24 апреля 2015 г.
Тăрмăш шкулĕнче Çĕнтерỹ ялавне илсе килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕç. "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи часовой акци" чи малтан Элпуçĕнче старт илнĕ хыççăн районти ытти шкулсенче те патриотла мероприятисем иртрĕç.
Акă, Енĕш Нăрвашран Çĕнтерỹ ялавне илсе çитерчĕç. Питĕ хумхануллă самант пулчĕ çакă. Халиччен хамăр куçпа курман-çке çакăн пек ялава. Ачасем чуна тивмелле сăвăсем каларĕç. Катя Семенова та хăйĕн юррипе вăрçă хăрушлăхне куç умне кăларчĕ. 1-11 классенчи кашни ачах ялав умĕнче вахтăра тăчĕ. Паллах, çакăн пек акцисем çамрăксен кăмăл-сипетне çирĕплетеççĕ, патриотизм туйăмне вăйлатаççĕ.
Ачасем хисеплĕ хуралта тăнă чух хăйсене мăнаçлăн тытрĕç. Асра юлмалли самант пулни куçкĕрет.
Акци малалла Мучар шкулĕнче тăсăлчĕ.
Е.МАТРОСОВА. Тăрмăшри вăтам шкул.
Источник: "Ял ĕçченĕ"