30 июня 2015 г.
Республика кунне тата пĕтĕм чăвашсен Акатуйне уявлама "Тăрмăш" халăх фольклор ансамблĕ те хутшăнчĕ. Таçтан та килнĕ пирĕн йăхташсем. Эпир те ытти пултарулăх коллективĕн артисчĕсемпе пĕрле хула урамĕсемпе юрласа утрăмăр, сцена çинче хамăр ăсталăха кăтартрăмăр, ваттисене асăнса юпа çине лентăсем çыхрăмăр. Пирĕн "Хăна пỹрчĕ" те ыттисенчен кая пулмарĕ: хитре алшăллисем, сурпансем, тĕрĕлесе тунă картинăсем, ĕлĕкхи тĕртнĕ кавирпе сак сармисем тата ытти те илем кỹчĕ ăна. "Маттур тăвайсем", - тесе мухтаса хавхалантарса иртрĕç уява килнисем. Кĕреке те наци апат-çимĕçĕнчен тулăх, кăпăклă чăваш сăрине кăмăлласах астивсе пăхрĕç хула çыннисем.
Пирĕн патăрта хăнара Чулхулари "Илем" фольклор ушкăнĕ пулчĕ. Пĕрле чăваш юррисем шăрантартăмăр, ташларăмăр, тăван халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркисене аталантарасси пирки чылайччен калаçрăмăр. Çывăх тăвансем пекех туйрăмăр. Пĕр-пĕрин патне çỹресси çинчен те пулчĕ сăмахăмăр.
Çакăн пек уявсем пĕр-пĕринпе туслаштараççĕ, тăванлаштараççĕ. "Республика тулашĕнче иртекен мероприятисенче пулса курасчĕ-ха", - терĕç "Тăрмăш" фольклор ушкăнне çỹрекенсем.
Е.МАТРОСОВА, фольклор ушкăнĕн ертỹçи.
Источник: "Ял ĕçченĕ"