25 февраля 2014 г.
Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă турнира 10 шахматист хутшăнчĕ. 20 минутлă регламентпа иртнĕ вăйăсенче 2 шахматист кăна çухатусăр пычĕ: А.Афанасьевпа И.Соловьев. Пĕрремĕшĕн – 3 çĕнтерÿ те 6 ничья, 2-мĕшĕн – 6 çĕнтерÿ те 3 ничья (7,5 очко). Газ участокĕн начальникĕ В.Семенов 6,5 очкопа 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. К.Григорьев та 6 очко пухнă, анчах коэффициент А.Афанасьевăн пысăкрах, 3-мĕш вырăна вăл тивĕçрĕ. Турнир спонсорĕ А.Семенов 5,5 очкопа 4-мĕш вырăна тухрĕ. 5 минутлă блицра К.Григорьев çĕнтерчĕ (5,5). Харăсах виççĕнтен В.Семенов, В.Дмитриев, И.Соловьев – 5-шер очко пухрĕç.
Çитес шăмат кун шахмат клубĕнче район чемпионачĕ пуçланать, 10 сехетрен кая юлмасăр пухăнма ыйтатпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: ăмăртусен вăхăтĕнче.