Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ветеранĕпе - тĕлпулу

07 июня 2016 г.

Тыл ветеранĕпе - тĕлпулу

Тăрмăшри Александра Григорьевна Максимова 90 çулта. Йышлă çемьере 7 ача ỹснĕ, хальхи вăхăтра 5-шĕ пурăнать. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ пирки нушине сахал мар тỹссе ирттернĕ. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн Александра Максимова та хăйĕн тỹпине хывнă.

Халĕ килте пĕчченех пурăнать пулин те, ачисем, мăнукĕсем (вĕсем вара вуннăн) килсех тăраççĕ.

...Çичĕ класс пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтра вăрçă пуçланнă. Салтаксене училищĕне вырнаçтарнă. Студентсен Шупашкарта пĕлỹ илме тивнĕ. Пурнăç условийĕсене пула Александрăн малалла вĕренме май килмен. Хĕр яла таврăннă. Вăйпитти арçынсен ĕç вырăнне хĕрарăмсемпе çамрăксем йышăннă. Вĕсен шутĕнче Александра Максимова та. Ăна кладовщик ĕçне шанса панă. 15 çул тăрăшнă çак яваплă вырăнта. Ун хыççăн 28 çул - çыхăну уйрăмĕнче. Сăмах май каласан, пĕр отпуск илмесĕр вăй хунине каларĕ. Вăл "Ĕç ударникĕ", "Ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăсене, "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçлĕ пулнă.

Ун пек харсăр çынсене пенсие тухсан та килте лартаймăн. Сатурскере паркри столовăя ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Паянхи кунчченех тутлă апат пĕçерекене ырă сăмахсемпе аса илеççĕ. Çапла ĕç стажĕ 56 çула çитнĕ.

Кулленхи ĕçре кăна мар, общество пурнăçĕнче пуçарулăхпа палăрса тăнă. Суйлавсем ирттермелле е ытти культурăллă-массăллă мероприятие хатĕрленмелле - А.Максимована яланах ялти активистсемпе пĕрле курма пулнă.

Тăхăрвунна çитнĕ пулин те чăх-чĕп усрать. Сакăрвун иккĕре те кил хуçалăхĕнче ĕне пулнă. Чечексене питĕ юратать. Шкул ачисем вĕсен тĕсĕсемпе интересленчĕç. Пиллĕкĕмĕш класра вĕренекенсемпе тĕлпулу ялти вулавăшра иртрĕ. Мĕн çинчен кăна ыйтса пĕлмерĕç-ши тыл ĕçченĕнчен? Вăрçă вăхăтĕнче мĕн çисе пурăннă? Тумтирĕсем, ача-пăча вăййисем мĕнлереххисем пулнă?

Çĕнтерỹ кунне савăнăç куççулĕпе кĕтсе илнĕ тылра юлнисем. Фронтри пекех вĕсене те çăмăл килмен. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр çĕнтерĕве çывхартас тесе вăй хунă. Анчах вăрçă çухатăвне кашни çемьере тенĕ пекех тỹссе ирттернине хумханса каласа пачĕ. Ачасем те тăраниччен çăкăр çиеймен. Выçăллă-тутăллă пурнăçа пула вилекенсем те пулнă.

-Эпĕ каласа панинчен те вăрçă вăхăтне хальхипе танлаштартăр пулĕ, - терĕ А.Максимова. -Эсир таса тỹпе айĕнче пурăнатăр. Лайăх вĕренĕр, пĕр-пĕрне пулăшăр, эпир тỹссе ирттернине нихăçан та ан курăр.

Л.АНДРЕЕВА,

библиотекарь.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика