Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лар, аннеçĕм, юнашар

04 декабря 2015 г.

Лар, аннеçĕм, юнашар

Тăрмăшри вăтам шкулта та, культура çуртĕнче те ирттерчĕç аннесене халалланă уява. Вăтам шкула амăшĕсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Ачасем концерт кăтартрĕç.

Тунтикун вара культура çуртĕнче пулчĕ уяв. Амăшĕсене, асламăшĕ-кукамăшĕсене праçникпе саламлама район администрацийĕнче ĕçлекен Светлана Юрьевна Тимофеева килнĕ. Вăл Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхне В.В.Николаевана "Çемье" конкурсра çĕнтернĕ ятпа саламларĕ, тав хучĕпе парне пачĕ. Вероника Васильевна та хаклă хăнасене çирĕп сывлăх, телей сунчĕ. Амăшне саламласа Валерияпа Варвара "Аннеçĕм" юрра парнелерĕç. Хĕрсем шкулта лайăх вĕренеççĕ, юрлама юратаççĕ. Валерия Тăвайĕнчи музыка шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Варвара та аппăшĕн çулĕпе кайнă, унта юрлама çỹрет. Вероника Васильевна хăй те юрлама юратать, хĕрĕсем те амăшнех хывнă ĕнтĕ.

Тăрмăшри хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Татьяна Васильевна Ялугина уяв ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ. "Анне пулни яваплă та савăнăçлă", - терĕ.

"Анне" юрăпа Петр Ягодкин саламларĕ. Вăл юрă ăсти, тĕрлĕ конкурссен лауреачĕ, тав хучĕсемпе парнесем те илнĕ. Лев Матросов та пĕчĕкренех сцена çинче. Пĕччен те, ушкăнпа та юрлать, "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕн хастар членĕ те вăл. Халĕ Тăвайри музыка шкулне çỹрет, вĕренỹре та аван ĕлкĕрсе пырать. "Кивĕ хута - иккĕмĕш пурнăç" акцие хутшăнса малти вырăна тухрĕ, сĕтел çине лартса çунакан лампа парса чысларĕ ăна шкул директорĕ С.В.Николаева.

Надежда Семенова та хăйĕн амăшне питĕ юратнине пĕлтерчĕ. Журналист вырăнĕнче пулса интервью та илчĕ. Людмила Андреевна - 6 ача амăшĕ, ачисем пурте аслă пĕлỹ илнĕ. Тĕрлĕ енлĕ ыйтусемпе пуянлатрĕ калаçăва кĕçĕн хĕрĕ. Вĕсене тĕплĕн те ăнланмалла хуравларĕ маттур амăшĕ. Хусанти ветеринари академийĕнчен вĕренсе тухнă вăл. Тăрмăш каччипе Владислав Германовичпа çемье çавăрнă, колхозра ветврачра ĕçленĕ. "Ачасем лайăх, пĕр-пĕрне те, хамăра та пулăшаççĕ. Ĕçре пиçĕхтерсе ỹстеретпĕр", - терĕ вăл. Тăрмăш халăх фольклор ушкăнĕн членĕ хăйĕн хитре сассипе ял халăхне савăнтарать. Канаш районĕнчи Карăклăри ветучастока ĕçе çỹрет. Надежда хăй Тăвайĕнчи музыка шкулне вĕренсе пĕтернĕ. "Юратнă аннеçĕм", "Я целую твои руки" юрăсене шăрантарчĕ амăшĕсен ячĕпе Н.Семенова.

Настя Поликарпова вара ташăпа савăнтарчĕ. Вăл "Тăвай чиперукĕ-2015" конкурса хутшăнчĕ, унта хăйне аван кăтартрĕ. "Мисс креоратив" ята çĕнсе илчĕ. Вика Симушкинăпа Вика Кадикина ăна пулăшрĕç, пĕрле ташларĕç, конкурссене хатĕрленчĕç. Шкулта лайăх паллăпа вĕренеççĕ, спортпа та туслă, уявра та савăнтараççĕ хăйсен пултарулăхĕпе маттурскерсем.

К.Васильева "Я люблю тебя, мама" ятлă юрăпа Светлана Петровнăна саламларĕ. Карина яланах амăшне пулăшма тăрăшать, йăмăкĕпе шăллĕне пăхать. Савăнать унпа Светлана Петровна.

Уяв программине ачасен драма кружокĕ "Тилĕ тус" ятлă юмаха лартса пани те пуянлатрĕ. Чăн-чăн артистсем пекех выляççĕ вĕсем, ахальтен мар ĕнтĕ Шупашкарта ирттернĕ конкурсра малти вырăна йышăннă. Рольсене Саша Алексеев, Вика Кадикина, Ангелина Ялугина ăста кăларчĕç. З.П.Григорьева ачасене пылак çимĕçпе хăналарĕ. Л.Андреева ертсе, Е.Матросова йĕркелесе пычĕç уява.

Мĕнле кăна ĕç тумаççĕ-ши пирĕн хĕрарăмсем? Çыхаççĕ, çĕлеççĕ, тĕрлеççĕ... Садик ертỹçи Н.Г.Ершова пĕчĕк кукăльсем чылай пĕçерсе килнĕ. Сĕтел тулли апат-çимĕç пулчĕ. В.Дмитриева кăмпăрчăк пĕçерме ăста. Л.Семенован кăмпине çитекенни çук пулĕ. Чăкăчĕ, тăпăрчи, сырĕ - пурте килте хатĕрленисем, тутлă та усăллă.

Н.П.Петров купăспа юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ уява пухăннисене. Пĕрле пухăнса калаçни, сỹтсе явни, юрлани кăмăла çĕклет, чир çинчен мантарать, вăй-хал парать.

Е.МАТРОСОВА.

Тăрмăш ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: ташă ушкăнĕ пултарулăхĕпе килентерет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика