19 июня 2015 г.
Кашни çыннăн кун-çулĕ тĕрлĕрен. Пирĕн аттепе аннене Турри пĕрле пулма пилленĕ пулĕ тетпĕр. Таврара Тăрмăш ялĕнчи Владимир Николаевич Николаева пĕлмен çын сахал-тăр. Ун çинчен район хаçатĕнче те темиçе хутчен мухтаса çырнăччĕ. Унăн ылтăн аллисем ăсталанă ĕç хатĕрĕсемпе чылай çемьере усă кураççĕ. Мăшăрĕ Зоя Григорьевна хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Кампа ĕмĕр ĕмĕрлессине Турă этем çураличченех çырса хурать, теççĕ. Турă çырни хапха умнех килет, текен каларăш та пур халăхра. Çапла пулса тухнă тесе каламалла пулĕ пирĕн аттепе аннен пурнăçĕнче те. Ỹссе çитĕннĕ каччăна юлташĕ кỹршĕ яла, Канаш районĕнчи Микушкана, вăййа чĕннĕ. Çак ялта хитре те маттур хĕрсем пуррине систернĕ. Атте турткалашса тăман, килĕшнĕ. Çакăнта тĕл пулнă пулас мăшăрне. Хỹхĕм те сăпай хĕр тыткăна илнĕ, чĕрине вут хыптарнă. Пĕр-пĕрне юратакан икĕ чĕре пĕрле пулмаллине туйса каччă 1960 çулта Троицăра хĕре килне илсе кĕнĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшсе, паллах. Июнĕн 18-мĕшĕнче вара мăшăрланнине алă пусса çирĕплетеççĕ. 55 çул аттепе анне çемье çулĕпе чыслăн та çирĕп утăмсемпе утаççĕ. Пурнăçра тĕрлĕ пăрăнăç, тенĕ евĕр, çулне яп-яка та тикĕс тееймĕн: хуйхи-суйхи те, телей-савăнăçĕ те, хура пĕлĕт карса илни те, шиклĕ шухăш пуçа чăмăртани те, йывăр сывлăш кăкăра хĕсни те пулнă пулĕ. Пĕрле пулсан йывăрлăхсене парăнтарма çăмăлтарах. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан мăшăр малаллах ăнтăлнă. "Мухтав Турра, мăшăрпа иксĕмĕре нумай çул пурăнма пил панăшăн", - тет атте анне çине çамрăк чухнехи пек савăккăн пăхса. Иккĕшĕ те вĕсем йышлă çемьесенчен. Аттесен - 5 ывăл, аннесен 5 хĕр те 2 ывăл çитĕннĕ. Иккĕшĕн те ашшĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă. Арçын хỹттисĕр тăрса юлнăран вĕсем çамрăклах ĕçре пиçĕхсе, пурнăç тути-масине пĕлсе ỹснĕ. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн аттепе аннене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă, иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем вĕсем. "Анне - çемье ăшши, атте - çемье хỹтлĕхĕ", - теççĕ. Чăнах та, ачасен пуласлăхĕ арçынтан нумай килет. Кил пуçĕ вăйлă, ырă та таса кăмăл-сипетлĕ, çирĕп пулнине, çемье ырлăхĕшĕн тăрăшнине мĕн çиттĕр. Авă мĕн тери капмар кил-çурт, хуралтăсем çавăрнă аттепе анне. Ал ĕç ăсти пулнă май, атте ывăлĕсене те, мăнукĕсене те вĕрентсе пырать. Анне хăтлăхшăн, илемшĕн, тирпейлĕхшĕн тимлет. Вутăш пек вăл, пур ĕçе те ĕлкĕрет: алă ĕçĕ тума та, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те, мăшăрне кил хуçалăхра пулăшма та, мăнукĕсене пăхма та. Мĕн чухлĕ ырă кăмăл-туйăм, чăтăмлăх çак чăваш хĕрарăмĕнче! Çу кунĕсенче картишĕнчи, пахчари чечекĕсем чуна килентереççĕ, хавхалану кỹреççĕ. Чи пахи вара - аттепе анне хушшинчи ăш пиллĕх, халĕ те юрату туйăмĕ 55 çул каялли пекех ялкăшать. "Çемье пирĕншĕн чи малти вырăнта тăнă. Ачасем ăшă йăвара хăйсене телейлĕ туйччăр, тенĕ. Пурнăç илемĕ вăл - пĕр-пĕрне ăнланнинче, хисепленинче тата упрама пĕлнинче", - тет пире анне сĕнỹ-канаш парса. Владимир Николаевичпа Зоя Григорьевна 5 ача пăхса çитĕнтернĕ: пĕр хĕр те тăватă ывăл. Пурне те аслă пĕлỹ илччĕр тесе вăй-хăват çитернĕ. Халĕ 13 мăнукĕпе тата 6 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Пĕчĕк тĕпренчĕкĕсем сывлăхлă çитĕнччĕр, çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе вăй хураççĕ. Çут тĕнчери чи çывăх çынсене курсанах кăмăл çĕкленет, хавас туйăм çуралать. Кỹршĕ-аршă та, ял çыннисем те сума сăваççĕ вĕсене. Ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе çĕнсе илнĕ çак чыс-хисепе. Эпир, ачисем, аттепе аннене изумруд туйпа чĕререн саламлатпăр, çутă хĕвел ăшшипе киленсе, ачусемпе, мăнукусемпе савăнса пурăнмалла пултăр. Чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр, çĕр çултан та иртĕр. Тепĕр 5 çултан çемьен 60 çулхи юбилейне, алмаз туя, тулли кĕрекере, пурте пĕрле пуçтарăнса паллă тăвасчĕ-ха. Тавах сире пуриншĕн те. Пирĕн хушăмăрта Владимир Николаевичпа Зоя Григорьевна пек çынсем ытларах пулччăр. Юратнă ачисем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"