Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çынсем пурри темрен те хаклă

08 декабря 2015 г.

Ырă çынсем пурри темрен те хаклă

Иртнĕ эрнере инвалидсен кунĕ пулчĕ. Патшалăх сусăрсемшĕн тăрăшать, тĕрлĕрен çăмăллăхсем туса парать.

Анчах ача мĕн пĕчĕкренех инвалид пулнине чăтма, асапланнине куллен курса тăма йывăр, паллах. Çак сăмаха илтме те, калама та çăмăл мар. Сывлăх тĕлĕшĕнчен чарак пур çыннăн шăпишĕн чун канăçсăрланать. Хăшĕсем çỹреççĕ, чупаççĕ, выляççĕ, юрласа ташлама пултараççĕ. Анчах та утайман, ыратнипе выртакан ачасен, ваттисен пурнăçĕ урăхларах. Вĕсемшĕн чи малтанах çывăх çыннисен чун ăшшийĕ, ăнланулăхĕ темрен те хаклă.

Эпир О.В.Петровапа Е.В. Иванова культура ĕçченĕсемпе çак кун Тăрмăшри Спиридоновсем патĕнче пултăмăр. Вĕсен Наташа хĕрĕ 17 çулта, ачаран инвалид. Хăйне хăй пăхаймасть, çỹреймест, калаçаймасть. Ашшĕпе амăшĕ вара ăна питĕ юратаççĕ. Светлана Николаевна çав тери çепĕç кăмăл-туйăмлă, ĕçчен хĕрарăм. Ачисемшĕн вăй-халне шеллемест. Диплом илнĕ хыççăн Мускавра ĕçлекен аслă хĕрĕ те йăмăкĕшĕн тăрăшать, мĕн кирлине илсе килсе парать. Килти ĕçсене мăшăрĕпе Владислав Владимировичпа пĕрле тума хăнăхнă. Ылтăн алăллă вăл, хуçалăхра тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ унăн. Анчах тăтăшах республика тулашне ĕçлеме кайма тивет. Ун чухне вара хĕрарăм çине тиенеççĕ ĕçсем. Хуçалăхĕ çирĕп вĕсен, выльăх-чĕрлĕх чылай: ĕни, сысни, сурăхĕсем, качаки, чăххи-чĕппи.

"Качакана вара Наташăшăнах усратпăр, сĕчĕ сиплĕ", - терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Светлана Николаевна суйлавçăсемпе тĕл пулса калаçма та ĕлкĕрет, май килнĕ таран хумхантаракан ыйтусене татса парассишĕн тимлет. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна халăх иккĕмĕш хут ял тăрăхĕн депутатне суйларĕ. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕн хастар членĕ вăл. Спектакльсемпе сцена çине тухсан та артистран кая мар. Елюк ("Ялта" драмăра), Марук ("Кай, кай, Ивана") Хаврук ("Хаврук инке сывалать") тата ытти сăнарсемпе куракансен асĕнче юлнă пултаруллă юрă-ташă ăсти.

Чун-чĕре пуянлăхĕ, яваплăх туйăмĕ ăна пур ĕçе те типтерлĕ тума хистет. Çавăнпах ĕнтĕ Наташăна та амăшĕ лайăх пăхать. Мĕн кирлине куçран пăхса ăнланса çитнĕ. Чĕрипе те туять. Çумра вара ăнланакан тăванĕсем, юлташĕсем. "Çынна пулăшнине, ырă тунине нимĕн те çитмест. Çакă пурăнма вăй парать, йывăрлăхсене мантарать, сире те пирĕн пата килсе хавхалантарсах тăнăшăн тавах", - терĕ ăнăçу сунса ăсатнă май Светлана Спиридонова.

Чун-чĕре хавалĕ ан иксĕлтĕрччĕ сирĕнте. Çирĕп сывлăх, тỹсĕмлĕхпе ăнăçу сунса уйрăлтăмăр туслă çемьерен.

Е.МАТРОСОВА.

Тăрмăш ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: С.Спиридонова хĕрĕпе.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика