05 декабря 2014 г.
Атте-аннен ăшă кулли, ырă канашĕ, ача-пăчан хаваслă сасси _ мĕн пур-ши çакăнтан хакли, пĕлтерĕшли, таси çак çĕр çинче? Çемье мĕн чухлĕ йышлăрах, çавăн чухлĕ туслăрах, вăйлăрах. Тăрмăшри Николаевсен çемйи çакна аванах çирĕплетсе парать.
Валерий Петровичпа Марина Павловнăна эпир ЗАГС уйрăмне Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне уявлама чĕннĕччĕ. Вĕсем хаваспах килĕшнĕччĕ, çемйипех пуçтарăнса килнĕччĕ. Хăйсем çинчен ыйтса пĕлмесĕр пирĕн, паллах, чун чăтмарĕ.
Валерий Петровичпа Марина Павловна туслăхĕ хаçатри паллашу кĕтесĕнчен тĕвĕленсе кайнă. Йĕпреç районĕнчи Туçа ялĕн хĕрĕпе Тăвай районĕнчи Тăрмăш каччи пĕр-пĕрин патне çур çул çыру çỹретнĕ хыççăн тĕл пулма тытăннă, унтан çемье çавăрнă. Акă ĕнтĕ 14 çул пĕр пурнăç сукмакĕпе утать телейлĕ мăшăр. Халĕ Николаевсен виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнет.
"Хамăр иккĕн çеç пĕр тăван ỹснĕрен пысăк çемье пирки ĕмĕтленеттĕм, - пĕлтерчĕ хĕр чухнехи шухăш-ĕмĕчĕсене Марина Павловна. - Тепĕр тесен, ачасене пăхассинчен хăрамастпăр эпир. Сывлăх пулсан ура çине тăратăпăр-ха".
Çемьере чи асли - 13 çулти Настя. Пур енĕпе те пултаруллă вăл: вĕренỹре "тăваттă" тата "пиллĕк" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнать, юрлама, ташлама юратать.
Тăххăрти Даниил ытти ачисемпе танлаштарсан лăпкăрах. Шкулта та вĕрентекенсем ырлаççĕ ăна. 7-ри Женя пирки вара ашшĕпе амăшĕ тỹрех: "Вăл - пирĕн килти çавра çил", - терĕç. Пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлменскерĕн тус-тантăшĕ темĕн чухлех. Саша кĕçех иккĕ тултарать, ача садне çỹрет. Чи кĕçĕнни вара - икĕ уйăхри Нина. Кил-йыша çĕнĕ "кайăк" хушăннишĕн ашшĕ-амăшĕ çеç мар, ачисем те çав тери хĕпĕртенĕ, ун йĕри-тавра кăна чупкаласа çỹреççĕ.
Николаевсем ачисене пĕчĕкренех хăйсемпе пĕрле ĕçе явăçтараççĕ. Настя - амăшĕн сылтăм алли. Пỹрт-çурта тирпейлеме пулăшать, пĕчĕк Нинăшăн та вăлах яваплă. Ывăлĕсем вара ытларах ашшĕ çумĕнче, кил хуçалăхра пулăшаççĕ. Ачисем ĕç патне туртăннишĕн, кирек мĕн хушсан та ỹркенсе тăманнишĕн тем пекех хĕпĕртеççĕ Валерий Петровичпа Марина Павловна.
Çак çемьене туслăх, пĕр-пĕрне ăнланни, пур ĕçе те пĕрле канашласа туни пĕрлештерсе тăрать. Ыррине шанса, çутă малашлăхпа пуласлăх пирки ĕмĕтленсе пурăнаççĕ Николаевсем. Ачисене çынна юрăхлă, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларасшăн тăрăшаççĕ. "Пирĕншĕн чи пахи - ачасем сывă та телейлĕ пулни. Çакă ĕнтĕ вăл пирĕн пуянлăх. Ăна укçалла илеймĕн. Ачасем пире пурăнма, малалла ăнтăлма вăй-хăват параççĕ", - теççĕ вĕсем.
Ачасен ырлăхне курса нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр Тăрмăшри Николаевсене.
Е.НИКОЛАЕВА, ЗАГС пайĕн специалисчĕ.