19 июня 2015 г.
Каникулта пĕрре те кичем мар. Елена Николаевна Матросова вĕрентекенпе пĕрле похода кайса килтĕмĕр. Мĕнле илемлĕ пирĕн тавралăх! Сиплĕ курăксем çинчен нумай çĕннине пĕлтĕмĕр эпир. Шкула чечексем шăварма, çумлама çỹретпĕр. Килте атте-аннене те пулăшатпăр.
Ялти библиотека - пирĕншĕн чи юратнă кĕтес. Клубри мероприятисене те хутшăнма вăхăт тупăнать. "Шуçăм" кружока çỹрекен ачасем "Циркри артистсем" ятпа кулăшла программа хатĕрленĕ. В.Кадикинапа Н.Михайлова клоунсем мыскарасем кăтартса пухăннисене култарчĕç. Верка Сердючка та (А.Федоров) пулчĕ уявра. Эпĕ гимнастика хусканăвĕсем туса кăтартрăм. Вика Симушкина лайăх ертсе пычĕ уява. Унтан ачасемпе клуб умне тухрăмăр: вăйăсем выляттарма юмахсенчи сăнарсем çитрĕç (Г.Цветкова, Е.Иванова, Н.Петрова).
Л.В.Андреева библиотекарь пылак çимĕçсемпе хăналарĕ. "Каникулта та çỹрĕр вулавăша", - терĕ. Е.Н.Матросова фольклор ушкăнне çỹрекенсен репетицийĕсем пуçланнине пĕлтерчĕ. "Пĕчĕк çеç путене" ушкăна пирĕн класри вĕренекенсем çỹреççĕ. Часах ял уявĕ, ăна хатĕрленетпĕр. Çĕнĕ юрă-ташă вĕренетпĕр. Çапла усăллă та хаваслă иртеççĕ çу кунĕсем.
Настя СИМУШКИНА.
Тăрмăш ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"