Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрмăшсем мала тухрĕç

06 мая 2016 г.

Тăрмăшсем мала тухрĕç

Çуркуннепе Ĕç уявĕн канмалли кунĕсенче пирĕн районта пурăнакансем те пахчасенче тăрмашаççĕ, çĕр пайĕсене тирпейлеççĕ, тĕрлĕ çимĕç акаççĕ, теприсем ир пулакан çĕрулми лартаççĕ тата ытти те.

Асăннă тапхăрта Тăвай ен спортсменĕсем вара футбол сезонне уçаççĕ. Кăçал çу уйăхĕн иккĕмĕш кунĕнче пухăнчĕç футболистсем район центрĕнчи аялти стадиона. "Кунта чупма лайăх, яка. Вырăнĕ курăклă, ỹксен ытлашши ыраттармасть", - теççĕ каччăсемпе арçынсем. "Ăна асăнаççĕ пулсан, çын пурăнать", - ятлă стена хаçачĕ те çакнă кунта кăçал. Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăннă Артем Петрович Егорова асăнса çирĕм çул ытла ĕнтĕ турнир йĕркелени пирки çырнă унта, футболист тĕрлĕ ỹсĕмре мĕнле çитĕнỹсем тунине уçса паракан сăн ỹкерчĕксем те пур.

Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕ, Николай Васильевич Никитин, йĕркеленĕ ку мероприятие. Çăмăл мар пулин те, ỹркенмест вăл, кашни çулах Шупашкартан килсе савăнăç кỹрет Тăвай ен спортсменĕсене. "Аль" спорткомплекс директорĕн çумĕ Валерий Иванович Кузнецов та ырă сăмаха тивĕçлĕ. Чылай спорт мероприятийĕнче асăрхатăн ăна, судья пулса пулăшать. "Халь тивĕçлĕ канурисем - "Райсельхозхими" общество ертỹçи В.Михайлов, "Акконд-агро фирма" коллективĕн тĕп инженерĕ В.Саперов тата Раççей патшалăхĕн страхлакан компанийĕн районти уйрăмĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Гаврилов, ытти ветерансем еплерех чаплă выляса кăтартатчĕç. Чылайăшĕн хăйсем хыççăн ывăлĕсем те стадиона тухрĕç, вĕсен ачисем те", - иртнине куç умне кăларать В.Кузнецов шăпа яма хатĕрленнĕ май.

Уяв программине район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Ванерке уçрĕ, çĕнтерме сунчĕ. Николай Васильевич Никитин спонсор та тухса калаçрĕ.

Пĕлтĕрхи вăйăсенче куçса çỹрекен кубока çĕнсе илнĕ "Янтиково" команда "Новое Буяновопа" вăй виçрĕ. Малтан икĕ енĕ те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Юлашкинчен "Новое Буяново" команда футболисчĕсем тăвайсен хапхине кĕртрĕç-кĕртрĕçех мечĕк. Вăйă 1:0 шутпа вĕçленчĕ.

Виççĕмĕш вырăншăн енĕшнăрвашсемпе тăрмăшсем вылярĕç. Малтанхисем хушшинче Артем Петровичăн кĕçĕн ывăлĕ те пулатчĕ ĕнтĕ паян. Вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнăранпа шăпах 40 кунĕ çывхаратчĕ ун чухне. Енĕш Нăрваш ялĕнчен килнĕ çамрăксене, кăшкăрса, хавхалантарсах тăчĕç куракансем. Тăрмăшри çамрăксем лайăхрах выляни сисĕнчĕ, 2:1 шутпа парăнтарчĕç вĕсем хăйсен кỹршисене.

Виççĕмĕш вăйăра вара енĕшнăрвашсем пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕсен хапхине виçĕ хутчен кĕртрĕç мечĕк, 3:0 шутпа парăнтарчĕç район центрĕнчи футболистсене.

Тăваттăмĕш вăйă пуçлансан стадиона куракансем татах тухрĕç. Икĕ команди те çĕнтерỹ патне ăнтăлчĕ. "Турмыши" ятлă команда чăннипех футбола кăмăлланине çирĕплетрĕ, 1:0 шутпа пĕрремĕш вырăна тухрĕ, куçса çỹрекен кубоклă пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Олег Анатольевич Ломоносов çĕнтерỹçĕ командăсене, лайăх вылякан футболистсене Тав çырăвĕ пачĕ, çемйисенче телей сунчĕ.

Николай Васильевич Никитин укçапа, пысăк парнесемпе чысларĕ, медальсем çакрĕ пĕрремĕш вырăна тухнисене.

Тăвайри больницăн медицина сестри Н.Масленникова спортсменсен сывлăхĕшĕн тимлерĕ. "Тăвайри кооператив" потребобщество сутуçисем уяврисене тĕрлĕ тавар сĕнчĕç.

А.НИКИТИНА.

Фоторепортаж

В.НИКИТИН сăн ỹкерчĕкĕсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика