15 июля 2014 г.
Тăрмăшри Плеханов урамĕнче пурăнакансем 2010 çултанпа кĕр мăнтăрĕпе уява пухăнаççĕ. Кăçал ăна маларах, Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕпе çыхăнтарса, ирттерчĕç. Йыш та хушăнчĕ хальхинче. Пирĕн кỹршĕсем - Мичурин урамĕнчи çемьесем - пĕрле уявлама кăмăл турĕç.
Туслă, юратупа килĕшỹре пурăнакан çемьесем пуррипе пирĕн патшалăхăмăр тĕреклĕ те вăйлă. Ял та аталанса, илемленсе пырать. Пысăк ĕç тумалла-и е кам та пулин чирлесе ỹкнĕ, тепĕрне сĕнỹпе канаш кирлĕ, йывăрлăх сиксе тухнă, яланах хатĕр пирĕн кỹршĕсем пĕр-пĕрне пулăшма. Тепĕр чухне, сăмахран, утă-улăм кĕртнĕ чух хуçисенчен маларах та çитсе тăраççĕ уя.
Ял-йышра уйрăмах çак çемьесене асăнса хăварас килет: Григорьевсене - Василий Петровичпа Альбина Егоровнана, Юрий Петровичпа Зоя Петровнана, Валерий Петровичпа Татьяна Петровнана; Ивановсене: Владимир Алексеевичпа Любовь Якимовнана; Петуховсене: Виталий Владимировичпа Нина Степановнана тата ыттисене те.
Пурнăç сукмакĕпе чылай çул килĕштерсе пурăнакансенчен пирĕн, çамрăкраххисен, вĕренмелли сахал мар. "Çавра сĕтел" йĕркелесе аслăраххисен пултарулăхĕпе, пурнăç опычĕпе паллашасси ырă йăлана кĕрсе пыни савăнтарать. Чăнах та, ĕнтĕ, шăкăл-шăкăл, тату пурăннине мĕн çиттĕр? Ырă пуçарусенче те вĕсем пире яланах пулăшса пыраççĕ.
Уява ялти библиотекăра ĕçлекен Любовь Андреева уçрĕ. Пурне те тăнăçлăхпа юрату, телейпе ырлăх сунчĕ. Шупашкарти университет студентки Александра Прокопьева çак тĕлĕнмелле те çутă уявăн историйĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Уяв кĕреки тулăх пулчĕ. Ăна хатĕрленĕ вăхăтра арçынсем шашлăк турĕç. Ачасем вăйăсем выляса савăнчĕç, тупăшрĕç. Аслисем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Юрларĕç, ташларĕç. Ĕлĕкхи, хальхи кĕвĕсем шăранчĕç. Упăшкисем хăйсен мăшăрĕсене салтак тỹми чечекĕн (ромашка) çыххисемпе савăнтарчĕç.
Уявра 60 çын та ытла пулчĕ. Ăна ятарласа хатĕрленĕ программа тăрăх ирттертĕмĕр. Урам праçникне тепĕр çул та паллă тума килĕшсе татăлтăмăр.
Л.АНДРЕЕВ . Тăрмăш ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"