Тăрмăш ялĕ çинчен пирвайхи хут 1565–1567 çулсенче тухнă “Писцовая книга города Свияжска и уезда” кĕнекере асăннă. Унта 1563 çултанпах ял Тăрмăш ятлă юхан шыв хĕрринче вырнаçнине палăртнă.
Архив докуменчĕсем тата ватă çынсем каланă тăрăх, ял малтанах Хура çăлпа Хыр кут "ватă хыр ÿснĕ" текен вырăнта вырнаçнă. Пÿртсене вăрманта ратне-ратнепе, кама ăçта килĕшнĕ, çавăнта лартнă.
1565–1567 çулсенче Логов улпутăн çĕрне виçсе Нăрваш сали (Русские Норваши) ялне ăна панă. Çавăнтах Тăрмăш çĕрĕсем те ун аллине куçнă. Тăрмăшсен вара ирĕксĕрех урăх çĕре куçмалла пулнă. Пĕр пайĕ уйрăлса Тăрмăш шывĕ урлă каçса шурлăхлă вырăнта, Лачкасси ялĕ йĕркелесе янă. Тепĕр пайĕ малалла хĕвел анăçнелле, вăрманалла, çул тытнă. Ватăсем каланă тăрăх, вĕсем Курăс кÿлли (Чулкаç çырминчи вăрманта ятарласа тунă пĕве) патне çитесшĕн пулнă, анчах та урапа кÿлнĕ лашасем Йÿçлĕ вар çырми урлă каçнă чухне пута-пута ларнă. Ку вăл хальхи Садовая урамĕнчи Скороходовсен хуçалăхĕ патĕнче пулнă. Малалла каяйман пирки халăх Йÿçлĕ варпа Чишка çырмисем хушшинче пĕр пĕчĕк уçланкăна чарăнса çуртсем тума пикеннĕ. Çакăнтан пуçланса кайнă та ĕнтĕ Тăрмăш ялĕ.
Çапла вара Хура çăлпа Хыр кут тавралăхĕнче Тăрмăш ялĕнчен икĕ кас çуралнă: Лачкасси – “лачака”, Шуркасси (Шуркаç) – “шурлăх” сăмахсенчен. Кашни касра миçе хуçалăх пулнине калама йывăр. Петĕр патша вăхăтĕнчи 1710 çулхи ландрат перепиçĕ кăтартнă тăрăх (ялсем пуçланнăранпа 150 çул иртнĕ) Лачкассинче – 9, Аслă Тăрмăшра 16 хуçалăх пулнă. Ахăртнех, куçса килекенсем 10–12 çемье çеç пулнă. Вĕсем малтан Тăрмăш шывĕн сылтăм, кайран сулахай енчи вăрмана каçса çуртсем лартма пуçланă.
Хăш-пĕр кăтартусем тăрăх, сулахай енче ÿссе ларнă Кĕçĕн Тăрмăша çĕнĕрен куçса килнĕ çынсем йĕркелесе яни, унăн ячĕ те урăхла пулни курăнать. Çакна калама пулать, архив докуменчĕсенче Аслă Тăрмăшпа Кĕçĕн Тăрмăш ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче шутланса тăраççĕ.
Халăх йышĕ вăрман касса ака-суха тумалли, утă çулмалли уйсем хатĕрленинчен хăвăртрах ÿснĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ ХVII ĕмĕрте кунта пурăнакансенчен пĕр пайĕ уйрăлса кăнтăр еннелле, Кĕтне шывĕн леш енне куçнă. Унта Кĕçĕн Пăла (Малая Була) шывĕ хĕрринче тепĕр Тăрмăш ялĕ (Уразмаметево) пуçарса янă. Вăл халĕ Елчĕк районне кĕрет. Кунта çĕр тулăхлă пулнă.
Вăрман касса кил-çурт çавăрма çав тери ĕçчен пулмалла. “Тăрмăш” ял ячĕ те çавăнпах çыхăннă пулĕ. Пĕр енчен тăрмăш – пурнăç тени, тепĕр пĕлтерĕшĕ – ĕçле, тăрăш, тăрмаш, тени. Чăнах та, тăрмăшсем чăтлăхра сĕм вăрман касса пурнăç çавăрма пултарнă. Çĕршер çул Лачкасси, Аслă Тăрмăш, Кĕçĕн Тăрмăш пĕр ял тытăмĕ шутланнă. Вĕсен ани-çаранĕ, вăрман пĕрле пулнă.
ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче асăннă ялсен тытăмлăхне пĕтернĕ. Тăрмăш уйрăм ял пулса тăнă. Вăл тăватă касран шутланнă: Шуркаç, Мишер, Шаланк, Анаткас.
1929–1930 çулсенче ялăн пĕр пайĕ хĕвел анăçнелле хăйсен çĕрĕ çинех куçса ларнă, çĕнĕ икĕ ял йĕркелесе янă: Хучель тата Микушка. Халĕ вĕсем Канаш районне кĕреççĕ.
Çапла вара Тăрмăш тăватă ялăн амăшĕ пулса тăрать: Лачкасси, Тăрмăш (Уразмаметево), Хучель, Микушка.
1930 çулта Тăрмăшра колхоз йĕркеленнĕ. Унăн ячĕ – “Тăрмăш”. Каярахпа вăл Ленин ячĕллĕ пулнă. Унтан та маларах ялта “Шавканиç” ятлă юлташлăх пулнă (ТОЗ – товарищество по совместной обработке земли), анчах та часах саланнă.
Ялта унтанпа 15–17 çĕнĕ ăру çуралса ÿснĕ, патшалăх йĕрки те темиçе хутчен улшăннă. Тăрмăшсем çĕр-шыв нушисене ыттисемпе чăтса ирттернĕ, çĕнтерĕвĕсене пĕрле туптанă.
Тăрмăш – аталаннă ял. Кунта 600 кил, 1500 пурăнакан. Ялта икĕ хутлă учреждени çурчĕсем çĕкленнĕ: администраци, шкул, ача сачĕ, культура керменĕ, 4 магазин, врач офисĕ. Ял витĕр асфальт сарнă. Урамсене, çулсене тÿрлетеççĕ, хуçалăхсене шыв, газ кĕртнĕ. Пур килте те тенĕ пекех çăмăл машина, компьютер, интернет пур.
Кашни ăрăвăн хăйĕн шăпи. Анчах та чи пархатарли – çын хăйĕн историне пĕлни, пурнăç пуçлакансене ас туни, вĕсене хисеплени, пулас ăру патне çитерни. Тăрмăшсем юлашки пилĕк çул хушшинче ял историне тĕпчесе виçĕ кĕнеке кăларчĕç: ял, шкул историйĕ тата фронтовиксен астăвăмĕ. Ял-йыш ыйтнипе тата нумай анлăлатса ял историйĕ çинчен тепĕр кĕнеке пичетлеме тăратнă.
Ял депутачĕсен йышăнăвĕпе кăçалхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тăрмăш 450 çул тултарнине паллă тăваççĕ. Чыс та мухтав ваттисене, историне тĕпчекен, хисеплекен, астăвакан ял-йыша. Тăрмăш тăрмашать – пурнăç тăвать.
Э.УШАКОВ, “Тăрмăш ялĕн историйĕ” кĕнеке авторĕ.