Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта пурăнма кичем мар

27 марта 2015 г.

Тăрмăшри культура çуртĕнче ĕçлекенсем Лачкасси ялĕнчи хĕрарăмсене уявпа саламлама кайса килчĕç.


Малтанах хĕрарăмсен совечĕн ертỹçи Т.Ялугина салам сăмахĕ каларĕ, пурне те çурхи хĕвел пек ăшăлăх, çирĕп сывлăх сунчĕ.


Ялти сатур чиперккесемпе паллаштарас килет. Венера Алексеевна Николаева малтан Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан яла пурăнма килнĕ, кермен пек кил-çурт çавăрнă. Йĕри-тавра чечексем илем кỹреççĕ, çырма-çатрасенче йывăçсем лартнă, пыл хурчĕсем тытать.


-Ялти пурнăçран лайăххи нимĕн те çук, - тет тулли кăмăлтан. 


Килĕнче вара асамлăх тĕнчи, мĕн чухлĕ тĕрĕ кунта. "Ылтăн алăллă", - теççĕ ун пирки ял çыннисем. Халĕ хĕрарăмсемпе пĕрле ал ĕç кружокĕнче тухья-хушпу, ум çакки ăсталаççĕ.


Зоя Витальевна Семенова та пултаруллă хĕрарăм. Оля Федотова çамрăк пулсан та юрлама-ташлама çỹрет.


Надежда Геннадьевна Лепилина та малтан Шупашкарта пурăннă, шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ, отставкăри подполковник. Надежда Геннадьевна чылай чăх-чĕп усрать хуçалăхĕнче, темĕн тĕрли те пур унта. Качакасене те юратса пăхать. "Ялти уçă сывлăш хăй сыватать", - тет кăмăллăн.


Лидия Николаевна Чернова 30 çул ытла Тăрмăшри вăтам шкулта кĕçĕн классен учительницинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, халĕ килти ĕçсемпе тăрмашать. Анжела Георгиевна Бикинина почтальонкăра ĕçлет, София Алексеевна Александрова канăва тухнă вĕрентекен, халĕ ашшĕпе Алексей Семеновичпа пурăнаççĕ, пыл хурчĕсем тытаççĕ. Людмила Петровна Голубева медицина ĕçченĕ, Анфиса Петровна Семенова инвалид тата ыттисем те пулчĕç уявра. Пĕрле юрларăмăр, ташларăмăр. Вăйăсем те вылярăмăр. Пĕр-пĕрне парнесем патăмăр. Тĕрлĕ апат-çимĕç илсе килнĕ пĕрле ĕçчен кил хуçисем. Эпир те пушă алăпа каймарăмăр. Светлана Николаевна Спиридонова пĕçернĕ пỹремечĕ пурне те килĕшрĕ. Çавăн пек тĕл пулусем ытларах ирттермелле, уйрăмах пĕчĕк ялсенче. Пĕрле ларса калаçни мĕне тăрать, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшни те тем пекех-çке.


Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика