Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрмăшра – шашка уявĕ

14 июня 2013 г.

Тăрмăш – районти спортпа чи туслă ялсенчен пĕри. Кунта волейбол, футбол, йĕлтĕр спорчĕ, кире пуканĕ çĕклесси, сĕтел çи теннис, шашкăлла тата шахматла вылясси, кĕрешÿ лайăх аталаннă. Çакă та паха: тăрмăшсем спортăн чылай енĕпе районта кăна мар, республикăра та ял чысне çÿлте тытаççĕ.

Шашка вăййи пирки уйрăммăн палăртас килет. Тăрмăшран республикăри пĕртен-пĕр тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ (çыру çÿретсе выляссипе) Василий Семенов, республика чемпионĕн ятне, республика кубокне темиçе хутчен выляса илнĕ Юрий Владимиров тухнă. Ялта çак вăййа аталантарас ĕçре, спорт мастерĕн кандидачĕн Александр Афанасьевăн тÿпи пысăк.

Акă иртнĕ шăмат кун Тăрмăшра Николай Разин кандидатăн асăну турнирĕ пулчĕ (пурăннă пулсан, Николай 50 çул тултармаллаччĕ, анчах шăпи синкерлĕн татăлчĕ). Чăннипех шашка уявĕ пулса тăчĕ çак турнир. 30 ытла шашист хутшăнчĕ унта (пирĕн районта унашкал пысăк турнир нихçан та пулман). Вĕсен хушшинче Мускав гроссмейстерĕ Андрей Калачников, тĕнче шайĕнчи мастерсем Вячеслав Суховичпа (Молдавирен, халĕ Шупашкарта пурăнать) Василий Семенов (Тăрмăш), Олег Михайлов, Николай Дмитриев, Михаил Ефимов, Валерий Наумов мастерсем, Юрий Владимиров, Александр Афанасьев кандидатсем (иккĕшĕ те Тăрмăшран) вылярĕç. Мари Республикин чи вăйлă шашисчĕсем пиллĕкĕн килнĕ, çав шутра Михаил Глизерин мастер. Турнирта кĕтнĕ пекех Мускав гроссмейстерĕ А.Калачников çĕнтерчĕ. 9 очко илме май пур çĕртен 8 очко пухрĕ вăл. В.Суховичăн та çак кăтартăвах, анчах коэффициент пĕчĕкрех. М.Глизерин (Йошкар–Ола) мастерăн – 7 очко. 4-мĕш кăтарту – О.Михайлов мастерăн (6 очко). 5–8 вырăнсене В.Семеновпа А.Афанасьев, Н.Ларионовпа Ю.Фоминых пайларĕç (5,5 очко). Юрий Владимиров кандидат, Н.Дмитриев мастер (Вăрмар районĕ) 5-шер очко пухнă 4 шашист шутĕнче пулчĕç. Шкул ачисем хушшинче IV класра вĕренекен Никита Ефремов (Шупашкар) палăрчĕ. Тăвай шкулĕнчи Андрей Борисов Н.Ларионов кандидата çĕнтерме пултарчĕ. А.Афанасьев кандидат гроссмейстерпа тан кĕрешрĕ, унран шашка та выляса илчĕ, анчах хумханнипе çухалса кайрĕ те çухату тÿсрĕ. Турнир умĕн гроссмейстер 20 хăма çинче сеанс пачĕ, пур тĕл пулăва та выляса илчĕ. Шашка вăййине хисепленĕшĕн вăл тăрмăшсене тав турĕ.

Разинсен çемйи те хутшăнчĕ уява. Николай Алексеевичăн мăшăрĕ Надежда Владимировна, ачисем Алексейпе Настя мăшăрĕпе ашшĕне асра тытнăшăн, çапла пысăк чыс тунăшăн пурне те тав турĕç. Турнира хутшăнакансене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, унăн çумĕ В.Чайкин, Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин, шкул директорĕ С.Николаева саламларĕç. Участниксене пурне те апат çитернĕ.

Асăну турнирĕ чăннипех çÿллĕ шайра иртрĕ. Ăна йĕркелесе ирттерес енĕпе Н.Разинăн юлташĕ Василий Семенов полковник нумай тăрăшрĕ, хăех спонсор пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсене пурне те укçан тата медальсемпе хавхалантарнă, урăх районсенчен килнисене Э.Ушаков тавра пĕлÿçĕ Тăрмăш ял историйĕ çинчен иккĕмĕш хут хушса кăларнă сумлă кĕнекене парнеленĕ.

Çакнашкал сумлă турнирсем районти шашка аталанăвĕ çине ырă витĕм кÿрессе шанас килет.

А.ШИШОВ, асăну турнирĕн участникĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика