09 февраля 2016 г.
В.НИКОЛАЕВА. Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
Михаил Игнатьевăн кăçалхи ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ улттăмĕш пулчĕ. Ăна итлеме хутшăнакансен йышĕнче мана та пулма тỹр килнĕччĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика пурнăçне тарăннăн тишкерсе умри çул-йĕре уçăмлăн палăртрĕ. Мана, ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă май, ял аталанса пыни, политикăри çивĕч лару-тăрăва пăхмасăр патшалăхран тĕрлĕ пулăшу илме май пурри савăнтарать. Ялта пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас ыйтусем те Çырура тивĕçлĕ вырăн тупнă. Яла аталантармалли программăсемпе килĕшỹллĕн хамăр патĕнче те çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма социаллă тỹлевсем панăччĕ. Тăрмăш ял тăрăхĕнче пурăнакансем çăмăллăхлă кредитсем илсе харпăр хăйсен кил хуçалăхне аталантараççĕ. Патшалăх халăха çакăн пек кредитпа тивĕçтерни ял çыннишĕн пысăк пулăшу.
Çĕр республикăра пысăк пуянлăх шутланать. Апла пулсан унпа ĕçлекенсене ытларах тимлĕх уйăрни питĕ лайăх. М.Игнатьев çĕрпе усă курнин муниципалитет шайĕнчи контрольне вăйлатма кирлине палăртрĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"