Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырлăх-сывлăх, мирлĕ пурнăç сунчĕç

03 марта 2015 г.

Ырлăх-сывлăх, мирлĕ пурнăç сунчĕç

 Çăварни ирттерме халăх йышлăн пуçтарăннă. Вĕри чейпе, пылпа, çуллă пĕлĕмпе сăйларĕç. Часах çуна кỹлнĕ, илемлĕ шарсемпе, лентăсемпе, шăнкăравсемпе илемлетнĕ лашасем çитрĕç. Тавах вĕсен хуçисене Иринăпа Алексей Рузавинсене, Татьянăпа Александр Яшуткинсене. Вĕсем çулленех ял ачисене, капăр тумлă хĕрарăмсене Тăрмăш урамĕсемпе çăварни юрри юрлаттарса çаврăнаççĕ. Н.П.Петровпа Н.П.Андреев купăсçăсем хавхалантарса пычĕç вĕсене. Катаччи чупни ача-пăчашăн мĕн тери пысăк савăнăç!

 Мĕнле кăна вăйă пулмарĕ-ши уявра? Олеся Максимова, Ирина Артемьевапа Света Васильева çамрăк амăшĕсем ачисемпе тĕрлĕ тупăшусене хутшăнчĕç. Çăварни карчăккине çунтарса уява пухăннисем пĕр-пĕрне ырлăх-сывлăх, мирлĕ пурнăç сунчĕç. Уява Л.В.Андреевапа Е.Н.Матросова йĕркелесе ертсе пычĕç. М.Моисеевапа А.Петрова икерчĕпе чей ĕçтерчĕç.

 Çăварни ирттерме культура çурчĕ çумĕнчи "Кил хуçи хĕрарăмĕ" кружок, хĕрарăмсен канашĕн членĕсем, ял тăрăхĕн депутачĕсем активлă хутшăнчĕç.

-Ĕлĕкхи йăла-йĕркесене асра тытса, çĕнетсе пыни - лайăх пулăм, - терĕ ял пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан В.В.Николаева. Вăл уявпа саламласа çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, юрату сунчĕ.

Т.ЯЛУГИНА, депутатсен канашĕн ертỹçи.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика