15 мая 2015 г.
Катя Семенова Тăрмăшри вăтам шкулта 8 класра ăс пухать. Лайăх вĕреннипе пĕрлех спортпа та туслă. Тĕрлĕ ăмăртусенче малти вырăнсем çĕнсе илет. Унăн пухмачĕнче - 3 ылтăн, 4 кĕмĕл, 3 пăхăр медальсем. Спорт тĕсĕсенчен ытларах йĕлтĕрпе чупма, волейболла выляма юратать. Турă панă талант татах та пур-ха: концертсенче, уяв каçĕсенче хăйĕн шăпчăк сассипе чуна тыткăнлать. Евгения Ниловна Капитонова хитре саслă хĕрачана пĕчĕккĕ чухнех асăрханă. Юрлас ăсталăхне туптама пуçланă, тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарнă. 2011 çулта "Пурăннă чух асра тытар" конкурс-фестивальте çĕнтернĕ, 2013-2014 çулсенче лауреат пулса тăнă.
Аппăшĕнчен Саша шăллĕ те (1 кл.) юласшăнах мар. Унăн юррисене те куракансем хапăл йышăнаççĕ. Тав хучĕсене темиçе хутчен тивĕçнĕ вăл.
"Мăнукĕсем асламăшнех хывнă," - теççĕ ял çыннисем вĕсем пирки. Нина Григорьевна _ "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕн членĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах купăсне тăсса ярать е ал ĕçне пуçăнать. Мĕнле кăна хĕрарăм капăрлăхĕ хатĕрлемен-ши çак таранччен? Ыттисене те вĕрентме ỹркенмест. Катьăна хитре тухья, кинне хушпу туса панă. Пур ĕçе те пултарать. Мăнукĕсем те тата хăй пекех пултаруллăскерсем!
Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш ялĕ.