19 января 2016 г.
Кивĕ çула хыçа хăварса çĕнĕ çула та кĕтĕмĕр. Шкулта вĕренекенсем каникулта пулчĕç. Апла пулин те Тăрмăшри вăтам шкулта спорт шкулĕн алăкĕ кашни кунах уçă тăчĕ. Валерий Ильич Афанасьев ачасене йĕлтĕрсемпе те тивĕçтерчĕ, хăшĕсем вара килти йĕлтĕрсемпе кашни кунах ял çумĕнчи стадионти йĕлтĕр йĕрне якатрĕç. Юр нумай çуса кайнă вăхăтра йĕлтĕр йĕрне снегоходпа та йĕркеленĕ.
Арçын ачасенчен Д.Степанов, Е.Моисеев, Г.Кадикин, Д.Поликарпов, хĕрачасенчен Л.Антипова, В.Шакина кашни кунах ярăнса, сывлăхĕсене çирĕплетрĕç, каникул вĕçленнине те сисмерĕç. Каллех парта хушшине ăшă кăмăлпа ларчĕç.
Ачасем ярăннине кура тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем те айккинче тăрса юлмарĕç, вĕсем те, çĕнĕ çул пуçламăшĕнчи канмалли кунсемпе усă курса, йĕлтĕр йĕрĕ çине хаваспах тăчĕç. Перекет банкĕн ĕçтешĕсем З.Матросовапа В.Дмитриева (Вера пирки калас пулсан, вăл республикăри ăмăртусене те хутшăнать), А.Кадикина, Канашри сыватмăшра тăрăшаканскер, районта чемпион ятне илнĕ. Ялти администрацинчен В.Николаева, Л.Шакина, Н.Алексеева тата Н.Ильина почтальонка хăйĕн пĕчĕк хĕрачипе йĕлтĕр йĕрĕ çине тухнă.
Хоккейпа та хĕрỹ вăйăсем пынă. Юрий Васильевич Никифоров 2015 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă, ун ячĕпе хоккей турнирĕ иртнĕ. 3 команда тупăшнă: ветерансем, çамрăксем, шкул ачисем. Э.Никоноров, Ю.Георгиев çамрăксем, А.Шакшин грамотăсене тивĕçнĕ. Турнир ирттерме Игорьпа Евгений Афанасьевсем спонсорла пулăшу панă.
Ялти культура çурчĕ те пушă лармарĕ çĕнĕ çулти каникул кунĕсенче. Шкулти физкультура учителĕ Р.Николаев кунта волейбол вăййишĕн яваплă пулчĕ. Урамсем хушшинче 3 команда - хĕрарăмсем, арçынсем тата шкул ачисем вылянă. Е.Соловьева, Н.Захарова уйрăмах лайăх выляни палăрнă. Шуркаç кассин команди - Д.Капитонов, В.Шакин, А.Антонов тата ыттисем - пĕрремĕш вырăна тухнă. Шаланк кассинчен В.Николаев (капитан), Р.Николаев, В.Павлов. Д.Васильев, Э.Никоноров иккĕмĕшне йышăннă. Мишер кассинчен М.Андреев, А.Перцев, Е.Игнатьев, Ю.Георгиев, С.Семенов, А.Спиридонов, А.Васильев, С.Николаев, М.Матросов, Д.Степанов виççĕмĕш пулчĕç. А.Шакинпа В.Николаева спонсорла пулăшу панă. Грамотăсем парса чысланă.
В.ЛАВРОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"