29 июля 2016 г.
"Манăн пурнăç çулĕ такăр пулмарĕ", - каласа парать Екатерина Григорьевна Скворцова, Тăрмăш ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ. Ялти шкулта 7 класс пĕтерсен, малалла вĕренме май пулман, колхозра ĕçлеме юлнă. Каярахпа дояркăра тăрăшма пуçланă.
1971 çулта Лачкасси ялĕнчи Виталий Иванович Скворцовпа çемье çавăрнă. Пилĕк ачапа пурăнма йывăр тесе Екатерина Григорьевна хăйĕн пĕчĕк хĕрĕпе вĕсем патне Красноярск крайне пурăнма куçса каять. Кунта 4 çул пурăннă хыççăн хĕрарăм тăван çурчĕ пушшине пĕлсе, çемйипех Тăрмăш ялне куçса килеççĕ. Кил-çурчĕ фермăран инçе пулманран дояркăна ĕçлеме кĕрет хĕрарăм. "Çамрăкскер кунта нумай тытăнса тăраймасть пулĕ", - тенĕ çавăн чухне пĕр доярки.
Екатерина Григорьевна йывăрлăхран хăраман. 27 çул фермăна утнă. Малтанах ĕçлеме çăмăлах пулман. Ушкăнра 17 ĕне. Выльăхсене шăварма 8 витре кĕрекен сакăр катка пулнă пĕр ушкăнăн. Вĕсене тултарма шывне кĕвентепе çырмаран йăтнă.
Пурнăç малалла шăвать. Колхозра шыв башнисем тума пуçланă. Шыв ĕне витине кĕме пуçласан, дояркăсем хашах сывласа янă. Тислĕке алă вĕççĕн кăларнă малтан, кайран транспортерпа ĕçлеме пуçласан, витесенче таса пулнă.
Екатерина Григорьевнан медальсем, Тав çырăвĕсем, грамотăсем нумай. Вĕсене алла илсен куç умне хыçа юлнă çулсем тухса тăраççĕ. Виталий Иванович колхозра хурт-хăмăрпа ĕçленĕ. Халĕ унăн сывлăхĕ начарланнă. Ашшĕпе амăшне курма икĕ хĕрĕ килсе çитнĕ. Ачисем те халĕ пысăкланса çемьеленнĕ, мăнукĕсем те пур.
Ĕç çыннин çулталăкĕнче ветерансене ырлăх-сывлăх сунар.
В.ЛАВРОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"