10 ноября 2015 г.
Лачкасси ялĕ пысăках мар пулсан та паллă çынсем сахал мар тухнă унтан. Вĕсенчен пĕри - отставкăри юстици полковникĕ Надежда Геннадьевна Лепилина.
Общество йĕркелĕхне сыхлассипе, йывăр преступленисене уçса парассипе çыхăнтарнă хăйĕн кун-çулне пирĕн ентешĕмĕр. 35 çул следстви органĕнче, çав шутра нумай çул пай пуçлăхĕсенче тăрăшнă. Юлашки çулсенче республикăри Шалти ĕçсен министерствин следстви управленийĕнчи бандитсемпе тата преступноç пĕрлешĕвĕсен йĕркеленĕвĕсемпе кĕрешекен пая ертсе пынă. Мĕнле кăна пăтăрмахра пулма тỹр килмен пулĕ служба вăхăтĕнче? Профессири пуян опытне çамрăксене панă. Анчах чире пула кăмăл туртăмĕпе суйланă ĕçне хăварма тивнĕ.
-Мĕнле майпа милицие кайма шутланă эсир? - калаçу пуçартăм право хуралĕн ветеранĕпе.
-Аннен шăллĕ Петр Васильевич Захаров Шупашкарта нумай çул уголовлă шырав ĕçĕнче вăй хунă. Вĕсем патне хăнана çỹреме юрататтăм. Кукка ĕçĕ-хĕлĕпе интересленеттĕм. Çапла çулсем иртсе пынă май 10 класс тĕлне ĕмĕтĕм çирĕпленсе пычĕ.
Вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Лачкасси хĕрĕ Шупашкарти, унтан Чулхулари милици шкулĕсенче пĕлỹ пухса следователь профессине илнĕ. Яваплă ĕçшĕн вăхăтне те, вăй-халне те шеллемен. Ăс-тăнĕ те, пĕвĕ-сийĕ те, сăн-сăпачĕ те пулнă çамрăк специалистăн.
-Темле йывăр преступлени тунă çынсемпе те ĕçлеме пĕлмелле. Закона пăсакансем хушшинче предпринимательсемпе бизнесменсем те чылай. Вăрлаççĕ, тата ытти преступлени тăваççĕ.
-Хăраман-и вара çав тери йывăр ĕçре, хĕрарăм ĕçĕ пек те туйăнмасть-çке?
-Пулнă та пулĕ, анчах та кăтартман. Хĕрарăм тесе нихăçан та айккинче юлман. Темле лару-тăруллă самантсенче те каймалли çĕре вăхăтра çитнĕ. Пирĕн ĕçĕ çавăн пек, çар хатĕрленĕвĕн тĕрлĕ мелĕсене алла илмелле. Вĕренĕве те ĕлкĕрнĕ. Хам суйланă ĕçшĕн пĕрре те ỹкĕнмен.
Надежда Лепилина следователь çинчен республикăри "Советская Чувшия", "Хыпар" хаçатсенче материалсем пичетленнĕ. Манăн вара хамăрпа кỹршĕллĕ ялти полковникпа районти вулакансене паллаштарас килчĕ.
-Эсир хуларан яла килнĕ пурăнма. Сăлтавĕ пулнă-тăр? - интереслентĕм калаçу çăмхине малалла сỹтнĕ май.
-Эпĕ ялта çуралнă, унта ỹснĕ, чун яланах тăван ене туртатчĕ. Тăрмăш, Тăвай шкулĕсенче вĕреннĕ. Кукаçипе кукамай та кунтанах. Тăван тăрăхран хакли çук пулĕ, - кăмăллăн хуравларĕ Надежда Геннадьевна.
Яла килсен те ĕçсĕр ларман вăл. Ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне çĕнетнĕ. Чăх-чĕп валли пысăк та çутă витесем тунă. Чăх-чĕп тенĕрен, тĕрлĕреннисем кĕшĕлтетеççĕ кил картинче: пысăкки, пĕчĕкки, тĕкли, тĕксĕрри, "Китайри", "Павловски" йышшисем - çĕртен те иртет пулĕ. Сурăхсем те усранă. Уйрăмах "Романовскисене" килĕштернĕ.
-Унтан качака туянтăм, сĕчĕ тутлă, усăллă, кунне 3-4 литр парать, - хуçалăхне кăтартса çỹренĕ май калаçрĕ ĕçчен хĕрарăм. -Андрей мăнукăм Тăрмăш шкулне вĕренме килсен самай çăмăл пулчĕ. Ялти ĕçсене хăвăрт хăнăхрĕ. Аван вĕренетчĕ, спортпа туслăччĕ.
Ăна кирек мĕнле ĕçре те яваплă пулма вĕрентнĕ кукамăшĕ. Ỹт-пĕвĕпе тĕреклĕ, тавракурăмлă каччă халĕ çар службине Мускавра Президент полкĕнче ирттерет иккен.
Икĕ хĕрĕ те аслă пĕлỹ илнĕ. Асли, Светлана, Камчаткăра ĕçлет. Дознани начальникĕ, майор званипе. Ирина та юрист профессине суйланă. Çапла ачисем амăшĕн çулĕпе кайнă. Икĕ мăнукĕпе кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ кукамăшне. Чир çинчен мантараççĕ вĕсем, ял пурнăçĕ çĕнĕрен вăй-хал пачĕ, тет отставкăри полковник.
Ĕçĕпе ыттисемшĕн тĕслĕхре пулма хăнăхнăскер, ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса кунти пурнăçа çĕнĕ варкăш кĕртрĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Ял депутачĕпе Венера Николаевапа пĕрле ыттисене тирпей-илем ĕçне явăçтараççĕ. Пулăшу ыйтма килекенрен нихăçан та пăрăнмасть Надежда Геннадьевна: ĕçре пĕрле пулса, сĕнỹ-канаш парса çынна йывăрлăха кĕрсе ỹкме памасть. Тĕслĕхрен, Анатолий Демидов кил-çуртне йĕркене кĕртме, кирлĕ чухне нимелле ĕçлеттерме те пулăшнă.
Хастар çын вăл нихăçан та ỹркенмест. пур çĕре те ĕлкĕрет. Çакă чир çинчен мантарать, татах та сатуртарах пулма хистет. Çирĕп кăмăл-туйăмлă ĕçчене ахальтен мар ĕçтешĕсем: "Чăн-чăн полковник!" - тенĕ. Хисепленĕ, çамрăксем ун пек пулас тенĕ.
Наградăсем те сахал мар пултаруллă ентешĕмĕрĕн. Сăпайлăскер, вăл вĕсем пирки калаçма юратмасть. Раççейри тата республикăри ШĔМсем унăн ĕçне пысăка хурса хакланă, приказсемпе темиçе хутчен тĕрлĕ енлĕ хавхалантарнă. "МВДри лайăх службăшăн" паллăна тивĕçнĕ. Черет çитичченех юстици полковникĕ званине панă (1999 çулта).
Право хуралĕнче ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе саламланă май, Надежда Геннадьевнана çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Ял малашлăхĕпе çыхăннă ĕмĕчĕсене пурнăçлама та Турри вăй-хăватне парсах тăтăр!
Е.МАТРОСОВА.
Тăрмăш ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"