21 января 2014 г.
Январь уйăхĕн пуçламăшĕнче Тăрмăшра йĕлтĕрпе чупассипе уçă ăмăрту иртрĕ. Ăна вăйлă спортсмена, пуçаруллă ĕçчене, “АгроДеталь” общество директорĕнче ĕçленĕ Владимир Лукина халалланă. Пурăннă пулсан январĕн 6-мĕшĕнче Владимир Михайловичăн 53 çулне паллă тумаллаччĕ.
Йĕлтĕр йĕрĕ çине 130 ытла çын тухрĕ. Канаш хулинчен, Комсомольски, Вăрмар, Куславкка, Шупашкар районĕсенчен килнĕ йĕлтĕрçĕсем ăмăртусене татах та çивĕчлетрĕç. Владимир Михайлович пуçарнипе йывăçран тума пуçланă трассăна халĕ сăрт урлă каçарнă ĕнтĕ. Николай Георгиев, Валерий Афанасьев, Николай Алексеев ăна хытарса майлама пулăшнă.
Малти 3 вырăна йышăннă тĕрлĕ ÿсĕмри 54 спортсмена асăнмалăх медаль, кубок, парне, диплом парса чысланă. Кубокĕсене Сергей Хумышев хăйĕн шучĕпе хатĕрлеттернĕ. Йĕлтĕрçĕсене чыслама В.Ванерке, В.Чайкин, О.Ломоносов, В.Разин, Викт. Николаев, Ю.Алексеев, В.Алексеев, В.Шерне, А.Салканов, А.Краснов, Л.Симушкина, Вяч.Николаев, С.Илларионов, Л.Канясев, В.Краснов укçа-тенкĕпе пулăшнă.
Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, Шупашкарта олимп факелне йăтса чупнă Владимир Григорьев саламланă. В.Лукинăн мăшăрĕ Надежда Вениаминовна, Наталияпа Елена хĕрĕсем, Александр ывăлĕ спортсменсемпе ăмăртăва йĕркелекенсене тав тунă.
Р.ШУМОВА. Сăн ÿкерчĕкре: старт умĕн.