24 октября 2014 г.
Тăрмăшри информаципе культура центрĕнче интереслĕ тĕл пулу иртрĕ. Ăна культура çулталăкне халалларĕç. Программăна "Тăрмăш" халăх ушкăнĕ уçрĕ. Халăх юррисене шăрантарчĕç вырăнти артистсем.
Культура ĕçĕнче чылай вăхăт вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисене, 1954 çулта Мускавра Кремльте юрланисене чĕнтĕмĕр асăннă мероприятие. Малтан вĕсем ал ĕç ăстисен куравĕпе паллашрĕç. Ялти хĕрарăмсем питĕ чаплă япаласем ăсталанă. Оксана Алексеевна Иванова вĕтĕ шăрçасемпе тĕрлĕ ỹкерчĕксем хатĕрлесе рамкăсене вырнаçтарнă. Зоя Витальевна Семенова чăваш хĕрарăмĕн тумтирĕн япалисене _ ум çакки, масмак, тевет, тухья - илсе килнĕ. Пурне те хăй тунă. Венера Алексеевна Николаеван çыхнă япалисем те тĕлĕнтерчĕç çынсене.
Ачасем те хутшăнчĕç курава. Вĕсем ỹкерчĕксем тунă, пахча çимĕçрен тĕрлĕ япаласем ăсталанă. Настя Симушкинан "Тăмана чĕпписем", Вика Степанован "Юмахри чĕрĕп", Дарина Андрееван "Асамлă карап", Лева Матросовăн "Юмахри çĕленсем", Есения Петрован "Пакша пуянлăхĕ", Карина Васильеван "Ылтăн йăвача", Павлик Корниловăн "Кĕрхи чечексен пуххи" ятлă ĕçĕсем чи илĕртỹллисем пулчĕç. Арина Яшуткина хăйĕн ĕçне "Чечексен уçланкинче" ят панă. Чечексене тĕрлĕ пахча çимĕçрен ăсталанă хĕр ача. Маттур, Арина! Ытти япаласем те пулчĕç куравра. Ачасене Тав хучĕсемпе пĕчĕк парнесем парса чысларĕç.
Юлашкинчен çавра сĕтел хушшинче пурте пĕрле пылак чей ĕçрĕмĕр, çавна май калаçăва малалла тăсрăмăр. Культура ветеранĕсем хăй вăхăтĕнче мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕç. Вĕсенчен вĕренмелли нумай пирĕн.
Е.МАТРОСОВА, "Тăрмăш" халăх фольклор ушкăнĕн ертỹçи.
Сăн ỹкерчĕкре: "Тăрмăш" халăх ушкăнĕпе культура ĕçĕнчи ветерансем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"