тата кунта çуралса ỹснĕ, халĕ пирĕн пысăк çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă ентешсем килти ĕç-пуçа пăхмасăрах ял çывăхĕнчи лапама пуçтарăнчĕç. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева ăшшăн саламларĕ, ял çитĕнĕвĕсемпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ялти çынсене тав сăмахĕ каласа çамрăксене тата та пысăк ỹсĕмсем тума сунчĕ, малалла хастаррăн, çирĕппĕн утма сĕнчĕ.

Юлашки çулсенче Тăрмăш сăн-сăпачĕ нумай улшăнчĕ. Кашни кил хуçи хăйĕн пỹрт таврашне илемлетме тăрăшать. Умри пахчасенче хитре чечексем ỹстереççĕ. Чи лайăх хушма хуçалăх хуçисене асăнса хăварчĕç уявра, вăрăм ĕмĕрлĕ çынсене, чи пĕчĕк ачана, нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чысларĕç.

Ылтăн юбилярсем хушшинче Петр Максимовичпа Екатерина Петровна Максимовсем пулчĕç (сăн ỹкерчĕкре). Çур ĕмĕр вĕсем пурнăç çулĕпе пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса утаççĕ. Ырми-канми ĕçлесе пилĕк хĕрпе ывăл пăхса ỹстернĕ. Çемье пуçĕ 30 çул ытла Канашри универбазăра, мăшăрĕ тăван хуçалăхра дояркăра, пăру пăхаканра тăрăшнă. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Ылтăн туйпа ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Новикова, райадминистраци пуçлăхĕ В.Ванерке тата ыттисем саламларĕç.

Тăрмăш ялĕн илемлĕ пикисем - Надежда Семеновапа Валерия Николаева ертсе пычĕç праçнике.

Капăр чăваш кĕписене тăхăннă хĕрарăмсем, правур яшсем хăйсен хитре те уçă сассисемпе уява илемлетрĕç. Вĕсем - ялти культура çуртĕнче пултарулăх ушкăнĕсене хутшăнакан çынсем. Ялта культура пурнăçĕ çỹллĕ шайра пулнинче "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнне ертсе пыракан, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Елена Матросован тỹпи пысăк. Уяв программи малалла тăсăлнă май, çак ялтан тухнă паллă çынсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем хушшинче - композиторсем, артистсем, ăсчахсем, спортсменсем, тĕрлĕ сферăсенчи ĕçченсем. Тăрмăшсене саламлама Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи "Тăвай ен" халăх ушкăнĕ те килсе çитрĕ, илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Йăнтăрчăри культура çурчĕ çумĕнчи хĕрсен дуэчĕ (Ксения Николаева, Эллада Данилова), Наталия Королевапа Наталия Афанасьева ташă ăстисем илем кỹчĕç. Ял халăхĕ туслă пулни уявра палăрчĕ.

Суту-илỹ ĕçченĕсем тĕрлĕ апат-çимĕçпе, пылак шывпа хăналарĕç. Таврана тутлă апат шăрши сарăлчĕ. Спорт ăмăртăвĕсем те пулчĕç.

Уява йĕркелеме спонсорсем те пулăшрĕç. Пĕрле ташларĕç, юрларĕç, каçпа вара Шупашкарти артистсем ял халăхне савăнтарчĕç. Чылайччен саланмарĕç тăрмăшсем. Уяв кашни çыннах çĕкленỹллĕ туйăм парнелерĕ пулĕ.

Ял уявне ирттерме, илем кỹме пулăшнă, лара-тăма пĕлмен харсăр çынсене пĕтĕм чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем культура çуртĕнче ĕçлекенсем - Марина Иванова, Елена Матросова, Олеся Петрова, Николай Петров, Лачкассинчи Венера Николаева, Инна Звонарева, Канашра пурăнакан Ольга Федотова тата "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнне хутшăнакансем. Вĕсем хăйсен хастарлăхĕпе, ырă чунĕпе, хавас кăмăлĕпе савăнтараççĕ çак тăрăхри çынсене. Коллективпа район тата республика шайĕнчи мероприятисене хутшăнса çĕнтерỹçĕсем пулса тăраççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика