08 октября 2015 г.
Нумаях пулмасть эпир, Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекенсем, Чулхула облаçĕнче вырнаçнă Болдино хулине çитсе куртăмăр.
Экскурсие каяссине пĕлсен, эпир питĕ савăнтăмăр. Ара, Александр Сергеевич Пушкин пулнă вырăнсемпе паллашатпăр-çке.
Хулана эпир 11 сехетре çитрĕмĕр. Экскурсовод пире тỹрех музее илсе кĕчĕ. Музей территорийĕ 9,5 гектар йышăнать иккен. Кунта А.С.Пушкин паллă сăвăç пурăннă, 72 произведени çырнă.
Курса тĕлĕнмелли питĕ нумай пулчĕ. Картишĕнче пурĕ 6 кỹлĕ пур. Кĕперĕсем мĕн тери илемлĕ тата. Йĕри-тавра - палăксем.
Аллейăсем те хăйне евĕр. Пĕри - Улмуççи аллейи (Яблоневая), тепри - Чие аллейи (Вишневая), Çăка аллейи (Осиновая) те пур. 250 çул ỹсекен йăмра та куртăмăр.
Музей-заповедник территорийĕнче "Юмах çурчĕ" вырнаçнă. Унта пире А.С. Пушкин пурăннă вăхăтра тăхăннă тумтирсене кăтартрĕç. Çав тумтирпе сăн ỹкерчĕк ỹкерттерме ирĕк пачĕç. Эпир вĕсене тăхăнсан хамăра çав вăхăта çитсе килнĕ пекех туйрăмăр.
Юлашкинчен асăнмалăх сувенирсем туянтăмăр.
Экскурси пире питĕ килĕшрĕ. Çакăн пек чаплă çул çỹреве илсе кайнăшăн шкул администрацине тав тăватпăр.
Вика СИМУШКИНА, Вика КАДИКИНА, 7-мĕш класра вĕренекенсем.
Сăн ỹкерчĕкре: Тăрмăшри вăтам шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем Болдино хулинче.
Источник: "Ял ĕçченĕ"