13 мая 2015 г.
Çĕнтерỹ ялавĕн копине шкулсене илсе килни, вĕренекенсем ун умĕнче хурал тăни питĕ пĕл-терĕшлĕ пулăм. Çакă çамрăксен патриотизм туйăмне вăйлăрах аталанма пулăшать. Çав самантра хам та питĕ хумхантăм, çамрăклăха аса илтĕм.
...Эпĕ ун чухне Шупашкарта вĕренеттĕмччĕ, мана Мускав хулине Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнче сăн ỹкерттерме ярасси çинчен пĕлтерсен питĕ пăлхантăм.
Музыка училищинче эпĕ комсоргчĕ, аван вĕреннĕ, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, концертсенче юрланă, спектакльсенче вылянă, телевизорпа та кăтартнăччĕ. Вăл вăхăтра фольклор ушкăнĕ çукчĕ Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче. Эпир вара, вокалистсем, ăна йĕркелеме шутларăмăр. Чăваш халăх юрри-ташшисене пысăк сцена çине кăлартăмăр. Çавăнпах эпĕ тивĕçнĕ пулĕ çак чыса.
Пире Мускавра паллă вырăнсене кăтартса çỹрерĕç, Мавзолея та кĕрсе куртăмăр. Чи асамлă самант, паллах, Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнче сăн ỹкерттерни. Кремльте чăн-чăн Çĕнтерỹ ялавне кантăк рама ăшĕнче упраççĕ иккен.
Пирĕнте патриотизм туйăмĕ пысăкчĕ. Хăй вăхăтĕнче октябренок, пионер, комсомолец пулнă. Тимур командисемпе шкулта Р.Г.Антонова аслă пионервожатăй ĕçлетчĕ. Пирĕн ушкăн командирĕ Петр Архиповччĕ. Пĕччен пурăнакан Маруçпа Альтук аппасене пулăшаттăмăр: çĕр чавнă, вутă купаласа панă, хĕлле юр хырнă... Вăл вăхăтра ялта ача-пăча нумайччĕ, кашни килтех 6-8 таранччĕ. Каçсерен свет çутипе ĕçлеттĕмĕр. Разведчиксем пек туяттăмăр хамăра. Тĕлĕнетчĕç пирĕн кинемейсем. Хăйсем те сиснĕ ĕнтĕ эпир ĕçленине. Анчах курмăша "перетчĕç", тав тăватчĕç, чей ĕçтеретчĕç. Яланах ватă çынсене пулăшнă, халĕ те çавах. Хамăр та ватăлатпăр, пире те çамрăксем пулăшасса шансах тăратăп, мĕншĕн тесен пурнăç тытăмĕ çавăн пек пулмалла.
Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш ялĕ.