19 сентября 2014 г.
Те Тăрмăшра çуралса ỹснĕрен, мана хамăр ялтан илемли çук пек туйăнать. Яла пырса кĕнĕ çĕрте - стадион, капмар çуртсем, чиркỹ, администраци çурчĕ, шкул, садик вырнаçнă асфальтлă çулăн икĕ енĕпе. Пур çĕрте те тирпей-илем хуçаланать, хитре чечексем куçа илĕртеççĕ. Шкул территорийĕнче, чиркỹ, палăк, Тăрмăшри культура çурчĕ умĕнче клумбăсем тунă. Вĕсене çăвĕпе çум курăкран тасатса, сапса тăраççĕ. Çапла, тĕрлĕ сортлă пулнăран мĕн хĕле кĕричченех иртен-çỹренĕн чун-чĕрисене килентереççĕ чечексем. Кашниех хăйсене çирĕплетсе панă территорие тасатса тирпейлесе тăрать, тасалăхшăн тимлет.
Ялне те халĕ, малтанхи çулсемпе танлаштарсан, чылай ырă улшăнăва асăрхатăн. Çырмасене тасатнă, масара типтерлесе тăраççĕ, урамсенче те ĕлĕкхи пек çỹп-çап сапаланса выртмасть. Çакăнта депутатсен те тỹпи пысăк (Тăрмăшра тăххăрăн вĕсем, Лачкассинче - пĕрре). Манăн кăштах вĕсен ĕçĕ-хĕлне çутатса парас килет.
Людмила Ивановна Матросова - пĕрремĕш округри депутат. Вăл урамсем таса та тирпейлĕ пултăр тесе нумай тимлет. Çырмари çỹп-çапсене, тарасасене тасатсах тăраççĕ. Ку ĕçе депутатпа пĕрле Алена Николаева, Любовь Иванова, Татьяна Пикишкина хастаррăн хутшăнаççĕ. "Пулăшу ыйтсан нихăçан та айккине пăрăнмаççĕ. Ачисем те ашшĕ-амăшĕпе пĕрле субботниксенче ĕçлеççĕ. Урамсен сăн-сăпачĕ куç умĕнче хитреленсе пырать. Тумалли чылай-ха. Акă тараса йĕри-тавра карта тытас ĕмĕт пур. Халăх сурать, кỹлĕ пулать, тенĕ ваттисем. Пĕрле тытăнсан ĕç пурнăçланатех", - тет кăмăллăн Людмила Ивановна.
Иккĕмĕш округпа депутат пулма Татьяна Алексеевна Семенована шаннă. Ялти мероприятисенче хастар вăл. Тăрмăшри культура çуртĕнче ирттерекен уявсенче те маттур. Кĕскен каласан, кирек мĕнле ĕçре те пуçаруллă хĕрарăм.
Виççĕмĕш округпа депутат пулнă май, хама пулăшакансемпе хавхаланатăп. Кăçал эпир пĕчĕк парк тăвас терĕмĕр. Качака пахчи тесен пурте пĕлеççĕ çав вырăна ялта. Çуркунне пурте пĕрле кар тăрса тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Анчах чунсăр çынсем каллех унта тĕрлĕ çỹп-çап пăрахса тавралăха варалаççĕ. Ун пеккисене ответ тыттармаллах тесе шутлатăп. Парк хывнă çĕрте нумаййăн ĕçлерĕмĕр: Е.Петрова, З.Чкалова, В.Дмитриева, Светланăпа Петр Кузьминсем, Н.Андреев, Р.Корнилова, З.Потапова, Е.Матросова, Николайпа Юлия Афанасьевсем т.ыт.те. Н. Афанасьев чылай йывăç лартрĕ, шăрăх çанталăкра вĕсене шăварса тăчĕ.
Чапаев урамĕнчи З.Максимова, Г.Ефимова ывăлĕсемпе, кинĕсемпе урама, çырмана тирпейлесех тăраççĕ. Ку урамри çула №300 м№ чул сарма хытарма пуçланă. Уйрăмах И.Иванов, Русланпа Артем Николаевсем, П.Николаев, И.Семенов нумай вăй хучĕç.
Светлана Николаевна Спиридонова (4-мĕш округ) пуçарăвĕпе кăçал ял уявне çĕнĕлĕх кĕртрĕмĕр. Тăрмăшра тăватă кас. Вĕсенчен кашниех пĕчĕк кил-картиш туса чăвашсен тĕрлĕ уяв йăли-йĕркине кăтартрĕ.
Шаланкассисен (Звенислава Алексеевна Андреева, Зоя Петровна Григорьева, Любовь Алексеевна Агафонова депутатсемпе вĕсене пулăшакансем А.Антоновпа В.Кузьмина) кил-çурчĕ хăтлăхĕпе илĕртрĕ пухăннисене. Куравра темĕн те пур. Кунтах - хăмла шалчи, тин татнă "симĕс" ылтăнран тунă кăпăклă сăра, кĕр çимĕçĕсем, ал ĕç ăстисен япалисем №В.Кузнецова, Г.Тихонова хатĕрленĕ№. З.Григорьева хăй çырса кĕвĕленĕ "Сывă пултăр, Тăрмăш ялĕ" юрра шăрантарчĕ. И.Суракина çĕнĕ пылпа сăйларĕ хăнана пыракансене, Н.Андреев вара тутлă шỹрпе çитерчĕ. Кĕр сăри уявне Л.Андреева йĕркелесе пычĕ.
Шуркаçсем мăнкун йăли-йĕркине сăнларĕç. Сĕтел çинче ĕлĕкхи пек çĕр улмипе йỹçĕтнĕ купăста, тăварланă хăяр, çăмарта. "Христос чĕрĕлнĕ!"_ тесе пырса кĕчĕ хăнана чи малтан Н.Андреев. Минтер çине лартрĕç ăна, çăмарта пачĕç. Чăвашсен йăли çаплалла. "Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп ĕрчетĕр, кил-çуртра яланах хĕрт-сурт пултăр",- терĕ вăл. С.Спиридонова уявпа паллаштарчĕ, Е.Иванова кăпăклă сăра ĕçтерчĕ. Кунти курава Венера Алексеевна Николаева депутатпа О.Федотова хатĕрленĕ. Н.Андреев тутлă хашлама пĕçернĕ хăнасем валли.
Мишеркассисен çуртĕнче - ĕлĕкхи хресчен кил хуçалăхĕ. Кĕр мăнтăрĕпе хăна-вĕрле пухса пысăк ĕçкĕсем тунине, çамрăксем ĕçленĕ вăхăтра, ваттисем ача пăхнине сăнласа пачĕç. Акă, пĕр ачи сăпкара, тепри асламăшĕн чĕрçи çинче, виççĕмĕшĕ урайĕнче чупать. Ертсе пыраканĕ - Е.Матросова. Т.Семенова килен-каяна кăпăклă сăра, О.Капитонова тин пĕçерсе кăларнă кăпăшка çăкăр астивсе пăхма сĕнет.
Анаткассем патне çитсен чăнах та тĕлĕнмелли нумай пулчĕ (5 тата 6 округсенчи Е.Андреевапа З.Матросова депутатсем). Улах лараççĕ кунта: пĕри нуски çыхать, тепри çăмха пĕтĕрет, çăм арлаканни те пур (В.Поликарпова, Ю.Иванова, Т.Щетинина, Р.Николаева, З.Павлова, Е.Максимова сăнласа пачĕç).
Елена Александровна кĕскен улах йĕркипе паллаштарчĕ. Л.Максимова, В.Степанова, С.Васильева пулă шỹрпи çитерчĕç. Улах юррине Г.Павлов хатĕрленĕ.
Комисси членĕсем - чăваш халăх артисчĕ С.Иванов, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Чайкин, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Г.Павлов, ветерансен вырăнти канашĕн председателĕ М.Суракин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин кил картишсен ĕçне пысăк хак пачĕç. Халăх та кăмăллă юлчĕ. Н.Петров купăсçă вара пурне те хавхалантарса пыма ĕлкĕрчĕ.
Тепĕр икĕ кунтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин уява пĕтĕмлетме депутатсене канашлăва пухрĕ. Ку тĕл пулу юлашки пуласса никам та шутлама пултарайман. Пурне те ырларĕ, пире, депутатсене, тав турĕ, татах та лайăхрах ĕçлесчĕ, яла малалла аталантарса пырасчĕ, татах та илемлĕрех тăвасчĕ, терĕ. Чăвашлăха упрасси пирки те асăнчĕ.
Чăнах, мĕн чухлĕ ĕç туса ирттерчĕ Владимир Валерианович юлашки вăхăтра. Ача-пăча, хоккей площадкисенчен халăх татăлмасть, урамсене чуллă çул сартарчĕ. Пур çĕре те ĕлкĕретчĕ. Ăçта мĕн юрăхсăра тухнă (е шыв çук, е çутă) - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ унта. Çимĕк умĕн ял çыннисемпе масар тасатма каятпăр. Вăл пире хавхалантарса тăратчĕ, çанă тавăрса пĕрле ĕçлетчĕ. Пурин валли те ăшă сăмах тупатчĕ. Унăн ырă ĕçĕсене çырса та пĕтерейрес çук. Çул çинчи хăрушă инкек ĕмĕрлĕхех уйăрчĕ ăна пирĕнтен. Мĕн тери çитместĕн эсĕ пире.
Эпир, депутатсем, ял халăхĕ, В.В.Разин сăнарне яланах асра тытăпăр. Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ, Турă шыва кĕнĕ кун тĕлне халăх валли шыва кĕмелли тăвасшăнччĕ. Вырăнне те пăхса хăварнăччĕ. Ял-йышпа кар тăрса, нимелле тăрăшса (тен, спонсорсем те пулăшĕç) Владимир Валериановичăн ĕмĕтне пурнăçласчĕ.
Эпĕ депутатсене ăнăçу, ял халăхĕпе пĕрле ăнланса ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунасшăн.
Татьяна ЯЛУГИНА, ял тăрăхĕн депутачĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: В.Разин ял активĕпе пĕрле.
Источник: "Ял ĕçченĕ"