Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр хут çывăхлантăм

17 февраля 2015 г.

Тепĕр хут çывăхлантăм

 Район хаçачĕн пĕр номерне вуламасанах пурнăçран юлнăн туйăнать. Эпĕ астăвасса, аттепе анне, асанне "Ял ĕçченĕ" хаçата çырăнса илетчĕç, юратса вулатчĕç. Район хаçачĕпе çыхăну тытма пуçлани кăçал 40 çул çитрĕ. 1974 çулта, 6-мĕш класра вĕреннĕ чух, пĕрремĕш заметка çырнăччĕ. "Чи лайăх сăвă вулакан" конкурс иртни çинчен хаçатра пичетлесе кăларчĕç. Эпир Галина Цветковапа эрнере икĕ хут Тăвайне çамрăк корреспондентсен кружокне çỹреттĕмĕр. Редакцире те, администраци çуртĕнче те иртетчĕç занятисем. Шкулта вара З.Н.Григорьева чăваш чĕлхипе сочиненисем çырма вĕрентетчĕ. Урокĕсене питĕ интереслĕ ирттеретчĕ вăл. Халĕ те Зоя Николаевна хаçатра вĕрентỹпе воспитани темине хускатать. Кăсăклансах вулатăп статйисене.

 Хамăр ялтан Елена Николаевна Матросован статйисем тăтăшах кун çути кураççĕ. "Тăрмăш" фольклор ушкăнĕн ертỹçи пулнă май, чăвашлăха, ĕлĕкхи йăла-йĕркесене упрас ыйтусемпе нумай çырать вăл. "Ял ĕçченĕ" хаçатра Тăрмăш ялĕн мухтавлă çыннисен ĕçĕ-хĕлне çутатнă статьясене пухса альбом хатĕрленĕ.

 Ытларах ялсене тирпей-илем кĕртесси, депутатсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен паллаштаратăп. Редакцире ĕçлекен Р.Шумова, А.Никитина тата ыттисем тараватлă кĕтсе илеççĕ, кирлĕ сĕнỹсем параççĕ. Вĕсене тав туса малашнехи ĕçре ырлăх-сывлăх сунас килет.

Татьяна ЯЛУГИНА, Тăрмăш ял тăрăхĕн депутачĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика