Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педуниверситетăн чи лайăх выпускникĕ Тăвай енрен

13 октября 2015 г.

Педуниверситетăн чи лайăх выпускникĕ Тăвай енрен

И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ 85 çул çитнине халалласа çак вĕренỹ учрежденире пĕлỹ илнисенчен чи лайăххине палăртас тĕллевпе юпа уйăхĕнче республикăра конкурс иртнĕ. Куçăмсăр тапхăрти тупăшăва хутшăнакансем электронлă портфолио, видеоролик тата эссе тăратнă. Йыш пысăк, кĕрешỹ çивĕч пулнă. 2-мĕш тапхăра вуннăн тухнă. Вĕсем хушшинче иккĕшĕ пирĕн районтан - Тăрмăшри вăтам шкул директорĕ Светлана Николаева тата Тăвайри вăтам шкулта биологи вĕрентекен Альбина Михайлова.

Конкурс тĕп корпусăн пысăк залĕнче иртнĕ. Малтанах финалистсем "Эпĕ тата манăн професси" ятпа визитка кăтартнă. Чи пултаруллă 5 вĕрентекене суйласа илнĕ жюри членĕсем. Палăртма кăмăллă, вĕсен йышне пирĕн ентешсем иккĕшĕ те кĕнĕ. Малалла кашнин умне шкул пурнăçĕнче сиксе тухакан проблемăллă лару-тăру кăларса тăратнă. Конкурсантсен çухалса каймасăр вĕрентекенĕн чăн-чăн ăсталăхне кăтартса ыйтăва татса пама тивнĕ.

Юлашки тапхăрта чи пултаруллă виçĕ участника университетăн 100 çулхи юбилейне пуçтарăнма кăмăл тунисем валли салам сăмахĕсем хатĕрлемелле.

Конкурсăн пĕтĕм тапхăрĕ витĕр ăнăçлă тухса, чи нумай балл пухса, "Чи лайăх выпускник" ята Светлана Владиславовна Николаева çĕнсе илнĕ.

Уйрăм номинацисенче Альбина Петровна Михайлова, "Профессие чунтан парăннăскер" Светлана Владиславовна Николаева "Пултаруллă директор" ятсене тивĕçнĕ.

А.ИВАНОВА.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика