18 августа 2015 г.
Тăрмăшри стадионра халăх ял уявне йышлăн пухăнчĕ. Кашни çулах ирттереççĕ ăна. Ялтан тухнисемпе аякра пурăнакан хăнасем те килеççĕ пĕрле савăнма.
"Хурăн çулçи" ятлă чăваш халăх юррине шăрантарса тухрĕ ак, вăйă карти çынсем умне. "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕн программипе кăмăлласах паллашрĕç уяврисем. К.Ивановăн "Нарспи" поэминчи сăнарсем, Нарспипе Сетнер (О.Федотовапа А.Ялугин) кăпăшка çăкăрпа, чăвашăн хăмлаллă сăрипе сăйларĕç çынсене.
Программăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вероника Николаева малалла тăсрĕ. Вăл ял халăхне ăшшăн саламларĕ, пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке те сăмах илчĕ кĕçех, вăл Тăрмăш ялĕнче пурăнакансене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Т.В.Ялугинана, С.Н.Спиридонована, З.А.Андреевана Хисеп грамотисем пачĕ. Çавăн пекех ял пурнăçне хастар хутшăнакансем, тирпей-илемшĕн тăрăшакансем - В.А.Дмитриева, З.М.Потапова, З.М.Максимова та çак сума тивĕçлĕ пулчĕç.
Уявăн концерт программи анлă пулчĕ. Ачасен "Зайчата", "Гномики" ятлă ташшисем пурне те килĕшрĕç. Вĕсене Е.Н.Капитонова учительница хатĕрленĕ. Надежда Семенова юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ, хăйĕн çепĕç сассипе çынсене хавхалантарчĕ. Е.Матросова, М.Иванова, А.Антонов, Г.Табаева, К.Алексеева тата ыттисем юрланине те кăмăлларĕç пухăннисем.
Алина Петрова вара ташласа тĕлĕнтерчĕ. Вăл сăвăсем вулама та юратать, хăй те çырать. Тăрмăш ялне халаллани пурне те килĕшрĕ.
Курма килнисем те тухрĕç сцена çине. Фаина Алексеевна Петрован йăмăкĕсем -Вальăпа Лена - темиçе юрăпа паллаштарчĕç. Йыснăшĕ, Николай Павлович Петров, купăспа хавхалантарса пычĕ.
Шаланк кассинчи маттурсем юрласа-ташласа савăнтарчĕç. З.А.Андреевапа Л.А.Агафонова, Л.В.Андреева йĕркеленĕ вĕсен номерĕсене.
Шуркаç кассинче пурăнакансем те вĕсенчен юлмарĕç, Т.В.Ялугинапа С.Н.Спиридонова хатĕрленĕ вырăнти артистсене уява.
З.П.Григорьева "Сывă пултăр, Тăрмăш" ятлă юррине парнелерĕ ял халăхне. Концерт программине Катя Алексеевапа Саша Прокопьева лайăх ертсе пычĕç. Катя "Тăрмăш ялĕ" ятлă сăввине вуларĕ, юрăсем шăрантарчĕ. А.Ялугина "Пĕлĕт, пĕлĕт" ятлă юрăпа икĕ хут кăларчĕç сцена çине. Концерта Е.Матросова хатĕрленĕ, йĕркелесе те пынă.
Футбол турнирĕ ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ В.Г.Васильев ячĕпе иртрĕ. Çĕнĕ Пуянкассинчи спортсменсем те хутшăнчĕç унта. Парнесемпе медальсем парса чысланă çĕнтерỹçĕсене.
Каçхине эстрада концерчĕ пулчĕ. Иринăпа Иван Шинжаевсем, Марина Ильина юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Дискотека та пулнă юлашкинчен. Е.А.Павлова, З.П.Григьрьевана, уява ирттерме пулăшнă ытти çынсене тав тăватпăр.
Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш ялĕ.
Сăн ỹкерчĕксенче: Тăрмăшри уяв саманчĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"