Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пухăнса калаçсан…

19 апреля 2016 г.

Пĕрле пухăнса калаçсан…

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии » Публикации » Пĕрле пухăнса калаçсан…

Сывлăх кунĕсем ирттересси ялсенче те çирĕп йăлана кĕчĕ. Тăрмăш ял библиотекинче пĕтĕмĕшле практикăллă врач уйрăмĕн ертỹçи профилактика офисĕн врачĕ Алевтина Филаретовна Степанова яланах кĕтнĕ хăна. Хальхинче "Сывă пурнăç йĕрки: апатланăвăн тĕп ыйтăвĕсем" темăпа калаçу йĕркелерĕ вăл. Гигиенăпа апатланăвăн тĕрлĕ режимĕ пирки сăмах пуçарчĕ.

Алевтина Филаретовна 2004 çултанпа тăрăшать врач офисĕнче. Ют ялтан ĕçе çỹреме çăмăлах мар пулин те, пур çĕре те ĕлкĕрет шурă халатлă маттур ĕçчен. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕ умĕн кăна-ха "Эпир сывă пурнăçа суйлатпăр" ыйтупа çавра сĕтел хушшине аслă классенче вĕренекенсене пухрĕ. Мĕнле ыйту кăна хускатмарĕ пулĕ çамрăксемпе. Сиенлĕ йăласенчен пăрăнмалли пирки уйрăм акцент турĕ.

Сывлăх кунне вара аслă ỹсĕмри çынсем пухăнчĕç. "Чирĕн малтанхи паллисене туйсанах сиплев учрежденийĕсене кайма тăрăшмалла. Чăваш хĕрарăмĕ ĕçе мала хуни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хăрушă чир ĕçлесе пĕтерессе кĕтмест, шалтан-шала кĕрсе пĕтĕм организма хавшатать. Спортпа туслă пулни вара - çирĕп сывлăх никĕсĕ. Çакна тĕлпулăва хутшăннă кашни çынах ăнланать ĕнтĕ. А.Степанова хăй те библиотека тусĕ. Çĕнĕ кĕнекесем килнипе интересленсех тăрать.

Лекци-калаçу хыççăн пурте клубри спортзала васкарĕç. Тĕрлĕ професси çыннисенчен самантрах 4 команда йĕркеленчĕ те. Врач хăй волейболистсемпе пĕрле вылярĕ.

"Çакăн пек мероприятисене тăтăшрах ирттересчĕ. Телевизор, компьютер умĕнче ларнинчен йышпа пухăнса калаçни, ыррине ăша хывни темиçе хут усăллăрах",- терĕç.

Л.АНДРЕЕВА, библиотекарь.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика