Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сана, ял-йышăм!

19 июня 2015 г.

Кăçал февралĕн 7-мĕшĕнче Чутейре Христос Турă çуралнине халалласа лартнă чиркỹ хута кайрĕ. 261 çул каяллах пулнă-ха ялта йывăç чиркỹ. Тепĕр 130 çултан ăна çĕнĕрен тунă, каллех йывăçран. Ун çумĕнче 1 класлă прихут шкулĕ те ĕçленĕ. Чиркĕвĕн 49 теçеттин çĕр пулнă. 1911 çулта асăннă шкулта таврари ялсенчен 60 арçын ачапа 13 хĕрача вĕренни паллă. 1934 çулта Чутей чиркĕвне хупнă, çуртра клуб, колхоз правленийĕ, библиотека ĕçлеме тытăннă. Кашни учреждение уйрăм алăкран кĕнĕ. Шалта пỹлĕмсем пĕчĕкех пулман. Эппин, чиркỹ çурчĕ те ирĕк пулнă. 2000 çулсенче районта çĕнĕрен чиркỹсем лартас, пуррисене юсаса хута ярас ĕç сарăлчĕ. Чутейсен те чиркỹ лартас шухăш çуралчĕ. Вĕт чиркỹ пурнăçра пăсăк тумасть. Вăл çынна чун-чĕрипе тасалма пулăшать, ырă шухăшсем вăратать, ырă ĕçсем тума хистет. Чиркỹре çамрăксем венчете тăраççĕ, пĕрне-пĕри ĕмрипе юратса пурăнма сăмах параççĕ. Ача çуралсан, унтах ăна тĕне кĕртеççĕ, хреснашшĕ-хреснамăшне тыттараççĕ. Юлашкисем ачашăн иккĕмĕш ашшĕ-амăшĕ вырăнне. Ача вĕсене ĕмрипе хисеплесе пурăнать, тĕрлĕ ĕçре пулăшать.

Çын вилсен, ăна каллех чиркỹре е киле пачăшкăна чĕнсе юлашки çула юрласа ăсатаççĕ. Тĕнпе çыхăннă уявсем çынна тỹрĕ чунлă, Турă умĕнче яваплă пулма вĕрентеççĕ. Мăнкун, Раштав, Турă шыва кĕни, Кăчăк кĕлли, Çимĕкпе Тройски Иллен, Спас тата ытти уявсем халăхра анлă сарăлнă.

Мăнкун - чи аслă та çутă уявсенчен пĕри. Турра ĕненекенсем ăна вăрах вăхăт хатĕрленсе, типĕ тытса, ырă мар шухăшсенчен, киревсĕр ĕçсенчен пăрăнма, чунпа та, ỹтпе те тасалма тăрăшнипе кĕтсе илеççĕ. Çимĕкре вара масар çине кайса çĕре кĕнĕ ватăсене, тăвансене асăнаççĕ. Вилнĕ çынсене эрех-сăрапа асăнни япăх. Ку, паллах, чиркỹрен тухнă йăла мар, пачăшкăсем ăна сивлеççĕ. Апат-çимĕçпе, ырă сăмахпа асăнни, атте-аннен çутă сăнарне хăвăр ĕçĕрпе, пурнăç йĕркипе тивĕçлĕ пулни хăех пархатарлă пулăм. Çын хăй хыççăн ырă ят хăварма çуралать - акă мĕн паха! Чиркỹ вара тĕн уявĕсене йĕркелесе пырать, çынсене Турă законĕсене пăхăнса тĕрĕс пурăнма вĕрентет. Çавăнпа та Чутейре чиркỹ уçăлнине пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм вырăнне хуратăп. Ял-йыш, чиркỹ настоятелĕ Леонид атте çав тери пысăк ĕç турĕç. Турри хăй суйласа илнĕ пуль çавăн пек çынна. Афган вучĕ витĕр тухнă, çав вăхăтрах чунри сапăрлăха çухатман. Пирвай Тăрмăш чиркĕвне тума хутшăннă, халĕ унтах настоятельте ĕçлекен, халăх хисеплекен, ылтăн ал-ураллă çын çине тăнипе алăкне уçма пултарчĕ Чутей чиркĕвĕ.

Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан, таврари чиркỹсен настоятелĕсем, общественноç представителĕсем хутшăнчĕç. Чиркỹ тăпăлкка та илемлĕ пулса тухнă. Çакна епископ та палăртрĕ. Тăван ял чиркĕвĕшĕн Леонид аттепе шăллĕсем Вячеславпа Алексей, ытти тăванĕсем сахал мар вăй хучĕç. Куполне те хăйсемех хатĕрлесе вырнаçтарчĕç. Строительство ĕçĕсенче хамăр ял çынни, "Чувашэнергон" Кăнтăр электричество сечĕсен ертỹçи Валерий Титов, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи Виталий Гурин, Вениамин Куракинпа çемйи тата ыттисем пысăк пулăшу панă. Пĕрлехи вăйпа, Турă пулăшнипе ăна хута ячĕç.

Çавах та чиркỹ уçăлнипех ĕç вĕçленмен-ха. Çур ĕмĕр ытла Турă законĕсемсĕр пурăннă çынсене халĕ куллен-кун тỹсĕмлĕн тĕрĕс çул çине тухма пулăшса, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентсе пымалла чиркĕвĕн. Ку тăруках пулакан ĕç мар. Унсăр пуçне территорие тирпей-илем кĕртессине те манма юрамасть. Чиркỹрен инçе мар çырма хăяккăнĕнче çăлкуç пур. Пирĕн ачалăхра тарăнран тухакан тăрна куçĕ пек тăрă, шăла шантаракан сивĕ шыв йывăç таканапа шарласа выртатчĕ. Ку вĕт хăех Турă парни! Унта часовня туса лартсан, çветить тунă çăл шывĕнче шыва кĕме меллĕ. Таса çăлкуç патне анма картлашкасем тума пулĕ. Ку - малашлăхра. Леонид атте ăна шухăшласа хунă ĕнтĕ, çав тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултарас пирки чĕптĕм те иккĕленместĕп. Мĕншĕн тесен вăл çунатлă çын. Паян вара ялта халăхшăн сывлăш пек кирлине туса хута янă. Тавах сана, ял-йышăм!

Пурнăçра кашни хăйĕн çулĕпе утать. Турра çывăх е унран инçе çав çул - кашни ăна хăй суйласа илет. Турă патне выртакан çул питех те ансăр, ун тăрăх утма çав тери йывăр. Ăна кашниех утса та тухаймĕ. Çавах та пирĕн пурнăçра тĕрĕс, Турра çывăх çула суйласа илме тăрăшмалла.

Çак вырсарнире Тăрмăш тата Чутей чиркĕвĕсен настоятелĕ Леонид атте 50 çул тултарать. Ял-йыш, прихут çыннисен ячĕпе эпир ăна чун-чĕререн саламласа сывлăхлă кун-çул, тỹсĕмлĕх сунатпăр. Турă пулăшса пытăр ăна çăмăл мар ĕçре.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика