12 июля 2016 г.
Июлĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнапа пĕрле Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ майĕпе Чăваш Енри нумай ачаллă мăшăрсене тата çирĕп çемьесене "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден медалĕ тата "Юратупа шанчăклăхшăн" орден панă.
"Çемье ăс-тăнпа кăмăл-сипетне, наци культурипе ăрусен историллĕ çыхăнулăхне тĕп упраканĕ пулнă тата пулса тăрать. Халăхра "Йывăç хăйĕн тымарĕсемпе, çын вара çемьепе вăйлă", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче.
Михаил Игнатьев чăваш халăхĕ хушшинче çемье тĕввисем яланах çирĕп пулнине палăртнă. "Çемье халăхпа патшалăх тĕрекĕ. Ăна темĕнле мул пекех упрама халалланă чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев. "Çак халал паян кун та актуаллă", - тенĕ регион пуçлăхĕ.
2016 çулта Раççей Президенчĕн Указĕпе çемье йăли-йĕркине çирĕплетес тата ачасене воспитани парас ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш Республикинчи нумай ачаллă ултă çемьене "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден медалĕпе чысланă.
"Çак залри чаплă лару-тăрăва хутшăнакан кашни мăшăр - Чăваш Енĕн тĕрекĕпе мухтавĕ. Эсир "Ылтăн" туй таран пурăнса та çемье пуянлăхĕсене, юратăва, чăтăмлăхпа тимлĕхе упраса хăварнă. Сирĕнтен кашнинех хăйне евĕр пурнăçпа юрату историйĕ. Сирĕнтен кашниех пысăк тимлĕхпе тарăн хисепе тивĕç", - тенĕ юлашкинчен Республика Пуçлăхĕ.
Михаил Игнатьев çавăн пекех нумай ачаллă çемьесемпе ачасем усрава илнĕ çемьесем пирки те ăшă сăмахсем каланă. Нумай ачаллă çемьесен хисепĕ юлашки çулсенче 35 процент хушăннă.
Пирĕн районти Тăрмăш ялĕнчи Григорий Николаевичпа Зоя Никитична Павловсем "Юратупа шанчăклăхшăн" ордена тивĕç пулнă. Вĕсем пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа - çур ĕмĕр ытла. Иккĕшĕ те ялти вăтам шкулта ĕçленĕ. Григорий Николаевич _ аслă категориллĕ учитель, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" ята тата "РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăна тивĕçнĕ.
Вĕсен пилĕк ача, пурте çемьеллĕ.
И.ИВАНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"