"Лачкасси" ятлă вырăсла кĕнеке кун çути курчĕ нумаях пулмасть. Унăн презентацийĕ иртрĕ. Ял аталанăвĕн историйĕпе паллаштаракан слайдсем курчĕç пухăннисем малтан. Кивĕ сăн ỹкерчĕксем нумай пулчĕç унта.
Программăна Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаева уçрĕ. Кĕнеке авторĕсем - А.Семеновпа Э.Ушаков çинчен каласа кăтартрĕ вăл, вĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.
Кĕнекене мĕнле хатĕрлени çинчен Эдуард Сергеевичпа Алексей Семенович каласа пачĕç. Материалсене 2015 çулчченех пухнă иккен вĕсем. Тав çырăвĕсемпе асăнмалăх парнесем пачĕç хастар таврапĕлỹçĕсене. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке историне кĕрсе юлакан çĕнĕ кăларăмпа саламланă, А.Семенова, Э.Ушакова тата Тăрмăшри В.Сидорова малашне те ăнăçусем суннă.
Н.ФЕДОРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: кĕнекепе паллаштарнă вăхăтра.