Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Хаваслă пушмак” конкурсра

08 февраля 2011 г.

Сивĕ çанталăка пăхмасăр Тăвайĕнчи культурăпа кану çуртне ялсенчи ача сачĕсене çÿрекенсемпе шкулсенче вĕренекенсен “Хаваслă пушмак” ташă конкурсĕ пулса иртрĕ. Унта хутшăнакансене хавхалантарма Тăвай шкулĕнче вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, кукашшĕ-кукамăшĕсем, аслашшĕ-асламăшĕсем те пуçтарăнчĕç. Залра пушă вырăн пулмарĕ. Ура çинче тăракансем те пурччĕ. Конкурс 13 сехетре пуçланчĕ. Ташă коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Залра ларакансем вĕсене алă çупса хавхалантарчĕç.
Акă, Тăрмăшри ача сачĕн ташă коллективĕ сцена çине тухрĕ. Пĕчĕк артистсем “Крылатые качели” юрăпа ташласа пачĕç. Вĕсем пысăк хавхаланупа, тăрăшса ташланине пăхса ларнипе хамăн та куççулĕ тухрĕ. “Чăваш ташши” ташларĕç кайран ачасем. Пĕтĕм ушкăнĕпех хутшăнчĕç. Пĕрисем ташларĕç, теприсем юрласа алă çупрĕç. Ку ташша вĕсене Елена Ивановна Семенова воспитательницăпа Евгения Ниловна Капитонова купăсçă вĕрентнĕ. Çăмăлах пулман ĕнтĕ вĕсене. “Пурте хутшăнасшăн, хутшăнтармасан кÿренеççĕ. Пĕрне те айккине уйăрса хăвараймарăмăр”, – каласа кăтартать Елена Ивановна. Конкурс пулассине маларах пĕлнĕ пулсан, тата лайăхрах хатĕрленетчĕç ĕнтĕ вĕсем. Ман шухăшпа, ялсенче килекен ташă ушкăнĕсене уйрăм хакламалла пек туйăнать. Вĕсем шартлама сивве пăхмасăр Тăвайне пынине, икĕ ташă пысăк ушкăнпа юрласа-ташланине, вĕсемпе кружоксенчи уйрăм специалистсем ĕçлеменнине те шута илмелле пулнă пек туйăнать.
Çакăн пек конкурссене час-часах йĕркелесчĕ, ачасене ытларах чăваш ташшисене, юррисене вĕрентесчĕ. Ача садĕнчех чăвашлăх туйăмне, чунлăхне, йăли-йĕркисене кăшт кăна вĕрентсен те питĕ пысăк ĕç пулĕччĕ. Ачасем хăйсем чăваш пулнишĕн, чăвашла калаçнăшăн никам умĕнче те, нихăçан та ан вăтанччăр. Шкултан вĕренсе тухсан çеç вĕсене чăваш пулнине аса илтерни витĕмлĕ пулмасть. Шыв çине сенĕкпе çырсан йĕр юлмасть, çавăн пекех çамрăксем те чылайăшне чăваш культури те, чăваш чĕлхи те, юрри-сăвви те интереслентермест. Ялсенче ачасене вырăсла калаçтаракан çемьесем те пур-ха.
Районта ирттерекен пухусенче те, тĕрлĕрен концерт-конкурссенче те, çуралнă кун е туйсенче те, йĕри-тавра чăваш ларать е пуçтарăнать пулин те, вырăсла калаçаççĕ. Чăвашла калаçма хăяймаççĕ-ши е тăван чĕлхене манса кайнă. Ватăлса пыратпăр та, пухусенче, е хăна-вĕрле пуçтарăнсан, уявсенче, туйсенче, вырăсла кĕрленине, тавлашнине, кĕмсĕртеттернине чун-чĕре йышăнасшăн мар.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика