30 июня 2015 г.
Виçĕм кун ир çинче кăна Белоруссирен килсе çитрĕ тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Александр Петров. Виçĕ кун çулра пулнă хыççăн канса та тăмарĕ, çăвăнса апат çирĕ те каллех Канаша тухса вĕçтерчĕ. Республика кунĕ пулнă май унта "Уйсен кунĕ" ярмăркка йĕркеленет тенине илтнĕччĕ. Çавăнпа та мĕн çĕнни, çĕр ĕçĕнче усă курмалли илсе тухаççĕ-ши унта тесе кăсăкланчĕ.
Пурнăçран юлса пыма çук вĕт, ыранхи, виçми пирки паянах шутласа хурас пулать. Белоруссие те çав сăлтавах илсе çитернĕччĕ-ха ăна. Çуркунне кỹршĕ патшалăхран ир çитĕнекен "Уладар" сорт çĕр улми 60 тонна кỹрсе килнĕччĕ. Халĕ, ав, кайса тивĕçлĕ документсене йĕркене кĕртмелле пулчĕ. "Родник" общество элита тĕш-тырă тата çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе специализациленет темелле пуль. Ăна туса хунăранпа асăннă культурăн лаптăкне ỹстерсех пынă, 30 гектартан 140 гектара çитернĕ. Районта пĕр хуçалăх та çавăн пек пысăк лаптăк çинче çĕр улми çитĕнтермест, колхоз-совхоз вăхăтĕнчине шутлас-тăк та, çитĕнтермен. Çакна тума хăюлăх кирлĕ. Вĕт çĕр улми ĕç вăйĕ нумай ыйтакан культура, кĕрхи йĕпе-сапа вăраха тăсăлсан ăна юр айне кĕртсе ярасси те пулкаланă. Çавăнпа ĕнтĕ Александр Павлович иртерех çитĕнекен сортсем лартма тăрăшать. Вĕсене çĕнетсех пырать. Хăй вăхăтĕнче "Невский", "Удача", "Рябинушка", "Скарлет" сортсем те лартса пăхнă. Кашнин хăйĕн ырă енĕ пур темелле: тухăçĕ, упранаслăхĕ, тутлăлăхĕ, чире хирĕç тăраслăхĕ. Халĕ, ав, "Уладара" ырлаççĕ.
Тухăç тенĕрен, вăл çанталăк ăнăçлă шутланнă çулсенче гектартан 150_200 центнер тухса пынă. Ытларах илни те пулнă. Хуть мĕн каласан та, çĕр ĕçĕн результачĕ çанталăк условийĕнчен нумай килет-ха. Çав вăхăтрах çỹлти ырлăха кĕтсе ларнипе çеç çырлахма çук. Технологисене пăхăнса пыни, çĕнĕлле шухăшлав, ĕçе вăхăтра, прогрессивлăрах майсемпе йĕркелени, удобренисемпе усă курни ỹсĕмлĕх патне çул хывать. 2006 çулта "Родник" общество республикăри чи лайăх ĕçлекен 100 хуçалăх шутне кĕме пултарчĕ, 49-мĕш картлашка çине тăчĕ. Александр Павлович çĕршыври çĕр улми туса илекенсен форумне хутшăнчĕ, ăна агропромышленность комплексĕнче тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн Раççей Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.
Ỹсĕмсем хăйсем тĕллĕн татăлса анмаççĕ. А.Петров та çирĕплениччен тĕрлĕ ĕçе тытăнса пăхрĕ. Районта чи малтан тенĕ пек "Вихрь" строительство кооперативĕ йĕркелесе ячĕ. Ку сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнчеччĕ пулас. Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренсе техник-строитель специальноçне илнĕскер, пархатарлă ĕмĕтсемпе йăпанатчĕ. Киччĕпе Кĕршере çĕнĕ шкулсен çурчĕсене те хăпартса хута янăччĕ. Çĕнйĕркелỹ пуçланчĕ. Пурте кĕтетчĕç ĕнтĕ ăна çĕршывра. Анчах ырă шухăшсем пушă сăмах авăрĕнче путланчĕç. Укçа-тенкĕ уйăрма пăрахрĕç, строительство чарăнса ларчĕ, кооператив саланчĕ. Пĕр вăхăтрах паха мамăк тирлĕ хонориксем те усраса пăхрĕ. Аш хакланса кайнипе ку шухăша та хăварма тиврĕ. Мĕн тумалла? Çавăн чухне амăшĕпе мăшăрĕн çĕр пайĕсемпе пĕрлешỹллĕ хуçалăхран уйрăлса тухма шут тытрĕ вăл. Малтанлăха 4-5 гектар кăначчĕ çав лаптăк. Хăйĕн çĕр ĕçлесе хатĕрлемелли нимле техника та çук. Техника пур çынсене тара тытмалла. Купăста лартса, курăк акса пăхрĕ, унтан Вăтаялĕнче тулли мар яваплăхлă общество ертỹçи пулчĕ. 2005 çулта Çăлпуçĕнчи "Колос" колхоз панкрута тухрĕ, Александр Петров ун никĕсĕ çинче тулли мар яваплăхлă "Родник" общество йĕркелерĕ. Паянхи кун "Родник" ура çинче çирĕп тăрать теме пулать. Ĕçлесе хатĕрлекен çĕр лаптăкĕсем 700 гектар ытла - Çăлпуçĕнче, Тăрмăшра, Лачкассинче. Çавăн чухлĕ лаптăка ĕçлесе хатĕрлеме техника сахал мар кирлĕ. МТЗ-1221, МТЗ-82 тракторсем виçшер, Т-150 пур, ГАЗ-53 автомашинăсем иккĕ. 2007 çулта çĕр улми пухса кĕртекен "Гримме" комбайн, пĕлтĕр ссуда илсех АГРОС-530 тĕштырă комбайнĕ туянчĕ. Пĕрремĕш вырмарах хăйне лайăх енчен кăтартрĕ. Производствăри хăвачĕ самай пысăк. Жатка сарлакăшĕ 7 метртан кая мар. Тухăç та сахалрах çухалать. Техника пирки сăмах хускатнă май çĕр улми анине шăваракан установкăсем пирки те каламалла. Вĕсем иккĕ. Типĕ çулсенче вĕсемсĕр май килмест. Хаксем вăйлах çыртсан та производствăна укçа-тенкĕ хывмасăр эффективлăха ỹстерме çуккине лайăх ăнланать çĕр ĕçлекен.
Ашшĕне кура ывăлĕ те хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ячĕ. Иккĕшĕ пĕрле кăçал "Эстер" çурхи тулă тата "Тандем" урпа 500 гектар акса хăварнă. Унсăр пуçне 100 гектар çинче çĕр пулăхне лайăхлатма клевер çитĕнтереççĕ. Иртнĕ çул элита тулă вăрлăхне 60 т, кăçал урпапа иккĕшне 100 тоннăран кая мар сутнă. Вăрлăхлăх çĕр улми те çуллен чылай хатĕрлеççĕ. Ăна путвалта та, юсаса ăшă тытмалла тунă витере те упраççĕ. Лартас умĕн çĕр улми вăрлăхне имçампа чỹхеççĕ. Калчасене, шăтса тухсан, азотлă удобренипе апатлантарнă. Акатуйра "Родник" ОООн калчисене лайăххисен шутĕнче палăртнă. Çĕр улми речĕсен хушшине пĕр хутчен чĕрсе тухнă ĕнтĕ, халĕ тепре чĕрме хатĕрленеççĕ.
Механизаторсен кадрĕсем çителĕклĕ. Тăрмăшран та, Нăрвашран та, Çăлпуçĕнчен те пур вĕсем. Хăйĕн 2 ывăлĕ те - Сергейпе Алеша кулленхи ĕçре ашшĕне пулăшса пыраççĕ. Иккĕшĕ те Хусанти институтăн Канашри филиалĕнчен вĕренсе тухнă, экономист специальноçне илнĕ. Аслă ывăлĕ вырмара комбайн çине ларать.
Çĕр улми пухса кĕртнĕ чухне район центрĕнчен, ялсенчен çынсем уй-хир ĕçĕсене массăллăн хутшăнаççĕ, 80-100 çын таранах. Кашниех çемье бюджетне кăштах та пулин хушма тупăш кĕтĕр тесе тăрăшать.
Кăçал "Родник" тепĕр çĕнĕ ĕçе пуçăнчĕ. 10 гектар çине пуçласа севок тума "чернушка" акса хăварчĕ. Çапла техник-строителе вĕреннĕ çын чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пулса тăчĕ. Вăл ертỹçĕ кăна мар, хăех агроном та, экономист та. 2002 çултанпа унăн "Уют" магазин ĕçлет, ял-йыша апат-çимĕç таварĕсемпе тивĕçтерет.
Предприниматель ĕçĕ çăмăл мар. Продукци туса илесси - пĕрре, ăна вырнаçтарасси - тепĕр йывăрлăх. Продукци - йỹнĕ, техника, сĕрмелли-çунтармалли хатĕрсем, имçамсем - хаклă. Тĕрлĕ йышши налогсем, парăмсене тỹлесе татасси... Патшалăх дотаци параймасть. Унăн пуçне те тарăхнă самантсенче пĕрре мар: "Мĕн тума кирлĕ-ха мана çак терт?" текен шухăш пырса кĕнĕ ĕнтĕ. Çавах та вăл вара кăмăла хытарса малаллах талпăннă. Мĕншĕн тесен Александр Петров çирĕп шăнăрлă çын. Йывăр пулсан та, вăл хăй пуçарнă ĕçĕн çимĕçне курать.
И.СОЛОВЬЕВ.
Сăн ỹкерчĕкре: "Родник" ООО ертỹçи Александр Петров хăйĕн ывăлĕпе Сергейпе тулă пуссинче.
Источник: "Ял ĕçченĕ"