Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стипендиатсем

20 января 2016 г.

Стипендиатсем

Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2016 çулхи январĕн 12-мĕшĕнчи 1№_рг Хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2016 çулхи пултарулăх ĕçĕнчи уйрăм çитĕнỹсемшĕн çамрăксемпе студентсене ятарлă стипендисемпе тивĕçтерес пирки алă пуснă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн ятарлă стипендийĕ 1830 тенкĕпе танлашать. Ăна çамрăксемпе студентсем вĕренỹре, тĕпчев ĕçĕнче, наукăра, творчествăра, спортра тата обществăлла ĕçсене хутшăнса пысăк çитĕнỹсем тунăшăн 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен кашни уйăхра илсе тăма пултараççĕ. Стипендие 2016 çулта çаксем илме тивĕçнĕ: Анастасия Евгениевна Григорьева, Марина Сергеевна Петрова, Кристина Сергеевна Григорьева, Варвара Андреевна Лашманова, Юлия Петровна Камасева (Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕ), Кристина Юрьевна Степанова (Енĕш Нăрвашри вăтам шкул), Мария Юрьевна Краснова, Данил Сергеевич Кириллов (Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул), Евгений Вячеславович Моисеев, Валерия Вадимовна Николаева (Тăрмăшри вăтам шкул), Юлиана Александровна Семенова, Дарья Геннадиевна Семина, Павел Юрьевич Табаков (Тăвайри вăтам шкул) тата Марина Алексеевна Петрова методист (Тăвайри ача-пăчапа çамрăксен аталану центрĕ).

Н.ИВАНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Тăрмăш шкулĕнчи стипендиатсем - Валерия Николаевапа Евгений Моисеев. Валерия 11-мĕш, Евгений 9-мĕш классенче пĕлỹ пухаççĕ. Иккĕшĕн те пур предметпа та лайăх паллăсем. Шкулти пĕр мероприяти те вĕсемсĕр иртмест. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнĕвĕсем пысăк вĕсен.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика