Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв туслăха çирĕплетет

05 июля 2011 г.

Республика кунне хутшăнма эпир, Тăрмăшри Матросовсем, зонăри смотр-конкурсра çĕнтернĕ хыççăн тивĕç пултăмăр. “Тăванлăха” (çапла ят патăмăр ушкăна) ашшĕ-амăшĕпе ачисем пĕрле 18-ăн пуçтарăнтăмăр. Шупашкарти аслă шкулсенче вĕренекен Евгений Алексеевпа Евгений Семенов та çав кун экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн пирĕн туслă йыша хушăнчĕç.

Эпир сцена çинче чăваш халăх юррисене шăрантартăмăр. Туйпа çыхăннă юрă-ташă та пулчĕ репертуарта. Вăйă та вылярăмăр. Чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕркине упраса хăварасси, малалла аталантарасси – çак тĕп тĕллеве тĕпе хурса хатĕрлерĕмĕр хамăр программăна. Кашни номерех куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. “Маттур!”–тесе кăшкăракансем те пулчĕç. Пире диплом, ачасене пылак çимĕç парса хавхалантарчĕç. Чăваш радиожурналисчĕсем уйрăм кăларăм хатĕрлерĕç. Шел, итлеймерĕмĕр ăна.

Концерт хыççăн чăваш тумĕсемпе хула тăрăх мăнаçлăн çÿрерĕмĕр. Саха-Якутинчен, Мускавран, Санкт-Петербургран тата ытти çĕртен килнĕ хăнасем пирĕнпе хаваспах сăн ÿкерттерчĕç. Ачасем вара каруççельпе ярăнса савăнчĕç.

Хамăр ентеш А.С.Петров “Сăра музейне” илсе кайса кăтартрĕ, тутлă та кăпăклă чăваш сăрипе сăйларĕ. Кунта та эпир халăх питĕ ыйтнипе репертуарпа тепĕр хут паллаштартăмăр. Ытларах хамăр енчи чăваш юррисене шăрантартăмăр. Тавтапуç Анатолий Сергеевича пире сума сунăшăн. Вăл Шупашкарти больницăра ĕçлет. Республикăра та, районта та нумайăшĕ пĕлет ăста тухтăра.

Республика кунĕнче эпир çавăн пекех Чăваш Енри тĕрлĕ районти юрă-ташă ăстисемпе те тĕл пултăмăр, вĕсен енчи йăла уявĕсемпе интереслентĕмĕр. Яла килес умĕн Комсомольскинчи фольклор ушкăнĕпе пĕрле юрларăмăр-ташларăмăр. Пĕр-пĕринпе курса калаçни, çĕнĕлĕхпе ĕçре усă курни питĕ паха. Тĕллевсем пысăк, хамăрăн культура çурчĕ çумĕнчи “Çăлкуç” фольклор ушкăнĕн репертуарне, тумсене çĕнетмелле. Уява хутшăннă тăвансене пурне те ырлăх-сывлăх пултăр. Пире илсе кайса килнĕ водителе те ырă çул сунатпăр. Тăрмăш ял администрацине пулăшнăшăн пысăк тав сăмахĕ каласшăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика