26 августа 2015 г.
Леонид атте тăрăшнипе Тăрмăш ялĕн варринчи пĕве патĕнче шыва кĕмелли купель уçăлчĕ. Ăна сăваплама Канашпа Тăвай Епархийĕн епископĕ Стефан, Иоан дьякон тата Канашри чиркỹре юрлакансем килчĕç. Тăвайри Николай атте те пурччĕ.
Тăрмăшри чиркỹре малтан çветтуй Пантелеймона асăнса кĕлĕ иртрĕ. Питĕ хитре, виçĕ сасăпа юрларĕç юрлакансем. Ялта пурăнакансем те, хăнасем те нумайăнччĕ чиркỹре.
Кĕлĕ хыççăн пурте пĕве çывăхĕнчи шыва кĕмелли купеле сăваплама кайрĕç. Ăна Владимир кнеç ячĕпе аслăларĕç. Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхне Владимир Валерьянович Разина асăнса та ĕнтĕ ку. Вăл малтан пуçланă çак пархатарлă ĕçе. Шел, çул çинчи инкеке пула унăн пурнăç çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. В.Разин пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа шăпах çулталăк çитрĕ çак кунсенче.
Тăрмăшсем питĕ савăнаççĕ ялтах шыва кĕрсе тасалмалли купель пурришĕн. Тепĕр яла каймалла мар ĕнтĕ халь. "Тавах, Турра, ял халăхĕшĕн тăрăшакансене тавах", - тесе калас килет юлашкинчен.
Е.МАТРОСОВА Тăрмăш ялĕ.